18 сентября 2009 г.
Пĕр ялсем пулнăран Аслă Чуллăри Зоя Андреевнапа Климентий Степанович Степановсене лайăх пĕлетĕп. Ял-йышра хисеплĕ çынсем. Вĕсем патне черетлĕ хут çитме телейлĕ мăшăр çемье çавăрнăранпа çак кунсенче 55 çул çитни хистерĕ мана. Телее, Зоя Андреевнапа Климентий Степанович та, вĕсен хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем те, мăнукĕсем те (паллах, пурте мар — В. Д.) килтехчĕ. Улма-çырларан пуян пахчара сăн ÿкертĕм вĕсене, кил хуçисене вара хăйне евĕр сумлă юбилей ячĕпе саламласа пархатар, ырă сывлăхпа вăй-хăват тата телей сунтăм. Халĕ Степановсен ырă ятлă çемйи пирки каласа пама та вăхăт пулас.
…К. С. Степанов кĕçех 80 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленет: вăл 1929 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Чиркÿллĕ Аслă Чуллăри хресчен çемйинче çуралнă.Унăн ашшĕ — С. Р. Романов — 1888 çулта çĕр çине килнĕ пулнă, виçĕ пĕр тăван ÿснĕ — пиччĕшĕ Гервасий тата аппăшĕ — Наталия. Степан Романович Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркасси хĕрĕпе 1914 çулта пĕрлешнĕ. 9 ача пулнă çемьере, шел те, тăваттăшĕ нумаях пурăнайман. Климентий пиччĕшĕ — Вячеслав, ав, фронтран аслă лейтенант званийĕпе таврăннă, вăталăххи-Алексей те лейтенанта çитнĕ, 1951 çулччен хĕсметре тăнă.
К. Степанов ялти шкула 1937 çулта ура ярса пуснă. Тăваттăмĕш класчен вĕрентнĕ Яков Васильевич Васильев учителе ăшшăн аса илет вăл.1944 çулта Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн уй-хир уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çултан ăна направленипе участок агрономĕнче ĕçлеме янă. Ун чухне виçĕ ял Советĕнче 21 колхоз шутланнă. Тепĕр çулталăкран Климентий Степанович — районти вăрлăх инспекцийĕн агроном-инспекторĕ. 1953 çулхи июльте ăна Чурачăкри МТСăн участок агрономне çирĕплетеççĕ. 1955 çулхи октябрьтен — ”Прогресс” колхоз агрономĕ.
Малаллахи ĕç-хĕлĕ те интереслĕ унăн. Климентий Степанович çав çулсем пирки çапла аса илет: “1962 çулта хуçалăх ертÿçисен çулталăклăх шкулне вĕренме ячĕç. 1964 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче Çĕрпÿри производство управленийĕн парти комитечĕн инспектор-парторганизаторне çирĕплетрĕç. Çулталăкран хамăр районти “Звезда” колхоза ĕçлеме ячĕç”.
Вăл 1966 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчен “Прогресс” колхоз агрономĕнче вăй хунă. 1973 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче ăна Еншик Чуллă ял Совет ĕçтăвкомĕн председательне суйланă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен — 1989 çулччен — пĕр вăхăт партком секретарĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă К. С. Степанов.
Кирек хăш участокра та вăл шанăçа тÿрре кăларма çине тăнă, çапла майпа халăх хисепне çĕнсе илнĕ. Колхоз производствинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Климентий Степановича 1968 çулта “РСФСР ял хуçалăхĕн социализмла ăмăртăвĕн отличникĕ” ят панă, 1969 çулта Халăх Хуçалăх Çитĕнĕвĕсен Выставкине хутшăннă вăл, медальсемпе тĕрлĕ шайри грамотăсем те пур. Ăна, ученăй-агронома, темиçе хутчен те ял Совет депутачĕ пулма шаннă. Унăн сăнне, ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырса кăтартнине “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекене те кĕртнĕ.
1954 çулхи июльте К. Степанов ял хĕрĕпе Зоя Андреевнапа çемье чăмăртанă, унтанпах пĕр чĕлхерен, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Зоя Андреевна аллинче те ĕç вĕресе тăнă кăна, халĕ те çаплах. Ял хуçалăх институтĕнче зоотехника вĕренсе, ферма заведующийĕнче, тĕп зоотехникра тата культура учрежденийĕнче ĕçленĕскер, район Совечĕн депутачĕ пулнăскер, кăмăлĕпе яланах ырă. Иккĕшĕ 7 ачаран 5-шне ура çине тĕрĕс-тĕкел тăратнă. Асли —Владислав, акă, çар тухтăрĕ, полковник, çар округĕн госпиталĕнче ĕçлет, “хĕрÿ точкăсенче” пĕр хут çеç мар командировкăсенче пулнă, наградăсене тивĕçнĕ. Полина, Шупашкарти больницăсенче медсестрара ĕçленĕскер, каярах кооператив институтĕнче вĕренчĕ, унтах аслă преподаватель пулчĕ. 2004 çулта вăл экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕлеме пултарчĕ. Луиза И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ, халĕ Алманчри вăтам шкулта учительте вăй хурать. Неонила — Шупашкарта, пĕр больницăра врач-фтизиаторта тимлет. Инна та И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчех вĕреннĕ: химипе биологи фвкультетĕнче, халĕ Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта педагогра тимлет. Пурте-çемьеллĕ. Степановсен-8 мăнук, 3-шĕ аслă пĕлÿллĕ, тепри диплом илме хатĕрленет. Мăнукĕсен ачи — Николай та Климентий Степановичпа Зоя Андреевнана йăл куллипе савăнтарать.