АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейсене — ырă ĕçсемпе

18 сентября 2009 г.

 

2010 çул — Трак еншĕн паллă çул: района туса хунăранпа тата райхаçат тухма пуçланăранпа 75 çул тултарать. Çак паллă датăсене тивĕçлипе кĕтсе илес тĕллевпе район администрацийĕ, “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ 2010 çулта ирттермелли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Район хыпарĕсене халăх патне çитерес çĕрте райхаçат пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа та район администрацийĕ сентябрĕн 14-мĕшĕнче райхаçат журналисчĕсемпе, обществăлла корреспондентсемпе “çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулу йĕркелерĕ.

Ăна, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕ Станислав Николаев уçрĕ. Станислав Андреевич кăçалхи çур çулта районти ял хуçалăхĕпе культура, вĕрентÿ отраслĕсенче, социаллă пурнăçра пулса иртнĕ ырă улшăнусене палăртнипе пĕрлех çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Акă, тĕслĕхрен, “Воддорстрой” пĕрлешÿ, çул тума заказсем пулман пирки, производство кăтартăвĕсене, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, чылай чакарнă. “Чесла”, “Красноармейски сĕт-çу завочĕ” пĕрлешÿсенче лару-тăру йывăрланнă. Райцентрта коммуналлă мунча ĕçлемест, Г. Степанов урамĕнче черетлĕ 12 хваттерлĕ çурт тума пуçлайман. Трак енре ĕçсĕрлĕх шайĕ те ÿснĕ, хăш-пĕр çĕрте ĕç укçи енĕпе парăмсем пысăк тата ытти те. Кăçал “Чи тирпейлĕ ял”, “Чи кăтартуллă килти хушма хуçалăх”, “Чи таса урам”, “Чи лайăх ял тăрăхĕ” номинацисемпе иртекен республикăри конкурса пирĕн район кĕрсе юлайман. Мĕншĕн тесен вырăнсенче ку енĕпе проектпа смета докуменчĕсем туса хатĕрлеймен.

Район пуçлăхĕ юбилейсене ырă ĕçсемпе кĕтсе илме тăрăшмаллине, çавăнпа вĕсене паллă тума хатĕрленес çĕрте çынсен активлăхне ÿстересси тĕпре пулмаллине палăртрĕ. "Чи пысăк пуянлăх — çынсем, — терĕ вăл. — Çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас çĕрте йăх-несĕлсен тымарĕсене тĕпчесе вĕсем çинчен çырни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн хамăр йăх историне пĕлмелле. Кану центрĕсенче ку тĕлĕшпе ятарлă стендсем йĕркелемелле тата ытти те”.

Килес çул район юбилейне халалласа ирттерекен пысăк уявсенчен пĕри Акатуй пулса тăмалла. Кĕркуннепе, сентябрь вĕçĕпе октябрь пуçламăшĕнче, ял хуçалăх çулне вĕçленине пĕтĕмлетекен савăнăçлă пуху ирттерме палăртни çинчен те пĕлтерчĕ Станислав Андреевич.

Район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Виктор Данилов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен ĕçĕнчи ырă опыта сарас çĕрте райхаçатпа туллин усă курма сĕнчĕ. Пурне те пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме ыйтрĕ. Çавăн чухне тин çитĕнÿ тума пулнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене райхаçатра тухнă критикăлла статьясенчи çитменлĕхсене пĕтерни пирки хуравсем памалли пирки аса илтерчĕ.

— Музей район юбилейне мĕнле кĕтсе илет? — интересленчĕ Именкассинчи обществăлла корреспондент Константин Шачкин.

— Паян унта çын тупса лартмалла, кадрсен ыйтăвне татса памалла. Çитменнине çурчĕ те кивелсе çитрĕ. Çавăнпа та музея урăх çĕре, тĕрĕсрех унчченхи УПК çуртне, куçарма йышăннă. Музейри материалсене юбилей валли çĕнетме ĕлкĕрейместпĕр пулĕ, анчах та унăн Аслă Отечественнăй вăрçăна халалланă пайне Аслă Çĕнтерÿ кунĕ валли çĕнетме палăртнă, - терĕ район пуçлăхĕ Станислав Николаев.

— Район юбилейне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ комисси туса çирĕплетнĕ мероприятисен планне кашни ял тăрăхне çитерсе, унти халăхпа канашламалла, — терĕ РФ журналистсен Союзĕн членĕ Николай Ершов (Янкас). — Кунпа пĕрлех 2010 çулхи мартра райхаçат тухма пуçланăранпа 75 çул тултарать. Апла пулсан, редакцин те ку енĕпе хăйĕн тĕллевĕсене палăртмалла.

— Район юбилейне ирттерес енĕпе палăртнă мероприятисен планĕ район администрацийĕн сайчĕнче пур. Ăна кашни ял тăрăхнех çитернĕ, — пĕлтерчĕ Станислав Андреевич.

Георгий Ефимов журналист ăçта староста, депутат тивĕçлипе ĕçлет, çав ялсенче тирпей-илем пурри çинчен каларĕ. Пайсупинра И. Шашков 100 çул тултарнине паллă тума хатĕрленсе ку ялта тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе пуçаруллă ушкăн пысăк ĕç тунине тата çĕр-шывĕпе паллă ученăйăн юбилейне тивĕçлипе уявланине пĕлтерчĕ.

— Халĕ эпир, ку шухăшĕ пĕлтĕрех çуралнăччĕ, “Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçине Виталий Афанасьева чысласа ун ячĕпе, икĕ енĕпе 3-шер рет хурăн лартса, сĕтелпе сак вырнаçтарса, сквер тăвасшăн. Анчах ку енĕпе ĕçĕ халĕ вырăнтан хускалман-ха, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Георгий Леонидович.

Ку ырă пуçарăва ырламаллине палăртрĕ район пуçлăхĕ.

Ялсенче, райцентрта, газ уçлакансен микрорайонĕнче, уйрăмах Красноармейски ял тăрăхĕ пăхса тăракан вырăнта, пушă кĕленчесем нумай йăванса выртни пирки пĕлтерчĕç Валентина Рудникова çыравçăпа Георгий Ефимов журналист.

— Пирĕн ял, Именкасси витĕр хывнă çулпа автомашинăсем çĕмрен пек ыткăнаççĕ, Таптаса каясран чун çук. Çавăнпа та шкул тата тепĕр тĕлте чăрмав (“выртакан полицейски”) вырнаçтарма çук-ши? — пĕлесшĕн пулчĕ Константин Шачкин çыравçă.

— Вăл район пĕлтерĕшлĕ çул пулсан, ку ыйтăва татса пама пулать, — пĕлтерчĕ район пуçлăхĕ.

Райпо тытăмĕнчи магазинсем умне контейнерсем лартмалли, унсăрăн кунта тивĕçлĕ йĕрке тума май çукки пирки каларĕç Алманч тата Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Владимир Долговпа Ольга Андреева.

Райхаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев редакци коллективĕ умĕнче тăракан йывăрлăхсене палăртнă май, район тата райхаçат юбилейĕсене паллă тăвас тĕлĕшпе тума палăртнă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, райхаçат юбилейне халалласа сайтра ятарлă баннер уçни, 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн райхаçата сарас тĕлĕшпе тăракан тĕллев пирки пĕлтерчĕ. “Хăй вăхăтĕнче район кĕнекине чылай сумлă çынсем кĕмесĕр юлнă. Çав йăнăша тÿрлетсе, вĕсем пирки райхаçатра материалсем кăларсан аван пулĕччĕ”, — сĕнчĕ Иван Афанасьевич.

Юбилее кĕтсе илсе тивĕçлипе паллă тăвасси — пысăк ĕç. Çакăнта районта пурăнакан кашни çын, яваплă ĕçчен хăйĕн сумлă тÿпине хывсан вăл йĕркеллех иртсе каймалла.

“Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăва хутшăннисене район пуçлăхĕ Станислав Николаев ăшшăн тав турĕ, пĕрлехи ĕçре ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика