АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ ушкăнра — çĕнерÿ

18 сентября 2009 г.

 

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти тĕп, “Олимпийский” стадионта “Советская Чувашия” хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн 71-мĕш эстафетăлла ăмăрту пулчĕ. Пиллĕкĕмĕш хут ĕнтĕ вăл чăваш кăйкăрĕ А. Г. Николаев летчик-космонавта халалласа иртрĕ. Трак енрен унта 7 команда хутшăнчĕ, вĕсенчен иккĕшĕ — спорт ветеранĕсен тата Пикшик вăтам шкулĕн командисем — пĕрремĕш вырăна тухса, куçса çÿрекен кубоксене тивĕçрĕç, çитĕннисен пĕрлештернĕ команди пĕлтĕрхи евĕрех иккĕмĕш пулчĕ.

Çакна палăртса хăвармалла: асăннă эстафета пуçласа “Олимпийский” стадионта иртрĕ. Ку аренăра унччен çĕр-шыв тата тĕнче шайлĕ ăмăртусем çеç йĕркелесе ирттеретчĕç. Ку стадионти чупмалли çулсене çав тери хаклă материалпа витнĕ. Çавăнпа та унта чупса-утса курни хăй мĕне тăрать!? Халь çине унта ялти спортсменсем те хăйсен вăйне тĕрĕслеме май тупрĕç. Калас пулать, ку стадион тракенсемшĕн чăннипех телейлĕ пулчĕ. Ара, пирĕн район командисем киле çапла пĕр харăсах виçĕ кубокпа таврăнни халиччен пулман вĕт.

Çемьесен тупăшăвĕнче Красноармейскинчи Терентьевсем (Владиславпа Валентина тата вĕсен хĕрĕ — Валерия) çиччĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Ветерансем епле чупнине сăнама кăмăллă пулчĕ. Вĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе Трак енри мĕн пур çăмăл атлетсенче çĕнтерÿшĕн ăнтăлас туйăма яр уççăн чĕртсе вăратрĕç теес килет. Епле пысăк ăсталăх, спортри чăн-чăн çивĕчлĕх курăнса-туйăнса тăчĕ вĕсен чупăвĕнче. Çавна май пирĕн район команди (ун йышĕнче Çеçмерти Алексей Данилов, вăл— Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Алевтина Судеркина (Пăрăнтăк), Владислав Перепелкин (Красноармейски, врач), Галина Павлова (Красноармейски), Владимир Михайлов (Çирĕклĕ), сывă пурнăç йĕркин чăн-чăн энтузиасчĕсем) 5х400 метрлă эстафетăна 5.19,7 минутра вĕçлесе, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, пуçласа асăннă хаçатăн куçса çÿрекен кубокне тивĕçрĕ.

Вăтам шкулсен командисем яланхи евĕрех йышлăн пулчĕç. Çавна май вĕсене 4 пая уйăрчĕç. Пĕрремĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Атайкассинчи шкул 10х400 метрлă эстафетăра 10 минут 24,4 çеккунт вăхăт кăтартрĕ, çĕнтерÿ тума хăйне май никĕс хыврĕ. Унăн кăтартăвĕ чылай хушă чи лайăххи шутланчĕ. Тăваттăмĕш ушкăнра чупнă Пикшик команди çеç ăна тепĕр 7 çеккунт лайăхлатма пултарчĕ. Çапла вара пикшиксем пĕр харăс икĕ кубоклă пулса тăчĕç: пĕри — “Советская Чувашия” хаçатăн, тепри — Валентина Егорова Олимп чемпионкин. Сăмах май, асăннă хаçат призне вĕсем шкул историйĕнче иккĕмĕш хут (унччен 1998 çулта), В. Егорованне вара виççĕмĕш (маларах 1997 тата 1998 çулсенче тивĕçнĕччĕ) çĕнсе илчĕç ĕнтĕ. Ку хутĕнче шкул чысне çаксем ăнăçлă хÿтĕлерĕç: Лилия Михайлова, Эдуард Краснов, Диана Краснова, Данил Данилов, Стелла Николаева, Дмитрий Сергеев, Наташа Шумилова, Андрей Михайлов, Аня Яковлева, Федор Иванов. Вĕсене асăннă ăмăртăва физкультура учителĕ Вера Иванова тата Алексей Данилов тренер хатĕрленĕ. Çав тери кĕтнĕ çĕнтерÿ ку, мĕншĕн тесен пикшиксем асăннă ăмăртăва çу кунĕсенчех хатĕрленме пуçланă.

— Ку çĕнтерĕве эпир тата анне (кунта сăмах Вера Иванова физкультура учителĕ пирки пырать. Вăл — Федорăн амăшĕ-мĕн — автор) питĕ кĕтнĕ, — терĕ шкул командин капитанĕ Федор Иванов чыслав хыççăн, унран асăннă çитĕнÿ епле туптанни пирки каласа пама ыйтсан. — Эпĕ иртнĕ çул та чупнăччĕ. Кăçал шкулшăн юлашки хут чупрăм та вуннăмĕш этапра юлташсем тунă çитĕнĕве çирĕплетес тесе çине тăтăм, эстафета патакне финиша пĕрремĕш илсе çитертĕм. Кашниех пултарнă таран çĕнтерĕве хăй тÿпине хыврĕ... Команда çапла ăнăçлă ăмăртнăшăн питĕ савăнатăп…

Пикшиксене чыслама тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем Оля Егоровапа Олимпиада Иванова, район пуçлăхĕ Станислав Николаев хутшăнчĕç. Асăннă шкула кубоксемпе тивĕçтернисĕр пуçне, принтер, спорт инвентарĕсем илме укçа пачĕç.

Районсен пĕрлештернĕ командисен эстафетинче Трак ен команди, пĕлтĕрхи евĕрех, вăрнарсем хыççăн, иккĕмĕш пулчĕ. Ку хутĕнче ун чысне Красноармейскинчи Петр Григорьев, Людмила Кузьмина (Яманак), Иван Архипов (Кÿлçырма), Екатерина Илларионова (Янкас), Алексей Семенов (Ыхракасси) хÿтĕлерĕç. Ăмăрту хыççăн Л. Кузьминапа кăшт калаçса илтĕм. Люда кăçалхи спорт сезонĕпе хăй кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Вăл 3000 метра чăрмавсемпе чупассипе Раççейĕн юниорсен хĕллехи чемпионатĕнче çĕнтернĕ, спорт мастерĕн нормативне тултарнă, Универсиада-2009-та вăй виçсе пăхнă, унта 9-мĕш вырăн йышăннă тата ытти те. Пĕр сăмахпа каласан, маларах палăртнă тĕллевсем, пĕтĕмĕшле илсен, пурнăçланнă.

Район администрацийĕн команди, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал ăнăçлăрах ăмăртрĕ тесе шутламалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика