18 сентября 2009 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 104—105-мĕш номерсенче)
Малти Тракра вунă çул ытла каялла Александра Михайловна Михайлова пурăннă. Александра 1898 çулхи ака (апрель) уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ — Михаил Егорович — хальхи К. Маркс урамĕнчи пĕр çуртра кун çути курнă. Йышлă çемье. Александра — чи асли. Çавăнпа та хĕр ача мĕн çамрăклах ĕç ытамĕнче ÿснĕ. Унăн ашшĕ — Михаил Егорович — ялта вăтам хресченсен йышĕнче пулнă. Хăй вăхăтĕнче вăл ултă лаша таранах тытнă. Трак ялĕнче Упи вулăс кантурĕ вырнаçнă май, ямшăкра çÿренĕ. Кантура вăл е ку ĕçпе килекенсене тăтăшах Етĕрне, Канаш, Шупашкар хулисене леçнĕ. Çапла майпа тăрăшнипе кил-хуçалăха тытса пынă. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ.
1920 çулта Александрана тăван ялти Якку Пурхили çураçать. Уçăп таврашĕнчен вăл. Пурхиле ,1902 çулта çуралнăскер — çемьере чи кĕçĕнни.
Пурхиле маттур та кăмăллă çын пулнипе асра юлать. Тăватă лаша тытнă. Çĕр ĕçĕпе пурăннă çын.
Халь А.Михайлована питĕ лайăх ас тăвакансем юлмарĕç те пуль. Пурнăç пĕр вырăнтах тăмасть вĕт.
— Эпĕ Малти Тракри (Красноармейски) ялĕнчи Первомайски урамĕнчи 32-мĕш çуртра ĕмĕрленĕ, манăн аттен — Илларион Антоновăн иккĕмĕш сыпăкри аккăшне, пĕчĕк акая халĕ те манаймастăп-ха. Унăн 100 çулхи юбилейне те хутшăнма тивнĕччĕ мана, — тет Трак тăрăхĕнчи ятлă-сумлă сăвăç, профессийĕпе агроном, Леонид Антонов. — Пĕчĕк аки вăл, йăх-несĕлпе илсен, Така йăхĕнчен тухнă.
Леонид Илларионович, ватăсем каланине тĕпе хурса, несĕл тымарĕн тăхăр сыпăкне тупса палăртнă. Малти Трак ялĕнче çеç Така йăхĕнчен тухнă вăтăр ытла çемье пуррине пĕлнĕ.
— Качча тухнă хыççăн иккĕмĕш çулĕнче выçлăх çулĕ килчĕ, — аса илчĕ пĕчĕк акай. — Упăшка çав тери тарават çынччĕ. Ăна хам çине алă хунине ас тумастăп эпĕ.
Ял çĕрĕсем пулăхсăр, çырма хĕррисене вырнаçнăччĕ. Апла пулин те, эпир çăкăрсăр ларман. Упăшкапа, мăшăр кăвакарчăн пек, шăкăлтатса, çураçса ĕçленĕ.
Л. Антонов каланă тăрăх, Александра кинемей пурнăç çине яланах урă куçпа пăхнă. Малашлăхшăн, çутă пуласлăхшăн çине тăнă. Пурнăçри хуйхă-суйхăна тăванĕсемпе пĕрле ĕçе кÿлĕнсе ирттерме çине тăнă. Сăра-эрехпе аташни нихăçан та пулман. Тĕн уявĕсенчен ютшăнман, чиркĕве çÿреме те вăхăт тупнă. Тип тытассине пысăк тивĕç тесе хакланă. Юбилей каçĕнче: “Юратсах пĕрлешрĕр-и?”, — тесе ыйтнă унран Л.Антонов.
— Атте ирĕкĕнчен тухас темен эпĕ. Ялта хамăр хушăра сăмах татнă каччă та пурччĕ манăн. Мĕн тăвăн, Турă çапла çырнă пуль… — хуравланă вăл.
— Халь Красноармейскинче Антоновсен йăх-несĕлĕнчи евĕр чылай çул пурăнакансем пур-ши? — ыйтрăм ял тăрăхĕнче. — Тен, тăхăр вуннă урлă каçнисем…
— Акă, Анастасия Трофимовна Трофимова кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче, К. Маркс урамĕнчи 27-мĕш çуртра пурăнакан Федор Григорьев апрелĕн 29-мĕшĕнче тăхăр вуннă тултарчĕç. Хăйсене çирĕпех туяççĕ-ха хальлĕхе.
Федор Григорьевичпа курнăçрăм. Александра Михайлована лайăх астăвать вăл.
— Александра Михайлована-и, ой! питĕ лайăх астăватăп. Унăн мăшăрĕ — Порфирий Якольч — иртнĕ вăрçăран таврăнаймарĕ. Ачисенчен Якрав, Хĕлимун, Пимен пулнă. Халь пĕри те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Тĕп килте паян А. Михайлован мăнукĕ, Хĕлимун хĕрĕ — Зоя пурăнать. Урăх нимех те калаймастăп , — терĕ Федор Григорьевич. — Александра мĕн ватăличченех тăван хуçалăхра пилĕк-çурăма авнă.
Салтак арăмĕн мĕн пурĕ тăхăр мăнук. Тата мăнукĕсен 19 ачи пур. Вĕсен тата темиçе ачи те… Эпĕ А.Михайлован пĕр мăнукĕпе Раççейри социаллă страхованин фончĕн районти уйрăмĕнче вăй хуракан Ира Евграфовна Константиновапа курнăçрăм. Хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче кăмăллă, тарават йышăнчĕ вăл.
— Атте, Евграф Порфирьевич, 1942 çулта фронта тухса кайнă. Асатте вара — 1941 çултах. Асатте вăрçăран таврăнайман. Атте 1949 çулта çеç таврăнчĕ. Асанне эрех-сăрапа туслах пулман. Турра ĕненнĕ. Эпĕ виççĕ-тăваттăмĕш классене çÿренĕ-ши, вăл пире Мăн кунта хĕвел çаврăнăш, мăйăр астивтеретчĕ. 1999 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче пирĕнтен уйрăлса кайрĕ асанне, — терĕ И. Константинова. — Вашават çын пулнипе асрах çÿрет халĕ те асанне.