АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕвене тĕпрен çĕнетрĕç

15 сентября 2009 г.

Перевод чувашских шрифтов

 

Ванюшкасси ялĕнче час-часах пĕр-пĕрин çинчен леш енсем, тепĕр енсем, леш айккисем, тесе каланине илтме пулать. Мĕншĕн çавăн пек калаççĕ-ха? Пирĕн ял пирки икĕ пайран тăрать тесе, 150 çул каяллах çырса хунă. Ун чухне пĕр пайĕнчи 5 килте — 29, тепринче 20 килте 135 çын пурăннă.

Яла икĕ пая уйăракан тарăн çырмана икĕ пысăк пĕве туса картланă. Ванюшкассинче — тăватă пĕве. Вĕсем чи малтан улăм витнĕ çуртсенчен тăракан яла пушарсенчен сыхланма кирлĕ пулнă. Çав пĕлтерĕш халĕ те улшăнман. Вут-кăвар тухасран яланах сыхă пулмалла. Пулă тытса йăпанакансене те ырлăх: килтен тухатăн та вăлтасене шыва ывăтатăн. Пĕвесене çулсерен алă тата лаша вăйĕпе улăмпа тăпра турттарса, каярахпа бульдозерсемпе çĕр тĕксе юсанă. Çывăхри тăмпа та усă курнă. Йĕпе-сапасенче ирсерен пĕр урамран тепĕр урама выльăхсене кĕтĕве хăваланă чух та пĕвене кĕрсе ÿкесрен е ун хыçне чăмасран питĕ асăрханса утмалла пулнă.

Çак кунсенче вара, пачах урăхла çĕнĕ тапхăр çитнине пĕлтерсе, Ванюшкассине хăватлă çул-йĕр техники — экскаватор, бульдозер, КаМАЗ автомашинăсем — çитрĕ. Вĕсемпе усă курса пĕвене тĕпрен çĕнетрĕç. Тăмне КаМАЗсемпе турттарса тăчĕç. 2500 кубла метр тăм сарса хурса, таптаса хытарчĕç. Пĕве куç умĕнчех палламалла мар улшăнчĕ. Çуркуннесенче е вăйлă çумăрсенче пухăнакан ытлашши шыва юхса каймалли пăрăха та реконструкцилерĕç. Çавăн пекех ăшăхланса юлнă пĕве хĕррисене экскаваторпа чавса тарăнлатрĕç. Унтан кăларнă тăпрана урăх çĕрелле турттарчĕç. Пĕве пуçне çиелтен усă курнă асфальтпа сарса таптаса хытарчĕç.

Ку ĕçсене пуçараканни тата пĕвене çĕнетме каякан тăкаксене саплаштараканни пирĕн ял çынни, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чувашский бройлер” уçă акционер обществăн генеральнăй директорĕ Вадим Иванович Николаев. Пĕтĕм ĕçсене Валерий Трофимов директор ертсе пыракан “Дормашсервис” çул-йĕр хуçалăхĕ пурнăçа кĕртсе пычĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика