Игорь Яковлев — “Таябинка” пĕрлешÿ механизаторĕ. Тăваттăмĕш çичĕ кунлăх кăтартăвĕсемпе вăл районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.
Крентейкасси çывăхĕнчи урпа пуссинче “Дон” йышши пилĕк комбайн умлăн-хыçлăн пĕр тикĕссĕн шуса пырать. Вĕсенчен тăваттăшĕ — симĕс, пĕри — хĕрлĕ тĕслĕ. Хĕрли чи кивви темелле. Анчах ыттисенчен ÿксех юлмасть. Унăн капитанĕ, И. Яковлев, “уй-хир карапне” çирĕп тытса пырать. Тĕрĕссипе Игорь Юрьевич “Дон-1500А” комбайн рулĕ умне кăçал пуçласа ларнă. Апла пулин те кĕске хушăрах çак кăткăс техникăна алла илме пултарчĕ.
— Малтан, хăнăхман чух, хăрататчĕ, халĕ вĕренсе çитрĕм темелле, — пĕлтерет именчĕклĕн И. Яковлев.
Сăмах май, тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿ агрономĕ Сергей Молотков каланă тăрăх, ку комбайн виçĕм çул та, пĕлтĕр те 4 бункертан ытла тырă вырса çапман. Пĕрмай çĕмĕрĕлкелесе ларнă. Кăçал вара ыттисенчен ытла юлсах та каймасть. Вырма умĕн ун çине ЯМЗ йышши çĕнĕ двигатель вырнаçтарса лартни ахаль пулман. Халĕ вăл пĕр тикĕс ĕçлет.
Тăваттăмĕш çичĕ кунлăхра Игорь Яковлев хăйне çирĕплетсе панă комбайн бункерĕнчен 233,7 тонна çĕнĕ тырă панă, районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.
— Эпĕ ыттисенчен уйрăм лаптăкра урпа выртăм. Унта ку культура лайăх тухрĕ. 2-3 кун умлăн-хыçлăн 15-16-шар бункер тĕшĕлерĕм. Ирхи 9 сехет иртсен пуçласа каçхи 8 сехетчен, — тет Игорь Юрьевич. — Комбайнĕ халиччен çĕмĕрĕлсех лармарĕ-ха, тьфу-тьфу! ан куçăхтăрччĕ тулĕк…
И. Яковлев, хăйсен тăванĕсен, Крентейкассинчи Кирилл Яковлевсен ачисем пекех, çăкăр çитĕнтерекенĕн профессине кăмăлланă. Ÿссе çитсен, хăйĕн ывăлĕ, Сергей та, унăн çулĕпе утасса шанать Игорь Юрьевич. Хальлĕхе вăл 6-мĕш класра çеç вĕренет-ха, тепĕр чух ашшĕпе пĕрле кабинăра ларса çÿреме юратать. Тен, çавăнтанах унра та механизатор профессине кăмăллас туйăм çуралĕ. Кам пĕлет.