“Янмурзино” хуçалăх кăçал 230 гектар çĕр улми лартса çитĕнтернĕ. Ку кăтарту — районта чи пысăкки. Сентябрĕн 8-мĕшĕнче янмурçинсем “иккĕмĕш çăкăра” кăларса пухма тухнă.
Иртнĕ кĕçнерни кун, сентябрĕн 10-мĕшĕнче, эпир ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю. Д. Петровпа пĕрле Пайсупин ялĕ çумĕнчи çĕр улми пуссине çитсе куртăмăр. Касăсем тем вăрăмĕшех тăсăлаççĕ. Эдуард Яковлев инженер пĕлтернĕ тăрăх, ана тăршшĕ — 1100 метр. Ку пусă тăрăх, унăн лаптăкĕ 68 гектар терĕç, çĕр улми кăлармалли GRIMME комбайн пĕр тикĕссĕн шуса килет. Ăна Анатолий Никитин тракторист ĕçлеттерет-мĕн. Кĕç вăл бункер тулни çинчен пĕлтерчĕ те, комбайн çумне груз турттармалли ГАЗ-53 йышши автомашина пырса ларчĕ. А. Никитин çĕр улмине машина кузовĕ çине пушатрĕ. Çав самантпа усă курса, унпа калаçса илтĕмĕр.
— Кăларма тухни виççĕмĕш кун ĕнтĕ. Ирхи 7 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетченех ĕçлетпĕр, — пĕлтерчĕ Анатолий Иванович. — Кăçал çĕр улми пĕлтĕрхинчен начартарах…
Зинаида Тимофеева агроном шучĕпе “иккĕмĕш çăкăр” тухăçĕ типĕ çулшăн япăх мар, “удача” сорт, тĕслĕхрен, гектартан 250 центнертан кая тухмасть”, тет Зинаида Васильевна.
“Иккĕмĕш çăкăра” Александр Илларионовпа Юрий Гаврилов водительсем икĕ автомашинăпа унчченхи Упи сĕт-çу фермин территорине турттараççĕ. Унта ăна виçĕ пая суйласа уйăраççĕ. Шултрине сеткăсем çине тултарса хураççĕ, вăрлăх йышшине хранилищĕне ăсатаççĕ. Çĕр улми суйланă çĕрте 50 çынна яхăн тăрăшать. Вĕсем хушшинче янмурçинсемпе пайсупинсем çеç мар, уписемпе çĕнйĕкĕтсем, турипе анаткушарсем тата ытти ялсенчен килнисем те пур.
— Кăнтăрла иртсен ку уя çĕр улми кăлармалли тепĕр комбайн та тухмалла, — тет З. Тимофеева агроном. — Трактор тивĕçменнипе кăлараймарăмăр-ха ăна. Паян кĕр аки вĕçленмелле. Кĕрхисене 500 гектар акса хăвартăмăр…
Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне янмурçинсем 10 гектар çĕр улмине кăларса пухнă. Кăлармалли тепĕр 220 гектар юлать. Апла пулсан васкас пулать. “Иккĕмĕш çăкăр” пуссине комбайнсем çеç мар, копалкăсем кăларни те пăсмĕ.