Çапла калама сăлтавĕ те пур манăн. Чатукассинчен çур çухрăмра, аслă çырма урлă каçсан, алă тупанĕ çинчи пекех курăнать пĕчĕк ял. Ятлă-сумлă çынсемпе пуян, мăнаçлă вăл. Çав йышра ĕç ветеранне, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, "Хисеп палли" орденĕн кавалерне Анатолий Кириллович Кириллова палăртас килет.
Кĕрнеклĕ хул-çурăмлă, вашават арçын. Халь 62 çул çинче пырать. Ку ялтах çуралса ÿснĕ. Çак тăрăхрах мĕн ачаран тăрăшса, трактор-комбайн рулĕсене тытса, тĕрĕссипе, çĕр ĕçне парăнса, ватăлнă.
Вашават арçын, кăмăллă упăшка, юратнă ашшĕ, хисеплĕ аслашшĕпе кукашшĕ тата пурте хаклакан çын пулнипе ырă йĕр хывнă ял-йышра Анатолий Кириллович.
— Маншăн пурнăçра чи çывăххи те лайăхраххи юратнă ĕç пуррипе, унăн ытамĕнче хама яланах хăюллă та хастар туйнипе хавхаланатăп эпĕ. Тарлă çăкăрăн хакне, хăть мĕн калăр та, механизатор кăна хăйĕн чун-чĕрипе тата аллисемпе туять, — тет Анатолий Кириллович. — Эпĕ вĕт 42 çул тракторпа, комбайнпа ĕçленĕ.
Вăл пĕр хушă урамалла, чÿречесем еннелле çаврăнса, шухăшсен хумне путрĕ. Мăшăрĕ çенĕкрен кĕнĕ май, унăн ура сассисемпе, тăруках, тулли сăн-питлĕ хĕрарăма сăнаса пăхрĕ. Аса илмеллисем, чăнах та, çине-çинех капланчĕç кил хуçин.
— Эпĕ хамăн ĕç-хĕле ытларах Николай Матвеевич Матвеев председательпе çыхăнтарнă. ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне те Н.Матвеев “Герой” хуçалăхăн “тилхепине” тытса пынă çулсенче илтĕм. Хамăр тăрăхри кашни уй, çырма манăн пурнăçпа, ĕç биографийĕпе çыхăннă. Кашни лаптăк çĕр эпĕ сывланипе, эпĕ сухаласа акнипе тата комбайн çине ларса çаврăм хыççăн çаврăм тунипе палăрса юлнă. Миçе гектар çĕр сухаламан пуль?. . Миçе пин центнер тĕш тырă тĕшĕлемен пуль? — хăй калассине чуна уçрĕ ветеран. — Эпĕ вĕт комбайнерсен ăмăртăвĕсенче тупăшнă.
А.Кирилловăн мăшăрĕ — Галина Иоввна — пĕр тĕрке хаклă хутсене илсе кĕчĕ. Çавăнта пархатарлă ĕçшĕн районпа республика шайĕнче чысланă хисеп грамотисемпе тав çырăвĕсем питĕ йышлă. Акă, чи те чи сумлăраххи А.Кириллова 1976 çулхи март уйăхĕнче панă “Хисеп палли” орден. Çакăнтах 1983 çулта РСФСР ти хура тăпраллă мар çĕрсене çĕнетессипе ырми-канми ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ медаль те пур. Вăл — тăххăрмĕшпе вуннăмĕш пилĕкçуллăхсен ударникĕ те.
— Пĕлетĕр-и, эпĕ 1992 çулта республикăри комбайнерсен социализмла ăмăртăвĕнче мала тухрăм. Хама çирĕплетсе панă СК-5 “Нива” комбайнпа 10000 центнер тырă вырса тĕшĕлеме пултартăм. Ку чăннипех те сумлă çитĕнÿ пулчĕ маншăн, — сăмахсене сыпăнтарчĕ çĕр ăсти. — Районти комбайнерсен ăмăртăвĕсенче те пĕрре кăна мар çĕнтернĕ.
— Анатолий, эсир çĕр ĕçне парăнса ÿснĕ çын. Епле майпа-ха механизатор ĕçне парăнтăр? — ыйтуллăн пăхрăм ветеран çине.
— Эпĕ саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех комбайнера пулăшаканĕнче вăй хутăм. Георгий Игнатьевпа пĕрле ĕçленĕ. Манпа пĕр вăхăталла хуçалăхра Виталий Николаевпа Валерка Матвеев “уй-хир карапĕсен” штурвалĕсене тытрĕç. 1967 çулта тата Красноармейскинче асфальтлă çул сарма та хутшăннăччĕ. Ун чухне бульдозерпа ĕçлеттĕм. 1970 çулта авлантăм, — терĕ А.Кириллов. — Виçĕ ывăл та виçĕ хĕр пирĕн.
Çĕр ĕçĕпех ватăлать кил хуçи. “Çĕр пире тăрантарать”, — тет яланах Анатолий. Апла пулсан килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшаççĕ Кирилловсем. 38 сотăй анкарти вырăнĕ пур. Тата уйра — пĕр гектар çĕр.
— Ĕнесем усратпăр темиçе çул та. “Красуня”, ав, 11 пăру турĕ. “Женюк” ятли — виççĕмĕш. Сĕт-турăхсăр пурăнман. Сĕтне сутмалăх та антараççĕ ĕнисем. Укçа-тенкĕсĕр епле-ха ялта… Хăйма-тăпăрчă пурри мĕнле паха, — тет кил хуçи. — Тутлăхлă апат-çимĕç сывлăхшăн та сиплĕ.
Сад пахчийĕ те улмуççисенчен пуян. Çула май унпа та паллаштарчĕç мана кил хуçипе мăшăрĕ.