АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Еншикчуллăсем А. Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ пулнипе мухтанаççĕ

15 сентября 2009 г.

Перевод чувашских шрифтов

 

Еншик Чуллăри вăтам шкул (директорĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Т. А. Беззубова) 2004 çулхи утă уйăхĕнче СССР летчик-космонавчĕн, авиаци генерал-майорĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн А. Г. Николаевăн ятне тивĕçнĕ. Çавна май космос паттăрне чысласа кунта çулленех тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Кăçал та, ав, Андриян Григорьевич çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа, Еншик Чуллăпа Именкассинчи тĕслĕх библиотекăсенче ĕçлекенсем пулăшу кÿнипе интереслĕ ĕçсем ирттерчĕç. Еншикчуллăсен çамрăк космонавтсен отрячĕ те пур, ертÿçи — В. Н. Абрикосов педагог. Шкул директорĕ каланă тăрăх, çак кунсенче пуçламăшсемпе — “Чăваш çĕр-шывĕн мухтавлă ывăлĕ”, 5-11 классенче вĕренекенсемпе вара “Пирĕн Андриян” класс сехечĕсем йĕркеленĕ, вĕсем летчик-космонавт ячĕпе пулнă районти ăмăрту-чупăва та хутшăннă.

Çапла, шкул коллективĕ А. Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ пулнипе тивĕçлипех мухтанать, çакна вĕренÿпе ĕçри тата спортри çитĕнÿсемпе çирĕплетме çине тăрать.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче еншикчуллăсен делегацийĕ (ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан А. П. Фролова ертсе пычĕ) Шупашкарта пулчĕ, А. Г. Николаев летчик-космонавт çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академипе драма театрĕнче иртнĕ савăнăçлă ларăва хутшăнчĕ. Çитĕннисемпе пĕрлех ачасем те Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров, П. Р. Попович, В. В. Горбатко, Б. В. Волынов летчик-космонавтсем тĕнче мухтавĕпе пархатарне тивĕçнĕ Андрияна аса илсе каланă сăмахсене тимлĕн итлерĕç, уяв концертне пăхрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика