АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гимназистсем вăйлăрах

14 сентября 2009 г.

 

Раççейре, республикăра, çавăн пекех Трак енре чăваш халăхĕн мухтавлă кăйкăр-ывăлĕ, тĕнчери виççĕмĕш космонавт, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 80 çул тултарнине анлăн паллă турĕç. Августăн 4-мĕшĕнче районти тĕп стадионта А. Г. Николаева асăнса çăмăл атлетсен эстафетăлла ăмăртăвĕ иртрĕ.

 

Ăна, кĕске сăмах каласа, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ, “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕнчи политканаш членĕ А. Н. Лебедев уçрĕ, спортсменсене ăнăçлă стартпа финиш сунчĕ. Малтанах 6х400 метрлă эстафетăра кĕçĕн ушкăнри шкул ачисем вăй виçрĕç. Вĕсен тупăшăвĕнче пикшиксем çĕнтерчĕç.

Унтан старта аслă ушкăнсем тухрĕç. Вĕсен командисенче — пиллĕкшер арçын ачапа пиллĕкшер хĕр ача. Кунта пирваях пикшиксем малта пыратчĕç. Анчах виççĕмĕш этапра вĕсен хĕр ачи такăнса ÿксе суранланчĕ те ку команда тупăшуран тухса ÿкрĕ. Трак гимназийĕнчи вĕренекенсем вара этапран этапа ыттисенчен малалла тарса пычĕç, вĕсен финишри вăхăчĕ — 11 минут та 03 çеккунт. Тÿрех каламалла, ку кăтартупа “Советская Чувашия” хаçат эстафетинче призерсен йышне лекеймĕн. Апла пулсан, сентябрĕн 12-мĕшĕччен тăтăшах тренировкăсем ирттерсе, çак вăхăта тепĕр 30—35 çеккунт лайăхлатма тăрăшмалла. Çавăн чухне тин призерсен йышне лекес шанăç пулĕ. Мĕнех, гимназистсем çапла тăвасса шанас килет.

Иккĕмĕш вырăнта — мăншетмĕсем, виççĕмĕшĕнче — райцентрти иккĕмĕш шкул команди.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика