11 сентября 2009 г.
“
Раççейре çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса “Мăкăнь” профилактика мероприятийĕ пырать. Унăн тĕллевĕ — наркотик хатĕрлемелли чĕр тавара тупса палăртса тĕп тăвасси.
Раççей Федерацийĕн наркотиксен çаврăнăшне контроллекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, операци пуçланнă кунах “Шанăç телефонĕ” çине шăнкăравсем пыма тытăннă, çийĕнчех икĕ притона тĕп тунă. “Мăкăнь” операци пуçланнăранпа вара республикăра 20 килограма яхăн наркотик хатĕрĕсем туртса илнĕ, çав шутра — 11 килограмм ытла мăкăнь улăмĕ, 600 грамм гашиш, 30 грамм ытла героин, 30 грамм марихуана. Пĕтĕмпе 216 тĕп мăкăнь, 5 гектар кантăр çунтарса янă, уголовлă 101 ĕç пуçарнă.