АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор кунĕнче

11 сентября 2009 г.

Августăн 27-мĕшĕнче райбольницăра Донор кунĕ иртнĕ. Унта 72 çын харпăр хăй юнне пачĕ. Çав йышра, çакăнта пĕрремĕш хут хутшăнакансенчен, 18 çул тултарман çамрăксем пулман. Уйрăмах çак ĕçе Пикшик, Мăн Шетмĕ, Кĕçĕн Шетмĕ тата Именкасси ял тăрăхĕсенчи ялсенче пурăнакансем йышлăн килнĕ. Нумай çул юн паракансен хисепĕ те пысăк. Акă, Пикшикри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Роза Константиновна Сергеева донор кунне çулленех активлă хутшăннине пĕлтерчĕ.

 

— Маншăн чăн-чăн уяв евĕрех вăл. Хам та хутшăнатăп çакăнта. Тата ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи çынсене те хутшăнтаратăп. Вĕсене — активлă юн паракансене — ят-хушаматпах асăнма пултаратăп эпĕ. Николай Федоров, Валентина Соловьева, Анна Тихонова, сăмахран, вăтăр хутчен ытла юн панă. Хам та паян хĕрĕхмĕш хут юн патăм, — тет Роза Константиновна. — Пархатарлă тивĕç ку.

Петр Николаевич Александров — Именкассинчен. Вăхăтлăха Мускава ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕ — Елена Анатольевна вĕрентекен. Ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ Александровсем. Сергей И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче строитель пулма вĕренет. Таня — Хусанти химипе технологи университечĕн студентки.

— Эпĕ паян 43-мĕш хут юн патăм. 1982 çултанпа — донор ĕнтĕ. Манăн пĕрремĕш группăри юн. Халĕ те 425 грамм юн патăм. Хама çирĕпех туятăп-ха. Çынсене пулăшма яланах хатĕр эпĕ,— хăй калассине пĕлтерчĕ Петр Николаевич. — Донор ĕçĕ хисеплĕ вăл.

Чăнах та, чылай çул юн паракансен шутĕнче татах ытти ят-хушаматсене асăнма пулать. Акă, хамăр районта юн парса "Раççей хисеплĕ донорĕ" ята илнисем: Н. Николаев ( Кĕçĕн Шетмĕ) — 81, И.Ильин ( Красноармейски) — 80, Н.Алексеева (Кĕçĕн Шетмĕ ) — 51, В. Ельмаков (Красноармейски) — 47, Г. Григорьева (Карай ) — 44, П. Александров (Именкасси ) — 42, В. Андреев (Кăлава) —44, А. Котова (Кÿлçырма) — 44, Р. Сергеева (Пикшик) 40 хутчен юн панă. Районта 40 хутчен сахалтарах юн панисем — пĕтĕмпе 36 çын.

Райбольницăн тĕп врачĕ Галина Сушко хуçалăхсемпе предприятисен, организацисен ертÿçисене, тĕп больницăри, врач офисĕсенчи, фельдшер пункчĕсенчи медицина ĕçченĕсене çынсене юн пама кайнă чухне вăл е ку транспортпа тивĕçтерсе пулăшнăшăн чĕререн тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика