11 сентября 2009 г.
Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕн районпа туслăн тупăшса ĕçлекен Мари Эл Республикинчи Морки районĕ хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май ирттернĕ уява Красноармейски районĕн делегацийĕ те хутшăнчĕ. Ку йышра район пуçлăхĕ С. А. Николаев тата район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В. В. Александров пулчĕç.
Пирĕн инçетри çывăх туссем юбилее тĕплĕн хатĕрленни куç кĕрет. Уяв умĕн Морки поселокне çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Кунта 10 пин ытла çын пурăнать. Урамсем (вĕсем пурĕ 87) чечексемпе илемленнĕ. Кунтах 70 ытла предприяти-организаци вырнаçнă. Вĕсенче вăй хуракансем хăйсен территорийĕсене тасатнă, çурт-хуралтăсене сăрланă. Район центрĕнче аллея, фонтан уçнă, тротуарсем, чечек клумбисем тунă. Шкулсем, чиркÿ, мечĕт ĕçлеççĕ. Хăнасем Янтемир ячĕллĕ музейра “Транзит Мускав-Морки”, Зеленогорск поселокĕнчи М. Гайсин тата Коркатово ялĕнчи В. Павлов ÿнерçĕсен, Мари Эл Республикин тава тивĕçлĕ журналисчĕн, “Морко мланде” хаçат редакторĕн Валериан Петровăн, “Вĕрентÿ паян”, ытти ал ăстисен ĕçĕсен выставкисемпе паллашма пултарчĕç. 10 сехетре Морки район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи тĕп лапамра юбилей мероприятине “Морки муниципаллă районĕ” муниципаллă йĕркелÿ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Харитонов уçрĕ. Мари Эл, Раççей тата Морки районĕн Гимнĕсем янăранă хыççăн Сергей Харитонович район историйĕпе, хальхи пурнăçĕпе тата çыннисемпе паллаштарчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине ку тăрăхран 12 пине яхăн çын тухса кайнă, 6 пин ытларахăшĕ çапăçу хирĕсенче паттăрла пуç хунă. Районăн 4 ывăлне — В. И. Соловьева, Н. П. Павлова, Х. Х. Хасанова тата З. А. Краснова Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Морки районĕ — талантсен çăл куçĕ. Ку тăрăхра 80 ытла поэтпа прозаик тата журналист ÿссе çитĕннĕ. Çав шутра мари литературин классикĕ Сергей Чавайн, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Миклай Казаков сăвăç, халăх писателĕсем Н.С. Лекайнпа С. Н. Николаев, Социализмла Ĕç Геройĕ Т.И. Александров тата ыттисем те. Кунтанах ăслăлăх докторĕсем 11-ĕн тухнă. Районта халĕ тĕллевлĕ 21 программа ĕçлет. Юлашки 10 çулта кунти аталанăва 1 миллиард та 200 миллион тенкĕлĕх инвестицисем хывнă, 24 çухрăм газ, 15 çухрăм шыв пăрăхĕсем хунă, ял хуçалăх тата ятарлă техника туяннă. 2001—2008 çулсенче 75,7 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Пĕлтĕрпе кăçал район центрĕнчи нумай хваттерлĕ 18 çурта 21 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Çĕр чухăнрах пулсан та, хăш-пĕр хуçалăхсенче кашни гектартан вăтамран 30 ытла центнер тĕш тырă пухса кĕртеççĕ-мĕн. Унтан Морки районĕн çыннисене “Морки муниципаллă районĕ” муниципаллă йĕрке-лĕвĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Виктор Иванов, Мари Эл Правительствин членĕ, Вăрман хуçалăх министрĕ Геннадий Дворецкий, ытти министрсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, республикăри муниципаллă йĕркелÿсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем (сăмах май, Килемар районне хĕрарăм ертсе пырать), тулли мар яваплă “Чул хула газпром трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕн — Моркири ЛПУМГ директорĕ С. Н. Резунов, Пушкăртстанри Мишкински район представителĕ, юбилее халалласа 85 çухрăма чупнă 7 çăмăл атлет ячĕпе СССР спорт мастерĕ Александр Сергеев, ыттисем саламларĕç. Пирĕн район пуçлăхне С. А. Николаева та сăмах пачĕç. Вăл Красноармейски тата Морки районĕсем хушшинчи туслăх 1988 çултанпа вăй илсех пынине, районсен делегацийĕсем çулленех пĕр-пĕрин патĕнче пулса ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнине, пĕлтĕр ку енĕпе килĕшĕве алă пусса çирĕплетнине палăртрĕ, район администрацийĕн пуçлăхне С. Х. Харитонова чăваш кĕпипе чăваш шăрттанне парнелерĕ, Морки районĕнче пурăнакансене Трак ен çыннисен ăшă саламне йышăнма ыйтрĕ. Унтан юбилей концерчĕ иртрĕ. Сцена çинче кашни коллектив хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ, вырăспа мари юррисене шăрантарчĕ. М. Шкетан ячĕллĕ наци театрĕ “Салика” спектакль тăрăх театрализациленĕ программа кăтартрĕ, шахмат, волейбол, футбол турнирĕсем иртрĕç, шкул ачисем поселок урамĕсемпе кросс чупрĕç. “Московский” лавкка çывăхĕнче, ВЛКСМа 30 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕнче ачасем валли тĕрлĕ аттракционсем (батутсем, карусель, “пĕчĕк пăравус” тата ытти те) ĕçлерĕç. Эпĕ вара Морки районĕнчи журналистсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе, 35 çул кунта вăй хуракан Валериан Петров редактор чĕннипе “Морки мланде” хаçат редакцийĕнче пулса куртăм (Валериан Васильевича 2003 çулта “Мари Эл тава тивĕçлĕ журналисчĕ” хисеплĕ ят панă). Район хаçачĕ 1930 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче “Колхоз йÿк” ятпа тухма тытăннă, пĕрремĕш редакторĕ ку район çынниех Сергей Краснов (Элнет) пулнă. Халĕ райхаçат мари тата вырăс чĕлхисемпе пĕтĕмĕшле тиражпа 3 пине яхăн экземплярпа тухса тăрать. Морки райхаçат редакцийĕнче эпĕ унччен те пулса курнăччĕ-ха. Юлашки вăхăтра вара кунта ырă улшăнусем самай пулса иртнĕ: пĕр хутлă кирпĕч çурта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ компьютерсемпе ытти оргтехника туяннă, территорине чечексем акса илемлетнĕ. Ĕçтешсене эпĕ хăйне евĕр экскурсишĕн ăшшăн тав турăм, хаçатсенче районсен страницисене тăтăшах пичетлемеллине палăртрăм, Трак ене çитсе курма йыхравларăм. Мари Элти Морки районĕн çыннисемпе эпир çĕнĕ тĕл пулусемччен ăшшăн сывпуллашса уйрăлтăмăр.