АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нацин вĕренÿ пуçарăвĕ — “Пирĕн çĕнĕ шкул” Трак енре

07 сентября 2009 г.

(Информаци спонсорĕ — районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ)

Августăн 26-мĕшĕнче юсаса çĕнетнĕ Упири кану центрĕн никĕсĕ çинче йăлана кĕнĕ педагогсен августри канашлăвĕ иртрĕ. Учительсен конференцине район пуçлăхĕ С. Николаев, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин пай начальникĕ А. Михайлов, Шупашкарти кооператив институчĕн проректорĕ Л. Таймасов, районти шкулсенчи профсоюз организацийĕсен председателĕ Г. Николаева хутшăнчĕç. Пухăннисем умĕнче район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ, районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов “Нацин вĕрентÿ пуçарăвĕ — “Пирĕн çĕнĕ шкул” Трак енре” темăпа доклад туса пачĕ.

“Пирĕн канашлу пысăк тапхăрта — Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 75 çул тултарас умĕн иртет, — тенĕ Николай Илларионович. — Йăлана кĕнĕ августри канашлу вăл-вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хуракансен, ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен чăн-чăн уявĕ, эпир ăна педагогсен чăн-чăн канашĕ тесе шутлатпăр”.

Паян çĕр-шывпа республика ертÿçисем вĕрентĕвĕн хальхи модельне йĕркелес ыйтăва тăтăшах çĕклеççĕ. Вăл экономикăн инновациллĕ аталанăвне татса панă çĕрте питех те кирлĕ. Раççей Президенчĕ Д. А. Медведев 2008 çулхи ноябрьте Федераллă Канаша Çырупа тухнă чухне çапла каланăччĕ: “тĕп акцента эпĕ шкул вĕренĕвĕ çине хуратăп. Вăл уйрăм çыннăн ÿсĕмĕнче те, мĕн пур çĕр-шыв аталанăвĕнче те тĕпре тăрать”. Çĕр-шыв ертÿçи Нацин вĕрентÿ стратегине “Пирĕн çĕнĕ шкул” пуçарăва çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — вĕрентÿ стандарчĕсене çĕнетесси, пултаруллă ачасене пулăшу кÿресси, учительсен потенциалне аталантарасси, паянхи шкулăн инфраструктурине çĕнетесси тата вĕренекенсен сывлăхĕ.

Паян Трак енре шкул çулне çитмен 10 учреждени, пуçламăш — 2, тĕп — 4 тата пĕтĕмĕшле 8 вăтам шкул; хушма вĕрентÿ паракан 3 учреждени пур. Вĕсенчен базăлла 5 шкул, паянхи вăхăт ыйтакан вĕрентÿпе пурлăх никĕслĕ 3 ресурс центрĕ (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ, Мăн Шетмĕпе Еншик Чуллă вăтам шкулĕсем). 2568 ача вĕренÿпе воспитани илет, вĕренÿ учрежденийĕсенче 324 педагогпа ертÿçĕ вăй хураççĕ.

2009 çулта, малтанхи çулхипе танлаштарсан, вĕрентÿ бюджечĕ 2 хута яхăн ÿснĕ. Приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçланă çулсенче отрасле укçа-тенкĕ хывасси 11 миллион тенкĕ ытла хăпарнă. Çак тапхăрта вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтĕмпех информатизациленĕ, транспорт хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, ресурс центрĕсенчи вĕренÿ кабинечĕсене юсанă, котельнăйсене çут çанталăк газĕпе ĕçлемелле тунă.

Хальхи тапхăрта пирĕн тăрăхри 1—6,5 çулсенчи ÿсĕмри ачасен 68 проценчĕ шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене çÿрет. Ÿсĕмре йывăрлăх пур ачасем валли “Чебурашкăра” ятарлă ушкăн (15 ача) уçнă. “Çеçпĕл” ача сачĕ 2003 çултан тÿлевлĕ хушма сывату çăмăллăхĕсем парать. Ача садне çÿремен пепкесем валли Алманч, Пикшик, Чатукасси тата Еншик Чуллă шкулĕсен никĕсĕсем çинче (5—7 çулхисем валли) вăхăтлăх ушкăнсем ĕçлеççĕ. Районти шкул çулне çитмен учрежденисенчен çурри ытла çĕнĕ ăрури “Радуга”, “Детство”, “Сообщество” ятлă программăсене ĕçе кĕртеççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн никĕсĕ çинче ултă çулхи 20 пепкене шкул çулĕчченхи çăмăллăхсем памалла.

Паянхи кун районта пĕлÿ пахалăхне хак парас ĕç пырать. Кунта шкулти аттестаци, аккредитациллĕ тĕпчев тата пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем кĕреççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тытăмне улшăнусем кĕртсе 3 ресурс центрĕнче те автор программисемпе вĕрентессине те ĕçе кĕртме май килчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тăххăрмĕш класри 191 вĕренекен хатĕрленÿ курсĕ витĕр тухрĕ. Мĕн пур базăллă шкулсенче элективлă курссем ĕçленĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул никĕсĕ çинче Хусан университечĕпе ЧППУ “Çамрăк инженерăн шкулĕн” занятийĕсене ирттерчĕç, унта 20 вĕренекен çÿрерĕ. Упи вăтам шкулĕн И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУпа пĕрле наукăпа практика конференцийĕсем ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Юлашки 5 çул хушшинче ачасен вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси 99,2 процентран 99,5 процента, вун пĕрмĕш классенчисен вĕренÿ пахалăхĕ 46-ран 49 процента çити ÿснĕ.

Шкулсенчен вĕренсе тухнисен экзаменсенчи кăтартăвĕсем вĕренÿ шайĕпе унăн пахалăхне яр уççăн кăтартаççĕ. 2009 çулта вун пĕрмĕшсенчи 179 каччăпа хĕр 11 предметпа пĕрлехи патшалăх экзаменне хутшăннă. Пĕтĕмпе 198 ача суйласа илсе пĕрлехи патшалăх экзаменĕ панă. Райцентрти иккĕмĕш, Пикшик вăтам шкулĕсен, Трак гимназийĕн вĕренекенĕсен кăтартăвĕсем — чи аваннисем. Иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе медалистсен хисепĕ те ÿснĕ: 9-ăн ылтăн медале (райцентрти иккĕмĕш шкул — 5, Пикшик — 4),13-ĕн кĕмĕл медале (Трак гимнази — 6, райцентрти иккĕмĕш шкул — 2, Пикшик — 2, Карай — 2, Алманч — 1) тивĕçнĕ. Вĕсем пурте аслă шкулсене ăнăçлă вĕренме кĕнĕ. Математикăпа çак шкулсем пысăк балсем пухнă: райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул (79 балл, вĕрентекенĕ Н. Андреева), Трак гимназийĕпе Пикшик шкулĕ (76 балл, Н. Николаева, Л. Григорьева), Еншик Чуллă шкулĕ (50,7 балл, Е. Иванова), Упи шкулĕ (50,3 балл, И. Миронова). Вырăс чĕлхипе çаксем палăрнă: Пикшик шкулĕ — 96 балл (вĕрентекенĕ Е. Петрова), райцентрти иккĕмĕш шкулти икĕ вĕренекен 89 балл пухнă (Т. Алексеева). Карай вăтам шкулĕнчи О. Семеновапа Р. Порфирьева педагогсен ачасене ППЭне хатĕрлес ĕç опытне палăртса хăвармалла.

Юлашки икĕ çулта пĕрлехи патшалăх экзаменне “2” паллăсăр паракансен хисепĕ 88,9 тан 94 процента çити ÿснĕ.

Кăçал тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем суйласа илсе 7 предметпа экзаменсем тытнă.

Вун пĕрмĕшĕнчен вĕренсе тухакансем аслă шкулсене вĕренме кĕни те вĕрентĕвĕн тĕп кăтартăвĕ пулса тăрать. Ку енĕпе Трак гимназийĕн, райцентрти иккĕмĕш шкулпа Карай вăтам шкулĕн кăтартăвĕсем аван.

Трак енре ачасемпе çамрăксен аталанăвĕн нумай сыпăклă тытăмне йĕркелеме май килнĕ. Кунта класс ертÿçисен, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен, социаллă педагогсен, информаципе методика центрĕн тата хушма вĕрентĕвĕн ачасемпе çамрăксен учрежденийĕн тÿпине палăртмалла.

Çулленех районта ачасем, çул çитменнисем хутшăннипе масштаблă 6 проект ĕçе кĕртеççĕ. Пирĕннисем “Воспитательная сила”, “Эксперимент в космосе” (Трак гимназийĕ, авторĕсем И. Николаева, В. Спасова), “Человек на Земле” (Чатукасси, В. Иванова), “Стать человеком” (райцентрти иккĕмĕш шкул, И. Кускова, Е. Исакова) ятлă Пĕтĕм Раççейри тата республикăри конкурссенче çĕнтерме пултарчĕç. Сывă пурнăç йĕркине пурнăçланă чухне шкул тата хушма вĕрентĕвĕн интеграци опычĕ те усăллă. “Дыши легко” (Пикшик шкулĕ, И. Максимова, Р. Петрова), “Чувашия без табака” (райцентрти иккĕмĕш шкул, Е. Исакова, Ф. Петрова) проектсене ĕçе кĕртеççĕ.

Паян районти шкулсенчи 125 класс ертÿçине ĕç укçи хушса тÿлеççĕ. Çулленех Трак енре чи лайăх класс ертÿçине палăртас тĕллевпе “Самый классный классный” конкурс çÿллĕ шайра иртет. Кăçалхи тупăшăва 84 педагогика ĕçченĕ хутшăннă, ку вăл мĕн пур класс ертÿçисен 67,2 проценчĕпе танлашать. Конкурсăн республикăри тапхăрĕнче класс ертÿçисем — В. Павлова, Т. Андреева (Трак гимназийĕ), З. Михайлова, Л. Илларионова, Г. Никифорова (райцентрти иккĕмĕш шкул) япăх мар тупăшрĕç.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи 17 вĕренÿ пĕрлешĕвне 388 ача çÿренĕ. Ку вăл мĕн пур вĕренекенсен 19 проценчĕпе танлашать. Трак ен ачисем республика шайĕнчи мероприятисенче призлă 52 вырăн йышăннă. Çакăнта хушма вĕрентĕвĕн педагогĕсен — И. Матвеевăн, И. Иванован, Л. Фролован (Упи), Г. Ефимован. В.Евграфован, З. Михайлован тÿпи иксĕлми.

Районта физкультурăпа спорт енĕпе аван ĕçлесе пыраççĕ, çулленех тĕрлĕ шайри культурăпа спорт тата массăллă мероприятисем ирттереççĕ. Унта 750 ытла вĕренекен (мĕн пур ачасен 38 проценчĕ) хутшăнать. Акă, вĕренекенсен спартакиадинче спортăн 12 енĕпе 3137 ача тупăшнă. Кунта Трак гимназине, райцентрти иккĕмĕш, Мăн Шетмĕ, Алманч вăтам шкулĕсене лайăх енчен палăртса хăвармалла. Районăн пĕрлештернĕ команди ЧР Президенчĕн Кубокĕшĕн вĕренекенсен Спартакиадинче япăх мар вăй виçрĕ, çăмăл атлетикăпа призлă вырăн йышăнчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче спорт кружокĕсемпе секцисене 1469 вĕренекен, вĕсенчен ачасемпе çамрăксен спорт шкулне 452-ĕн çÿренĕ. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче шкул пĕтерекен 178 каччăпа хĕре (48,88 процент) физкультура учителĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе занятисене явăçтарнă. Кружоксемпе секцисене ытларах социаллă хÿтлĕх ыйтакан ачасене явăçтармалла. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисен комиссийĕнче 12 ача учетра тăнă. Йĕркеллĕ мар 51 çемьере 84 ача çитĕнет.

Нацин вĕрентĕвĕн пуçарăвĕн тĕп енĕсенчен пĕри пултаруллă ачасене пулăшасси пулса тăрать. 2008—2009 вĕренÿ çулĕнче тĕрлĕ шайри олимпиадăсене 600 ытла вĕренекен хутшăннă. Район центрĕнчи вĕренекенсем чи лайăх кăтартусемпе палăрнă. Акă, республикăри предметлă олимпиадăсенче 19 гимназист тупăшнă, вуннăмĕш класри Владимир Арсентьев биологи олимпиадинче иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна тупăшăва аслă категориллĕ учитель М. К. Ашмарина хатĕрленĕ. Райцентрти иккĕмĕш шкулти Надежда Маркова, Елена Тихонова (вĕрентекенĕ В. А. Тихонова) чăваш чĕлхипе республикăри олимпиадăра виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ку списока татах тăсма пулать. Çитес вĕренÿ çулĕнче çĕнтерÿçĕсен хисепĕ ÿсессе шанас килет. 2009 çулта К. Васильева (райцентрти иккĕмĕш шкул), С. Григорьева, Д. Данилов (ачасемпе çамрăксен шкулĕ), К. Львов (Трак гимназийĕ) ЧР Президенчĕн ятарлă çамрăксен стипендине илме тивĕç пулнă.

Кирек епле çĕнĕлĕх кĕртсессĕн те, вĕрентÿ тытăмĕнче тĕп ресурс учитель пулса юлать. Ахальтен мар кăçалхи çула Раççей Президенчĕ Д. Медведев Учитель çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Учителĕн потенциалне аталантарасси президентăн “Пирĕн çĕнĕ шкул” пуçарăвĕнче тепĕр ен пулса тăрать.

Юлашки çулсенче районта учителĕн ят-сумне ÿстерес тесе чылай ĕç туса ирттернĕ. 324 педагогран вун иккĕшĕн “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят пур. 45-шĕн “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” тата “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ятсем пур. Аттестаци кăтартăвĕсемпе педагогсен 81 проценчĕ квалификациллĕ категорисем илнĕ. 89 педагог (25 процент) тĕрлĕ темăсемпе тата ыйтусемпе “Чăваш республикинчи вĕрентÿ институчĕ” учрежденире квалификацие ÿстернĕ.

Приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проекчĕ, вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проект вĕрентÿ процесĕн пурлăхпа техника никĕсне улăштарма май пачĕ. 2007 çултан пуçласа кăçалхи август уйăхĕччен района 11 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрлĕрен оборудовани килнĕ. Шкулсем тĕрлĕрен вĕрентÿпе методика литератури 710233 тенкĕлĕх илнĕ. Мĕн пур шкулсене Интернетпа çыхăнтарнă, вĕсем лицензиллĕ программăсем туяннă.

Кăçал райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти пуçламăш класс тата математика учителĕсем Л. Григорьевапа Н. Андреева, Трак гимназийĕнчи сăрă ăсталăхне вĕрентекен Н. Кривошеев РФ Президенчĕн премийĕн конкурсĕнче çĕнтерчĕç. “Чебурашка” сад-яслин воспитателĕ О. Горшкова ЧР Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн район тĕрлĕ шайри конкурссен çĕнтерÿçисемпе Чăваш енте Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăн 3-мĕш вырăн йышăнать. Юлашки çулсенче район пуçлăхĕн премине те чылай вĕренÿ учрежденийĕсемпе педагогсем илме пултарчĕç.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçине çĕнĕлле тÿлеме пуçланине те ăнăçу тесе палăртмалла. Районта çулленех мĕн пур педагогсен 20—25 процентне яхăн аттестацилеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 46 педагогпа ертÿçĕ çĕнĕ схемăпа аттестаци витĕр тухрĕç.

Паян ертÿçĕн пысăк шайри менеджер пулмалла, улшăнусене тивĕçлипе асăрхамалла, хăйĕн ĕçне критикăлла хаклама пĕлмелле.

Пирĕн тивĕçлĕ çитĕнÿсемпе пĕрле ăна пурнăçланă чухне сиксе тухакан тĕп йывăрлăхсене те курма пĕлмелле.

Кăçалхи вĕренÿ çулне хатĕрленсе районти шкулсем пĕтĕмпе 741 пин тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен 409 пин тенки — муниципаллă бюджетран. Алманч (директорĕ О. Дмитриев), Карай (Р. Малинина), Упи (Ю. Федоров), Еншик Чуллă (Т. Беззубова) шкулĕсем çуллахи каникул кунĕсенче вĕренÿ учрежденийĕсенче пысăк ĕç туса ирттерчĕç.

Республикăри “Шкул автобусĕ” тĕллевлĕ программа та аван пурнăçланса пырать. Халĕ ачасене шкулсене 9 автобуспа 23 ялтан турттараççĕ. Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе вĕренекенсене шкула илсе килме 17 маршрут туса хунă.

Районта попечительсемпе обществăлла канашсен ĕçне те аван йĕркеленĕ. Учрежденисен 5 канашĕ, ашшĕ-амăшĕсен 14 комитечĕ, попечительсен 10 канашĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне куллен хутшăнаççĕ, тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ.

Районти вĕрентÿ тытăмĕнчи приоритетлă енсенчен пĕри сывă çынна çитĕнтересси, ăна физкультурăпа спорта явăçтарасси пулса тăрать. Спорт занятийĕсене çÿреме унăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетни те пулăшать. Юлашки çулсенче шкулсенчи спортзалсене юсанă, шкулсем валли чылай спорт оборудованийĕ туяннă. Райцентрти иккĕмĕш шкулта хоккей коробки туса лартнă. Мĕн пур вăтам шкулсенче сĕтел çи теннис кружокĕсене ирттерме май пур.

Вĕренекенсен 86 проценчĕ вĕри апат çиет. Çулленех шкулсем çумĕнчи участоксемпе хушма хуçалăхсенче 100 тоннăна яхăн çĕр улми, 30 тонна пахча çимĕç, 90 тонна тĕш тырă туса илеççĕ. Хушма хуçалăхран 1 миллион ытла тенкĕ тупăш илеççĕ. Унăн 40 процентне апат-çимĕçе йÿнетме, 60 процентне юсав ĕçĕсене ирттерме, ытти çĕре яраççĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче диагностикăпа коррекци центрĕн ĕçченĕсем те пысăк ĕç туса ирттернĕ. Сотрудниксем коррекципе реабилитацин — 16, коррекципе аталанăвăн 57 занятине йĕркеленĕ, 360 çын диагностика витĕр тухнă.

Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен диспансеризацин кăтартăвĕсемпе, паян кашни виççĕмĕш ача çеç сывă тесе палăртнă, пепкесен 16 проценчĕн тĕрлĕ чир-чĕр пур тата ыт .те. Çавăнпа та сыватупа вĕрентÿ учрежденийĕсен пĕрлехи тĕллевлĕ ĕçĕ кирлĕ.

Конференцинче чи малтан райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти пуçламăш классен учительници Л. Григорьева тухса калаçнă. “Пуçламăш шкул 15 çул ĕнтĕ аталану вĕрентĕвĕн программипе ĕçлет”, — тенĕ вăл. Эльконин-Давыдов, Занков системине, “Шкул-2100” вĕрентÿ программине, “Перспективлă пуçламăш шкул” ятлине ĕçе кĕртнĕ. Пуçламăш классенче инновациллĕ ĕç 3 енпе пулса пырать.

Эпир республикăри Вĕрентÿ институчĕпе, уйрăммăн илсен пуçламăш вĕрентÿ кафедрин преподавателĕсемпе таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр. Республикăри, Мускаври, Санкт-Петербургри квалификацие ÿстермелли дистанциллĕ курссенче пулатпăр. Шкулти пуçламăш классене вĕрентекен Е. Аркадьевапа Г. Никифорова РФ наукăсен академийĕнче “Перспективлă пуçламăш шкул” ятлă курссенче пулчĕç. Эпир тăтăшах тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнатпăр. Ачасен аталанăвĕпе тĕрлĕ программăсем йĕркелетпĕр тата хÿтĕлетпĕр. Пирĕн ачасем те районпа республикăри творчество конкурсĕсенчен çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнаççĕ.

Е. Аркадьева педагог приоритетлă “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май Чăваш енти чи лайăх учительсен конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Г. Никифоровапа Л. Григорьева РФ Президенчĕн премине тивĕçрĕç. Г. Никифорова вара “Самый классный классный” республикăри конкурсăн “Çемьепе шкул” номинацийĕнче çĕнтерчĕ.

Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ю.Кузьмина пултаруллă ачасене пулăшасси пирки чарăнса тăнă. Гимназире пултаруллă та талантлă ачасене аталантарас енĕпе нумай енлĕ тытăм туса хунă. Вĕрентÿ учрежденине 2008—2018 çулсенче аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн “Пултаруллă ачасем” ятлă учительсен проектла ушкăнне йĕркеленĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче гимназири 119 вĕренекен районти олимпиадăсене хутшăннă, вĕсенчен 53-шĕ вун тăхăр предметпа призерсем пулса тăнă. Республикăри предметлă олимпиадăсенче вара 19 гимназист тупăшнă.

1994 çултан гимнази никĕсĕ çинче вĕренекенсен наука обществине туса хунă. Педагогсен ырă ĕçне пула гимнази олимпиада кăтартăвĕсемпе те, унта хутшăнассипе те районти шкулсен рейтингĕнче малти вырăнсене йышăнать. Кунта спорт та пысăк хисепре.

Диагностикăпа консультаци центрĕн ĕçченĕ А. Филиппова вĕренекенсен сывлăхĕ пирки чарăнса тăнă. Ахальтен мар нацин “Пирĕн çĕнĕ шкул” вĕрентÿ пуçарăвĕнче “Вĕренекенсен сывлăхĕ” ене уйрăммăн палăртнă. Шăпах шкул çулĕсенче çамрăк çыннăн малашнехи çулĕсем валли сывлăхĕ йĕркеленет. Кунта çемье воспитанийĕнчен нумай килет, ачасем вăхăтăн чылай пайне шкулта ирттернĕрен вĕсен сывлăхĕпе педагогсемпе психологсен те интересленмелле.

Райцентрти “Чебурашка” сад-ясли воспитателĕ О. Горшкова пухăннисене шкул çулне çитменнисен учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Юлашки çулсенче кунта “Асамат кĕперĕ”, “Çамрăк эколог”, ытти программăсемпе ĕçлеççĕ. “Сывлăхлă пепке” программăна кулленхи ĕçре усă курнин кăтартăвĕсем те курăмлă. Ачасен чирлеслĕхĕ чакни куç умĕнчех. Кунти ĕçченсем те тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса ырă ятпа палăраççĕ. Сад-ясли коллективĕ “Светофорик”, “Шаг навстречу” тупăшусенче палăрнă, район пуçлăхĕн премине тивĕçнĕ. “Чи лайăх методкабинет” конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кăçал вара ЧР Президенчĕн гранчĕллĕ пулнă.

Вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Фризен учительсен квалификацине ÿстермелли çĕнĕ формăсем, педагогсене аттестацилемелли çĕнĕ мелсем пирки каласа панă.

Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Долгов ку тăрăхри шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе Шывпуçпа Алманч шкулĕсенче чылай юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, çавна май 150 пине яхăн укçа-тенкĕ тăкакланă. “Çавăншăн эпир “Авро”, “Протон” ООО ертÿçисене А. Николаевпа Ю. Филиппова, Э. Кириллов уйрăм предпринимателе тав тăватпăр”, — тенĕ вăл. Владимир Витальевич палăртнă тăрăх, кăçалхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче Алманч вăтам шкулĕн тăррине 700 пин тенкĕлĕх юсама пăхаççĕ.

— Тĕп хулана киличчен хам та ялти шкулта 7 çул тăрăшрăм, — тенĕ Шупашкарти кооператив институчĕн проректорĕ Л. Таймасов профессор. — Çавăнпа та ялта пурăнакан педагогăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне питĕ аван пĕлетĕп.

Леонид Александрович ачасене аслă шкула вĕренме хатĕрлес, шкулпа институт-университет хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес ыйтусем çинче чарăнса тăнă.

ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пай ертÿçи А. Михайлов хăйĕн сăмахĕнче вуншар цифра илсе кăтартнă.Трак енĕн вĕрентÿ кăтартăвĕсене республикăрипе, кÿршĕллĕ районсемпе танлаштарнă.

Конференцие пухăннисем район пуçлăхĕн С. Николаевăн сăмахне те тимлĕн итленĕ. “Кашни ачах,ашшĕ-амăшĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ тĕллевсемпе кĕтсе илет”, — тенĕ Станислав Андреевич. Вăл “Пултаруллă ачасем” программа çинче чарăнса тăнă. “Эпир юлашки çулсенче районпа республика шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçисен, призерĕсен, вĕсене хатĕрлекенсен хушамачĕсене пĕр йышшисенех куратпăр. Ыттисен хушамачĕсем ăçта-ши? Çакă вăл ĕç патне творчествăлла пынинчен, пуçарулăха ÿстернинчен килет те. Ку физкультурăпа спортри уйрăм ачасемпе тренерсен кăтартăвĕнче те аван курăнать”. Унтан С. Николаев çĕнĕ вĕренÿ çулĕ района йĕркеленĕренпе — 75, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнипе пĕр килнине палăртнă. Çавăнпа та район ертÿçи вырăнсенче мероприятисен планĕсене, Çар Мухтавĕн кĕтесĕсене хатĕрлеме сĕннĕ. Вăл Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн педагогне Ю. Кузьминана район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Педагогсен форумĕ, пĕр саслă пулса, сĕнÿсем йышăннă.

ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин пай ертÿçи А. Михайлов Упири хупă йышши шкул директорĕн Ю. Васильевăн кăкăрĕ çине “ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” паллă çакса янă. Андрей Петрович педагогсен пĕр ушкăнне министерствăн хисеп грамотисемпе наградăланă, “Чебурашка” сад-яслие тата кунти О. Горшкова воспитателе ЧР Президенчĕн грантне тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство панă. Уйрăм вĕрентекенсем ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин, “ЧР çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсен центрĕ” патшалăх учрежденийĕн Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумне М. Голубева Ярославль облаçĕн вĕрентÿ департаменчĕн телекоммуникаципе информаци тытăмĕсен Центрĕн Тав çырăвĕпе, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Данилова спортри çитĕнÿсемшĕн хисеп грамотипе чысланă.

Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов вĕрентекенсен тепĕр ушкăнне райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотисемпе наградăланă.

Кăçал пирĕн района 7 çамрăк специалист ĕçлеме килет. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура педагогсен ретне йышăннă.

Упири кану центрĕн фойинче, йăлана кĕнĕ йĕркепе, чечексен выставки ĕçленĕ. Чи пултаруллă чечек ăстисем-педагогсем, çĕнтерÿçĕсем жюри председателĕн, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн методисчĕн И. Петрован аллинчен Хисеп грамотисем илнĕ.

Юлашкинчен Н. Антонов кил хуçисене — Упи вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене конференцине уçнă чухне саламланăшăн, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхне В. Григорьева педагогсен форумне ăнăçлă ирттерме май туса панăшăн ăшшăн

Нацин вĕренÿ пуçарăвĕ — “Пирĕн çĕнĕ шкул” Трак енре

Юлашкинчен Н. Антонов кил хуçисене — Упи вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене конференцине уçнă чухне саламланăшăн, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхне В. Григорьева педагогсен форумне ăнăçлă ирттерме май туса панăшăн ăшшăн тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика