АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир — техника кĕрлевĕ

08 сентября 2009 г.

Çак кунсенче тулли мар яваплă "Таябинка" пĕрлешÿре пур çĕрте те ĕç вĕресе кăна тăрать. Сергей Молотков тĕп агроном пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 2-мĕшĕнче

уй-хирте техникăн 24 единици (12 тракторпа 12 автомашина) ĕçленĕ. Ара пĕр вăхăтрах темиçе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ те: тырă выраççĕ, кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ, çĕр улми (ăна 200 гектар çинчен алла илмелле кăçал) кăлараççĕ тата ытти те. Сăмах май, "иккĕмĕш çăкăр" пухса кĕртме кунта августăн 30-мĕшĕнче тухнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Сергей Семенов "Гримме" комбайнпа 120 тонна çĕр улми кăларнă, тесе пĕлтерчĕç.

Тĕш тырă пухса кĕртнĕ çĕрте 5 комбайн (комбайнерĕсем — Александр Петров, Игорьпе Федор Яковлевсем, тепĕр иккĕшĕ Вăрнар районĕнчи “Сăнар” пĕрлешÿрен килнисем) ĕçлетчĕ, Именкасси çывăхĕнчи “иккĕмĕш çăкăр” пуссинче çĕр улми кăлармалли 3 комбайн шăватчĕ. Вĕсене Сергей Семеновпа Олег Чернов тата Андрей Сорокин ĕçлеттереççĕ. Калас пулать, “удача” сорт лайăх тухать, гектартан вăтамран 300 центнера капашать, теççĕ специалистсем.

— Кĕрхи культурăсем 700 ытла гектар акса хăвартăмăр. Халĕ çĕр улми лартма çĕр хатĕрлетпĕр. Килес çул ун лаптăкне 300 гектара çитересшĕн, — тет Сергей Львович.

Ангарпа сортламалли пункта çĕр улми тиенĕ машинăсем пĕрин хыççăн тепри килсех тăраççĕ. Кунта “иккĕмĕш çăкăра” шултри тата вăтамми çине уйăраççĕ. Сменăра 100 тонна ытла сортлаççĕ. Вăтаммине (вăл вăрлăхлăх) автомашинăсем çине тиесе Çавалçырмана ăсатаççĕ, шултрисене, сеткăсем çине тултарса, ангара купаласа хураççĕ. Унтан ăна потребительсем аякка илсе каяççĕ.

— Куллен Çавалçырмари çĕр улми хранилищине 6—7-шер рейс тăватпăр, — пĕлтереççĕ Юрий Егоровпа Вениамин Иванов водительсем. — Ирхи 8-тан пуçласа каçхи 8-чченех ĕçлетпĕр…

Сортлакан пунктри агрегатсене Н. Данилов оператор ĕçлеттерет. Сăмах май, Николай Семенович — Каçал енчен. Ку тăрăхран пĕтĕмпе — 11-ĕн, Узбекистанран 7-ĕн килнĕ. Вĕсем кунти ĕç условийĕсемпе кăмăллă. Ара, “апатне виçĕ хутчен тÿлевсĕрех çитереççĕ, тата ытти те”, теççĕ.

Пĕрлешÿре “иккĕмĕш çăкăр” шăпишĕн пуçарнă кĕрешÿре кунран-кун вăй илсех пырать.

Уй-хир — техника кĕрлевĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика