31 августа 2009 г.
"Трактор" операци-уйăхлăх вĕçленсе пырать. Патшалăх технадзорĕпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕсен ĕçченĕсем механизаторсем хăйсене шанса панă транспорт хатĕрĕсене техника енчен мĕнле пăхса тăнипе интересленсех тăраççĕ.
Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем финишалла çывхараççĕ. Акă, "Караевора" тепĕр 100 ытларах гектар çинчи тĕш тырăна пухса кĕртмелле терĕç.
Яков Кириллов механизатор, авă, Т-150К трактор хыçне копновоз çакса улăм куписене тĕксе пĕр çĕрелле пухать. Хуçалăх столовăйĕнче кăнтăрлахи апат çинĕ хыççăн 1-мĕш бригада уйне кайма тухнă. Çак вăхăтра тĕл пулчĕç те ăна “Трактор” асăрхаттаруллă операци-уйăхлăхра тĕрĕслеве хутшăнакансем. Т-150К трактор кăçал техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман. Тракторист аллинче ку техникăна регистрациленине çирĕплетекен документ пулмарĕ. Унăн ывăлĕ — Михаил — медколледжра вĕренекенскер, каникул вăхăтĕнче тăван хуçалăха пулăшма кăмăл тунă, ăна куншăн ырламалла çеç. Анчах каччă кăнтăрлахи апата кайсан, “ĕçре çухататăп тесе, водитель правине киле хурса хăвартăм” тет. Правасăр çула тухнăшăн ГИБДД уйрăмĕн районти начальникĕ В. Алексеев М. Кириллова айăпларĕ. Нимĕн те тăваймастăн, йĕркене пăхăнманни хакла ларать.
“Бахчари” Вячеслав Кольцов МТЗ тракторпа комбайнсем патĕнчен тырă турттарать. Унăн та çумра права пулмарĕ. Çитменнине ăна, хăй каланă тăрăх, тахçанах çĕннипе улăштарма вăхăт. Ку тракторăн та документсем В. Кольцов аллинче пулмарĕç. Каллех йĕркене пăсни куç кĕрет. Патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕн аслă инспекторĕн Ю. Агатьевăн Вячеслав Геннадьевич пирки тепĕр протокол çырма тиврĕ. Йĕрке тени пуриншĕн те пĕр пек мар-и?