31 августа 2009 г.
Инвалидсене, çавăн пекех çывăх вăхăтрах, тепĕр 2 çултан тивĕçлĕ канăва тухакансене (53 çулхи хĕрарăмсемпе 58-ти арçынсене) ĕлĕк те çăмăл пулман. Кризис тапхăрĕнче кун пеккисен пурнăçĕ татах та йывăрланчĕ: вĕсене ĕçрен хăвалаççĕ тата, тĕрлĕ сăлтавсем тупса, ĕçе илесшĕнех те мар.
Çавăнпах патшалăх сусăр тата çывăх вăхăтрах пенсие тухакан çынсене пулăшассишĕн, тĕрĕсрех ĕçе вырнаçтарассишĕн нумай тăрăшать. Акă, кăçал планпа килĕшÿллĕн, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн çÿлерех асăннă категорири 8 çынна ĕçе вырнаçтармалла пулнă. Кун валли пире 24 700 тенкĕ укçа уйăрса панă. Эпир хамăр пата çитернĕ тĕллеве пурнăçа кĕртрĕмĕр. Сакăр çынна, вĕсенчен 4-шĕ инвалид, 2-шĕ — пенси çулĕсене çывхарса пыракан çынсем, тепĕр 2-шĕ 18 çула çитичченхи çамрăксем, вăхăтлăх ĕçе вырнаçтартăмăр. Вĕсем ĕç шырас тĕлĕшпе йывăрлăхра пулнă. Асăннă граждансенчен пĕри — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕнче, виççĕшĕ — тулли мар яваплă “Землеустройство” пĕрлешÿре, виççĕшĕ — Красноармейски, пĕри Алманч ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшрĕç. Çапла вара эпир 14 548 тенкĕ укçапа усă курнă.
Красноармейскинче пурăнакан Анатолий Андреев кĕçех 60 çул тултарать. Нумайранпа вăл ĕç шырать. Çав шутпах ĕнтĕ А. Андреев пирĕн пата, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра, килчĕ. Эпир унăн ыйтăвне çийĕнчех тивĕçтертĕмĕр. Унпа вăл кăмăллă юлчĕ.