АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Перекет банкĕпе çыхăнса ĕçлени маншăн питĕ усăллă”

31 августа 2009 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров 2004 çулхи юпа уйăхĕн

29-мĕшĕнчи 118-мĕш Указра пĕчĕк тата вăтам бизнесри предприятисене инновацилле проектсене пурнăçа кĕртме çăмăллăхлă майпа субсидисемпе тивĕçтерсе пулăшмаллине палăртрĕ. Акă, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн “Бизнес-Авто” пилот проекчĕн çăмăллăхĕсемпе усă курнă пĕрремĕш клиент пирĕн районти тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ пулса тăчĕ. Çавна май çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Перекет банкĕн Красноармейскинчи хушма офисĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен журналистсем валли пресс-конференци иртрĕ. Унта сăмах, тĕпрен илсен, “Бизнес-Авто” проект тивĕçтерекен çăмăллăхсем пирки пычĕ. Ыйтусене Раççей Перекет банкĕн Красноармейскинчи хушма офисĕн заведующийĕ А. В. Шестаков тата тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ ертÿçи В. А. Афанасьев хуравларĕç.

ЫЙТУ: Малтан салук хывмасăр банк кредитпа тивĕçтерет-ши? Тата клиентсемшĕн унăн лайăх енĕсем мĕнре-ши?

А. В. ШЕСТАКОВ: “Бизнес — Авто” пилот проекчĕпе малтан салук хывмасăр ют çĕр-шывсенче тата Раççейре туса кăларнă транспорт хатĕрĕсем (çăмăл тата груз турттармалли автомобильсем, прицепсемпе çурма прицепсем, ял хуçалăхĕнче усă курмалли тата ятарлă техника, яхта-катерсем, моторлă кимĕсем, гидроциклсем тата ытти те), çавăн пекех кивĕрех автомобильсем туянмашкăн пуçламăш взноспа кредит илме пулать. Ăна транспортăн пĕр е темиçе хатĕрне туянма та уйăраççĕ. Унпа клиент автомобиле кирек хăш автосалонпа ятарлă техника сутакан фирмăра илме пултарать. Автокредит илмелли кредит заявкине 8 ĕç кунĕнчен мала мар вăхăтра пăхса тухаççĕ.

ЫЙТУ: Виталий Алексеевич, сирĕн пĕрлешÿ асăннă кредитпа республикăра пуçласа усă курнă. Мĕн калама пултаратăр-ха?

В. А. АФАНАСЬЕВ: Пирĕн тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ 2003 çулхи раштав уйăхĕнче ĕçе кÿлĕнчĕ. Виçĕ çула яхăн ялсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе вăй хутăмăр. 2006 çулхи пуш уйăхĕнче вара, Перекет банкĕн кредичĕпе усă курса, пассажирсене турттарма “Газель” маркăллă микроавтобус туянтăмăр, каярахпа ку мелпех ПАЗ автобус илтĕмĕр. Халĕ, акă, “Бизнес — Авто” кредитпа (1 миллион тенкĕ) экологи тĕлĕшĕнчен таса ПАЗ-3204 маркăллă çĕнĕ автобус туянтăмăр. Çакăншăн республика Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Тĕп Банкĕн рефинансировани ставкин 2Ĕ3-мĕш пайĕ чухлĕ субсиди илме хутсем хатĕрлерĕмĕр. Пассажирсем лармалли вырăнсене автобус салонĕнче хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе тивĕçтернĕ, аякранах “Красноармейски районĕ” тесе çырни курăнать, район гербне те ÿкерсе хунă. Хальлĕхе çынсене вырăнти маршрутсемпе турттаратпăр, халăх çакăнпа кăмăллă. Пассажирсене кĕçех Вăрнар районĕнчи Уйкас Кипеке, Чулхулапа Иваново хулине турттармашкăн тытăнма пуçласшăн.

Перекет банкĕпе çыхăнса ĕçлени питĕ усăллă тесшĕн. Чăваш Ен Президенчĕн Н. В. Федоровăн, район пуçлăхĕн С. А. Николаевăн, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин В. Н. Александровăн, унăн Çĕрпÿри уйрăмĕн управляющийĕн В. А. Павловăн, Красноармейскинчи хушма офисăн заведующийĕн А. В. Шестаковăн пулăшăвĕ куç кĕрет. Хамăрăн тăрăшмалли кăна юлать.

Çакна та каласа хăварасшăн. Кашни ертÿçĕн район экономикине тĕреклетессишĕн çине тăмалла. Чăн та, районта ун евĕррисем чылай. Вĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хуни вырăнлă пулĕччĕ. Пирĕн те, ав, Красноармейскинче пĕчĕк автостанци уçмалли бизнес-проект хатĕр. Налукĕ район бюджетнех пырĕччĕ. Эпир спортсменсене хавхалантарма ятарлă кубок та хатĕрлерĕмĕр. Перекет банкĕн VISA GOLD пластик картине илни, унпа усă курни питех те вырăнлă пулчĕ.

ЫЙТУ: Андрей Владимирович, Эсир хăвăрăн клиентсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

А. В. ШЕСТАКОВ: “Бизнес — Авто” кредита илес тесен, предприятин тупăшлă ĕçлемелле, Раççей Перекет банкĕнче расчетлă счет уçмалла, хуçалăх ĕç-хĕлне 6 уйăхран кая мар пурнăçласа пымалла, çулталăкра 150 миллион тенкĕрен мала мар ĕçлесе илмелле, банк умĕнче срокран ирттернĕ парăм пулмалла мар.

Унтан автосалонта транспорт хатĕрне суйламалла, счет илсе банка кредит патне пымалла. Банкпа килĕшсе, фирма счечĕ çине транспорт хатĕрĕн хакĕн 20 процентĕнчен кая мар куçарса памалла. Малалла транспорт хатĕрне илсе ГИБДДра регистрацилемелли çеç юлать. ПТС оригиналĕпе патшалăх регистрацийĕн свидетельствин копине вара банка тăратма ан манăр. Ăнăçусем сире.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика