АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 22 пушар 600 пине яхăн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ

01 сентября 2009 г.

 

Районта кăçал 22 пушар тухнă (пĕлтĕр — 15), вĕсенче 600 пине яхăн тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ. Чи хăрушши — вут-кăварта çынсен пурнăçĕ татăлни. Акă, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче хутса ăшăтмалли приборсемпе йĕркене пăсса усă курнине пула Анат Кушарта пĕр хуçалăх тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайрĕ, вутра 3-ĕн вилчĕç. Ку сăлтавпах çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Тватпÿртре пурăнмалли çуртăн пĕр пайĕ кĕлленчĕ, тăкакĕ — 20 пине яхăн тенкĕлĕх. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче вара Пикшик ял тăрăхĕнчи фермăри пушарта 72 тăваткал метр чухлĕ вите тăрри, 130 тоннăна яхăн утă çунса кайрĕ. Сăлтавĕ — электропралука кĕртнĕ чухне инструкцие пăхăнманни.

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ирхине 2 сехет те 28 минутра пушар хуралне Нимĕчкасси ялĕнчи пушар пирки пĕлтерни çитнĕ. Пушарнăйсем çийĕнчех вырăна тухса кайнă. Вĕсем çитнĕ çĕре мунчапа гараж çулăмпах çуннă ĕнтĕ. Пурăнмалли çурта сыхласа хăварма май килнĕ. Пушар сăлтавĕ — мунча кăмакин тĕтĕм çулне йĕркене пăхăнмасăр хăпартни.

Пушарсем кăçал Пикшик, Упи, Красноармейски ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ытларах алхаснă. Вут-кăвар сиксе ан тухтăр тесен, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Инкек чухне “01”, “112”, е 2-23-68 телефон номерĕсемпе çийĕнчех шăнкăравламалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика