01 сентября 2009 г.
Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне йĕркелес енĕпе ĕçлекенрайонти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарса килнĕ май, унта, тĕпрен илсен, “Шкул автобусĕсене” ачасене турттарма мĕнле хатĕрлесе çитерни пирки калаçу пычĕ. Кун пирки хăйсен сăмахĕсенче ГИБДДн районти уйрăмĕн начальникĕ В. Ю. Алексеев та, çÿлерех асăннă комисси секретарĕ В. П. Чаховский те, вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ М. Д. Голубев та чарăнса тăчĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче “Шкул автобусĕсем” халĕ 10. Техосмотр витĕр кăларнă чухне хăшĕ-пĕрин çитменлĕхсем пуррине палăртнă, вĕсенчен васкасах хăтăлмаллине кăтартса хăварнă. Водительсем çул-йĕр правилисене мĕнле пĕлнине те тĕрĕсленĕ, шел, тăххăрĕшĕнчен иккĕшĕ кăна зачет тытма пултарнă. Вĕсене пĕлмен çынсене вĕренекенсене турттарма епле шанса парăн-ха? “Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен “Шкул автобусĕсен водителĕсенчен çирĕпрех ыйтма тытăнăпăр”, — терĕ ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.
Çакна та каламалла. Августăн 17-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 13-мĕшĕччен районта “Асăрханăр — ачасем!” профилактика операцийĕ пырать. Ку тапхăрта шкулсенче интереслĕ тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме пăхаççĕ.