АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха пăхса, ыррине тĕпе хурса

01 сентября 2009 г.

 

Ольга Михайловна Степанова –Чатукассинчи тĕп пĕлÿ паракан шкул директорĕ. 1958 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче хамăр районти Типвар ялĕнче çуралнă. Чатукасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. 1981 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Кунта нимĕç, акăлчан, француз чĕлхисене вĕрентекен специалиста çирĕплетекен диплома алла илнĕ. Малтанах Улатăр районĕнчи Эйпеçре нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1985 çулта хăйĕн пурнăç биографине Чатукасси шкулĕпе çыхăнтарнă. 2001 çултанпа — шкул директорĕнче. Çемьеллĕ. Аслă хĕрĕ Ирина И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнче вĕренет. Кăçал иккĕмĕш çул Америкăра акăлчан чĕлхине туптас енĕпе практикăра тимлет. Наталия —Чăваш патшалăх университечĕн студентки, вăл та, аппăшĕ пекех, ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренет. Михаил — матрос. Çурçĕр Кавказра салтак тивĕçне пурнăçлать.

Шкул 125 çул тултарнă май, шкул историйĕ, унăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ тата пуласлăхĕ татах та ытларах шухăшлаттарать. Савăнмалли те пур. Татса паман ыйтусем те юнашарах.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Кустăрма евĕрех çаврăнать вăл. Çав хусканура ĕнтĕ пурнăç, çăл куç таппи пек канăçсăр, ирĕн-каçăн вăй илсе, малалла хăйне евĕр, аталанса пырать. Нумай çул Чатукасси тăрăхĕ “Герой” колхоз ячĕпе янраса тăнă пулсан, унăн ячĕ е тата ун вырăнне акционерла пĕрлешÿ туса хуни манăçа тухрĕ. Çамрăксенчен чылайăшĕ яла юлса тĕпленме майсем тупайманни е ялта пурăнма кăмăл тăвайманни — пирĕн шкул шăпине те пырса тиврĕ. Акă, куç умĕнчех ачасен шучĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн чакса пыни шкул тытăмне улăштарчĕ. Кăçалтан тăван шкул 9 класс вĕренмелли шкул пулса тăчĕ. Апла пулин те, пуçа усма памасть самана тапхăрĕ. Уйрăмах халь, юбилейлă çулталăкра, пурнăçа каялла çаврăнса пăхас килет. Епле- ха манăн шкул историйĕпе унăн унчченхи тата хальхи йăли-йĕркине, ĕçĕ-хĕлне… Эпир 2004 çулта, шкулăн иртнĕ тапхăрти çул-йĕрĕ манăçа ан тухтăр тесе, унăн кун-çулне анлăн тишкертĕмĕр, материалсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса шкул 120 çул тултарнă ятпа “Янăратăр шкул шăнкăравĕ” кĕнекене 200 экземплярпа вулакансем патне çитертĕмĕр. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама пире Эдисон Патмар çыравçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем — Антонина Герасимовнапа Анатолий Львович Львовсем нумай пулăшрĕç.

Паянхи шкулăн ырă улшăнăвĕсем чун-чĕрене савăнтараççĕ. Коллектив хăйĕн тĕп тĕллевне — ачасене çирĕп пĕлÿ парса пурнăç çулĕпе тĕрĕс-тĕкел утма вĕрентесссине — тивĕçлĕ шайра пурнăçлать. Танлаштарса пăхар-ха 2002—2008 çулсенчи вĕренÿ результачĕсене. Çак таблицăра вĕренме кĕнисен шучĕ çуллен ÿсни витĕмлĕ курăнать.

Вĕренсе тухнисенчен кашниех аслă пĕлÿ илмест пулин те, паллах, вĕсем вăтам пĕлÿ заведенийĕсенче хăйсем килĕштернĕ профессие алла илсе, пурнăç çулĕпе малалла,хăюллăн талпăнни савăнтарать мана. Кирек ăçта вăй хурсан та, çĕрпе çыхăннă ĕçе хаклама пултарни тата ăна тăван енпе çыхăнтарни — чи чысли. Тĕслĕхрен, кунтан вĕренсе тухнă Юрий Лукин предприниматель тата Виталий Егоров медик шкулăн чи çывăх тус-юлташĕсем пулса тăчĕç. Вĕсем шкул пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, ырă ĕçпе, канашпа пулăшма яланах хатĕр. Сăмах май каласан, Виталий — шкултан вĕренсе тухнă çамрăксенчен йĕркеленĕ ассоциацин ертÿçи. Вăл коллективра ачасен сывлăхне упрас ыйтăва кун йĕркинчен кăлармасть. Унсăр сывлăх урокĕсем, физкультурăпа спорт уявĕсем, хĕллехи сывлăх фестивалĕсем, походсемпе çул çÿревсем иртмеççĕ. Пирĕн ырă, тарават хăнасен йышĕнче — Ордем Гали, Николай Ункай, Валентина Рудникова. Çыравçăсем час-часах ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăнаççĕ, ачасене тăван ен культурине тата тăван чĕлхене юратма хăнăхтараççĕ.

Шкулăн ырă пулăмĕсенчен пĕри — “Таябинка” пĕрлешÿпе тачă çыхăну тытни. Çуллен унпа ĕçлĕ килĕшÿ туса çĕр улми пуссинче вăй хуратпăр, пухăннă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă куратпăр. Ачасене Шупашкара экскурсие тÿлевсĕр илсе кайса килетпĕр çав шутран. Тата Çĕнĕ çул парнисене илсе паратпăр, ачасен апатланăвĕ валли тăкаклатпăр. Вĕрентÿ хатĕрĕсем чылай туянтăмăр: ахаль тата электронлă кĕнекесем, компьютерсем, проектор, видеокамера, цифрăллă фотоаппаратсем, магнитофонсем, пысăк холодильник, шыв ăшăтмалли аппарат. Туяннă таварсемпе анлăн усă куратпăр.

Хамăрăн хуçалăх тытăмне аталантарма та “Таябинка” пĕрлешÿпе çыхăнса ĕçлени витĕм кÿрет. Акă, шкул автобусĕ валли меллĕ гараж, хушма хуçалăхăн ĕç хатĕрĕсене тытма ятарлă уйрăм хуралтăсем туса лартрăмăр. Шкулăн иккĕмĕш хучĕн стени ишĕлсе анма пуçланăччĕ. Ăна кирпĕч илсе çĕнĕрен купаларăмăр. Шкул картине тавралла тытса çавăрма, шкулта косметика евĕрлĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлама та асăннă пĕрлешÿре ĕçлени пулăшать.

Ачасене вĕренме кирлĕ условисем туса парас çĕрте техслужащисем те хастар. Паян вĕсен йышĕнче — вуннăн. Мухтамасăр тÿсейместĕп. Хăйсен пĕчĕк шалу укçине пăхмасăрах шкулăн хуçалăх ĕçне чуна парса пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсем : В.М.Петров завхоз, тасалăхпа тирпейлĕхе тытса пыракан Л. Г. Аристархова, В. В. Прохорова, И. Н. Петрова, Ю. М. Петров рабочи, Л. Г. Антипова повар, А. М. Афанасьевпа В. Г. Андреев каçхи хуралçăсем, О. А. Степанова столовăй ĕçченĕ тата В. П. Степанов автобус водителĕ. Çак йышран саккăрăшĕ Чатукасси шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Çавăнпах-и тен, хăйсен тивĕçне чун-чĕререн парăннă.

Шкул пурнăçĕнче ÿсĕмсен иксĕлми тÿпи — ашшĕ-амăшĕсенче. Вĕсемшĕн иккĕмĕш кил алăкĕ яланах яри уçă. Ку енĕпе ĕçлесе пыма эпир ятарлă “Çемье тата шкул” программа йышăнтăмăр. Темĕнле хумхантаракан ыйтусем тупăнсан та вĕсене пĕр шухăш-кăмăлпа, туслăн, килĕштерсе татса паратпăр. Сÿтсе явнă ыйтусене хушăран протоколсем çырса пыракан кĕнекене уçса пăхсан, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвĕсемпе тишкерĕвĕсем пĕрешкел пулнине куратăп та вĕсем тăрăх пĕрешкел йышăнусем кăларнишĕн чăннипех те хĕпĕртетĕп.

Уйрăмах ашшĕ-амăшĕсене яланах шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе кĕтсе илме пулăшнăшăн чĕререн тав тăвассăм килет. Кăçалхи вĕренÿ çулне хатĕрленсе кĕтсе илес çĕрте районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ Елена Аркадьевна Егорова, Лидия Ивановна Михайлова,Татьяна Васильевна Гурьева, Альбина Валерьяновна Михайлова, Нина Ивановна Никитина ĕçченсем мухава тивĕç. Мĕн пур юсав ĕçĕсем вĕсен пултаруллă аллисем витĕр тухрĕç: сăрларĕç, тасатрĕç, çутатрĕç. Шкулта вĕсем тĕкĕнмен вырăн та юлмарĕ пуль. Шкул пахчинче пахча çимĕç акса, лартса çитĕнтерессипе те пулăшма вăхăт тупрĕç вĕсем.

Пахчаналла пăхсан чун савăнать. Темиçе çул каялла шкул çумĕнчи çерем хуçаланнă лаптăкра, халь тĕрлĕрен пахча çимĕç, панулми йывăççисем тата чечексем ешереççĕ. Çăвĕпех кунта ачасем кĕшĕлтетеççĕ, çурхи кун акса-лартса хăварнă ÿсен-тăрана шăвараççĕ, çум курăксенчен тасатаççĕ, кăпкалатаççĕ, кĕр енне пулнă çимĕçе хĕлле валли майлаштарса вырнаçтараççĕ. Ку ĕçе темиçе çул хушши тăван ен культурине вĕрентекен Римма Ивановна Яковлева йĕркелесе пычĕ. Кăçалхи вĕрентÿ çулĕнче вара çут çанталăка чунтан парăннă, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен Елена Николаевна Дмитриева çак ĕçе ертсе пыма килĕшрĕ. Эпĕ шкул çумĕнчи сад пахчине тăван тавралăхăн илемлĕхĕпе витамин лабораторийĕ вырăнĕ тесе шутлатăп. Ĕçпе вĕрентÿ кирек хăçан та çумма-çуммăн, юнашар пулмалла. Эпир ачасене пахчара та, шкул тулашĕнче те хăйсене тасалăхпа тирпейлĕх тата çĕр ĕçне хутшăнтарни пархатарлă ĕç тесе вĕрентетпĕр. Ĕç çынна илем кÿнĕ. Çавăнпа та чи пĕчĕккисене те аслă классенче вĕренекенсемпе пĕрле, экологи субботникĕсене хутшăнтарни пăсăк пулмастех .

Пĕлÿ çуртĕнче çÿллĕ ÿссе кайнă чечексене (эпир шкул коридорĕнчи чечексен речĕсене ытарлăн “хĕллехи сад” тетпĕр) вĕренекенсем пăхса тăни епле мăнаçлă. Çакăн пек илемлĕх патне туртăнса ĕçлесе пыни ачасен культура шайне те ÿстерет. Пирĕн патра Красноармейскинчи искусство шкулĕн филиалĕ пур. Наталья Леонидовна Филиппова вĕрентекен ачасен пĕр ушкăнне пианинопа выляма хăнăхтарать. Ачасем хаваспах музыка тĕнчипе киленеççĕ, кĕвĕ-çемĕ асамлăхĕ вĕсен чун-чĕрине пуянлатать, шухăш-кăмăлне хăпартать.

Шкулăн пур енлĕ воспитани ĕçĕ “Яковлев хунавĕсем” ятлă ача-пăча организацийĕн системипе çыхăннă. Харпăр хăйне тĕрĕс-тĕкел тытса пурăнма хăнăхтарас çĕрте класс ертÿçисем тĕрлĕ технологисемпе усă кураççĕ. Вĕсем ытларах интерактивлă майпа иртеççĕ: ток-шоусем, тренингсем, акцисемпе фестивальсем, проект хÿтĕлевĕсем тата ыттисем те. Чи ырă пулăмсенчен пĕрне асăнмасăр хăварас килмест. “Парнелер кĕнеке пĕр-пĕрне” акци пурне те кăмăла каять, йăлана кĕрсе пырать. Ку евĕрлĕ акцие иртнĕ çул икĕ хут ирттертĕмĕр, паллă, ырă-сумлă çынсене явăçтартăмăр.

Ачасем те, аслисем те яланах шыравра. Кам шырать, çав тупать тесе ытахальтен каламан вĕт-ха. Шыраççĕ, тупаççĕ, тĕпчеççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ. Çакăн пек интерактивлă ĕçсенче ачасен туслăхпа ытти кирлĕ туйăмсем çуралса вăй илеççĕ, вĕсем обществăри пурнăçа хăнăхаççĕ, пĕр-пĕринпе калаçма, харпăр хăйне халăх хушшинче тытма вĕренсе пыраççĕ.

Паян районти çул çитмен ачасен комиссийĕнче пирĕн шкулти пĕр вĕренекен те учетра тăмасть. Ку — воспитани тытăмĕнчи ÿсĕмсен кăтартăвĕсенчен пĕрийĕ.

Вĕренекенсен çуллахи кану вăхăтне пур енлĕ йĕркелесе пыма ятарлă “Каникул” программине çирĕплетрĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн, çулла ĕçпе кану лагерĕсем, экологи бригадисем йĕркелетпĕр. Ачасене çулсеренех, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă, ĕçе вырнаçтаратпăр. Кăçал та пĕрисем ваттисен çуртĕнче тимлерĕç, теприсем ял таврашне тирпей-илем кÿчĕç.

Паян татса паман ыйтусем те пур-ха. Шкул çурчĕ кивелсе пырать. 25 çул хушшинче çурт тăрри çав тери хавшаса кайрĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăксенче вĕренÿ пÿлĕмĕсене шыв анать. Çакă ашшĕ-амăшĕсене те пăшăрхантарать. Çывăх вăхăтрах ку ыйтăва район шайĕнче татса парасчĕ.Чуна ыраттаракан тепĕр ыйту пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Вĕсем ыйтнă тăрăх,пирĕн çывăх вăхăтрах, хăма урайсене плитасемпе улăштармалла е ятарлă линолеумпа сармалла. Çак ĕçсене пурнăçлама бюджетра укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмантарать.

Паян çĕр-шывра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Уяв ячĕпе сире, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсем, шкулпа тачă çыхăну тытса пыракан тус-юлташсем. Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, çитĕнÿсем сунатăп сире.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика