АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренни çăкăр ыйтмасть

01 сентября 2009 г.

 

Кăçал шкул 101 ачана хапăл туса кĕтсе илчĕ. Вĕсен шутĕнче шкул çулне çитмен ачасем те. 13 вĕрентекен хăйсене шанса панă ĕçе тивĕçтерĕç. Кăçал шкул 9 çул вĕренмелли шкул тăрса юлни пире, паллах, пăшăрхантарчĕ, çапах та коллективăн ĕçлес туртăмĕ чакмарĕ. Вĕрентекенсем шанса панă ĕçе пур кăмăлтан пурнăçласа пыма вăй-хăват çитерме пулчĕç. Кăçал вĕренсе тухнисенчен вун çиччĕшĕ те вĕренме кĕчĕç. Ку, паллах , пире савăнтарать пĕр енчен, тепĕр енчен кун чухлĕ ача шкултан тухса кайни кулянтарать те, мĕншĕн тесен вĕсем пурте Чатукасси шкулĕнчех вĕренсе тухма пултаратчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, иртнĕ çулхи ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене тĕплĕн пăхса тухрăмăр. Кăтартусем, пĕтĕмĕшле илсен, мухтава тивĕç. Уйрăмах Интернет системи пире вĕрентÿ ĕçне çĕ-нĕ технологисемпе ачасене çĕнĕлле вĕрентме майсем туса парать. Компьютерсемпе, электронлă пособисемпе вĕрентни пурне те кăмăла каять анчах мар, ачасене пĕлĕве туптама витĕмлĕн пулăшать. Кăçал вĕренекенсем дистанцилле конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса, хăйсен пĕлĕвĕпе Раççей шайĕнчех ăмăртрĕç, малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Николай Никонов тата 5-мĕш класра вĕренекен Маргарита Краснова Раççейри 8 пине яхăн ача хушшинче çамрăксен математика предмечĕн дистанцилле чемпионатне хутшăнса, çĕнтерÿçĕ дипломĕсемпе медалĕсене тивĕçрĕç. Акăлчан чĕлхипе Раççей шайĕнче ирттернĕ дистанциллĕ олимпиадăсенче Петр Дмитриев (6 класс), Ульяна Сорокина (7 класс), Татьяна Харитонова (7 класс), Екатерина Васильева (6 класс), Анастасия Илларионова (4 класс), Ксения Алексеева (8 класс) малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Ку ĕçе уйрăмах акăлчан чĕлхипе вĕрентекен О. М. Степановапа физика учителĕ З.Г. Доментьева пысăк интереспа йĕркелесе пыраççĕ, ачасене онлайн режимĕпе тĕрлĕрен проектсене, конкурссене хутшăнтараççĕ. Ольга Михайловна, хăй ертÿçĕ пулнă май, ыттисене те хăюллăнрах çак ĕçе явăçтарас тата тĕслĕх кăтартас тĕллевпе, дистанци технологине малтан хăй астивсе пăхма кăмăл турĕ, М. В. Ломоносов ячĕпе хисепленсе тăракан университетри дистанци курсĕнче тимлесех вĕренсе алла сертификат илчĕ. Çапла майпа малтанах шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен Е. Н. Дмитриева та вĕренчĕ. Халĕ вăл, дистанцилле майпа илнĕ пĕлÿпе усă курса, пĕчĕккисемпе “Предшкольная пора” ятлă вĕрентÿпе аталанун комплекслă программине тĕпе хурса ĕçлет. Кăçал вĕрентекенсен хушшинче çакăн пек курссенче хăйсен пĕлĕвĕсене туптас тата пуянлатас шутлисем татах та пур-ха. Кашни вĕрентекенĕн хăйĕн тĕшши пур. Тĕслĕхрен, пуçламăш классенче тимлекен Наталья Николаевна Лукинапа Галина Юльевна Максимова “Раççей шкулĕ” инновациллĕ вĕрентÿ программипе ĕçлесе пыраççĕ. Г. Ю. Максимова хăй çут çанталăка чунтан парăннине кура ачисене те тавралăх илемне курма, юратма, аталантарма хăнăхтарса пырать, чечексен тĕнчипе киленсе пурăнма вĕрентет. Н.Н. Лукина, юрă-ташă ăсти пулнă май, ачасене кĕвĕ ытамĕн асамлăхĕпе илĕртет. Пĕр вăхăтрах Ф. М. Лукин музейĕн ертÿçи те: ачасемпе музейра тăтăшах экскурсисемпе уçă уроксем ирттерет, тăван енĕн историйĕпе, унăн пархатарлă çыннисемпе паллаштарать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Римма Ивановна Яковлева ачасемпе аслисен хушшинче тăван ен культурине юратса аталантарса пырать, çулсерен вĕсене “Чĕвĕлти чĕкеç” конкурса хутшăнтарать. Истори учителĕ Николай Иванович Никитин ачасене истори предмечĕпе пĕрлех фотоискусство мелĕсемпе паллаштарать, вĕсене ку енĕпе тĕрлĕ фотоконкурссене хутшăнма, республика шайĕнче те малти вырăнсене йышăнма пулăшать. Уйрăм ачасемпе ятарлă программăсемпе ĕçлессипе биологи тата хими учителĕ Венера Петровна Иванова палăрса тăрать. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен лайăх результатсем кăтартаççĕ. Физкультурăна вĕрентекен Геннадий Максимович Прохоров харпăр хăй сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе ачасене кăна мар, шкулти пур ĕçченсене те тĕрлĕрен спорт вăййисене явăçтарса пырать. Унăн çемйи спорта чи юратакан çемье пирĕн таврара. Ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартать вăл пурне те. Уйрăм ачасем яланах спорт енĕпе лайăх результатсем кăтартаççĕ. Уйрăмах Алена Аверкиева ятне асăнса хăварас килет. Спорта юратакан Коля Григорьев тата Дима Егоров яшсем халĕ çĕр- шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хĕсметре тăнă май, унта та спортпа туслă пулни пулăшса пынине çирĕплетеççĕ. Малтан шкулта ĕçленĕ Владимир Петрович Максимовăн та ку ĕçре тÿпе пур. Вырăс чĕлхине вĕрентекен Алевтина Николаевна Григорьева — кĕнеке тĕнчин хуçи. Вăл шкул вулавăшĕнче вăй хунă май, вĕрентÿ пособийĕсен фончĕпе ĕçлес яваплăха туять. Класс ертÿçин ĕçне те килĕштерсе тăвать.

Уйрăм сăмах — шкул ачисем акăлчан чĕлхине вĕренни çинчен. Ку предмет чи йывăррисен шутне кĕрет. Енчен те шкулăн ку тĕлĕшпе пачах та база пулман пулсан, майĕпен ĕç вырăнтан хускалса, анлăн аталанса кайрĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те, вăхăт ыйтнине шута илсе, акăлчан чĕлхипе çĕнĕ пособисем туянма пулăшрĕç. Ачасем çырма-вулама 2-мĕш класранах пуçлаççĕ. Ольга Михайловна акăлчан чĕлхине юратса вĕрентет, йывăр ют чĕлхене ачасем килĕштерсе вĕренччĕр тесе, тĕрлĕрен мелсем шырать. Паянхи кун ку енĕпе ÿсĕмлĕ кăтартусем çук мар. Акăлчан чĕлхине пĕрремĕш вĕренсе тухакансенчен виççĕшĕ ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕчĕç. Паян вĕсен йышĕнче улттăн. Ольга Аристархова, Елена Прокопьева, Ирина Степанова студентсем тăван шкултах акăлчан чĕлхи учителĕ пулса практикăра пулчĕç. Вĕрентекеншĕн вĕренекен унăн предметне суйласа илсе аслă пĕлÿ заведенине вĕренме кĕни чи лайăх кăтарту тесе шутлатпăр эпир. О. М. Степанована, акăлчан чĕлхине вĕрентес ĕçре хальхи тапхăр ыйтнă пособисемпе тĕллевлĕ усă курса ĕçлесе пынишĕн, “Просвещени” пĕрлешÿ издательстви Тав çырăвĕпе чысланă. Халĕ малтанхи пек, кун ирттĕр тесе ĕçлесе пыни кая тăрса юлчĕ теес килет. Мĕншĕн тесен вĕрентекенсен тата шкул ачисен уроксем хыççăнхи çулĕ — тÿрех килелле мар, вулавăшалла е компьютер пÿлĕмнелле. Ачасене юратакан, хăйĕн ĕçне чунпа парăннă, пуçаруллă вĕрентекен çакна лайăх ăнланать. Пирĕн шкула ун пек учительсенчен ăннă тесе шутлатăп. Паллах, ертÿçĕрен нумай килет тетпĕр. О. М. Степанова пире алă усса ларма памасть. Вăл пурнăç тапхăрĕ, вăхăт ыйтакан çĕнĕлле пулăмсене чунпа йышăнать, пурне те пурнăçпа тан утма чĕнет. Хушăран хыттăнрах, çирĕппĕнрех ыйтнине эпир пурте ăнланма тивĕç. Пурнăç çавăн пек хистет. Вĕрентÿ системинче шухăшлаттаракан ыйтусем те çук мар. Тĕслĕхрен, çÿллĕ шайри олимпиадăсен уйрăм çĕнтерÿçисене хатĕрлетпĕр-ха эпир. Уйрăм ачапа ятарлăн ĕçлетпĕр. Лайăх. Ыттисемпе еплерех ĕçлесе çитермелле? ППЭ результачĕсем кашни ачанах тивĕçлĕ пулмалла вĕт-ха? Тепĕр самант: ача вĕренÿрен сивĕнерех панă тĕслĕхсем пур. Мĕнлерех ĕçлемелле-ши вĕсемпе? Вĕренме вĕрентес пулать, тетпĕр эпир. Апла пулсан, вĕренÿ кăтартăвĕсем лайăхланччăр тесен кашни педагогăн творчествăллă шыравра пулмалла. Кашни ачапах ĕçлеме май тупмалла. Эпир, ытти шкулсенчи пекех, хастар ĕçлекен педагогсене хавхалантарма пăхнă. Ку енĕпе мониторинг ĕçне тĕплĕ туса пыратпăр. Стимул балĕсем кашниннех тĕрлĕрен. Пĕр пек пулма та пултараймасть. Ĕç кăтартăвĕ кашни çыннăн тĕрлĕ шайра: е пĕчĕкрех, е пысăкрах. Эппин, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çанă тавăрсах ĕçлесчĕ, вĕрентÿ кăтартăвĕсене мĕн пур таран çÿллĕ шайра тытса пырасчĕ. Сывлăх пултăр тата чăтăмлăх çиттĕр пирĕн хамăрăн пархатарлă ĕçе пурнăç ыйтнă пек туса пыма.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика