01 сентября 2009 г.
2009 çул пуçланнăранпа республика территорийĕнче ачасем çул çинче инкеке лексе суранланас енĕпе лару-тăру çивĕч. Çичĕ уйăхра пулнă 110 аварире 16 çул тултарман 8 ачапа çамрăк пурнăçĕ татăлнă, 113 ача аманнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан унашкал инкексем — 7,6 процент сахалтарах, ачасемпе çамрăксен суранланасси те 9 процента яхăн пĕчĕкрех. Кашни 12-мĕш (12,7 %) аварире çул çитменнисем инкек тÿсеççĕ.
Вилнĕ тата аманнă çамрăк пассажирсен шучĕ 23 процент ытла ÿснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çулсем çинче 2 çамрăк пассажир пурнăçĕ татăлнă, 46 ачапа çамрăк суранланнă. Палăртни вырăнлă: ачасене пĕрне те хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнтарман, инкек вăхăтĕнче çыхăнмалли хатĕрсемпе усă курман.
Асăннă йышши тĕслĕхсем çурла-авăн уйăхĕсенче уйрăмах нумай пулаççĕ. Çакна шута илсе, вĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе, çурлан 17-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 13-мĕшĕччен республика территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри “Асăрханăр: ачасем!” профилактика операцийĕ иртет.
Çул çÿреве хутшăнакан ачасемпе, çамрăксемпе çул-йĕр правилисене пропагандăлас, хăйсене кирлĕ пек тытма хăнăхтарас тĕллевлĕ мероприятисене интереслĕ калаçу, конкурс, викторина ăмăрту мелĕсемпе ирттерме палăртнă.
Çамрăксем çул-йĕр правилисене пăсасран сыхланас енĕпе ирттерекен рейдсене çул çÿревĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕсене явăçтаратпăр.
Çавăн пекех шкул ачисене автобуссемпе илсе çÿренĕ чух хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнас енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма палăртнă.
Ачасем çулсем, транспорт çинче суранланас ыйтусене ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче тишкерĕç.