01 сентября 2009 г.
Çĕнĕ 2009-2010 вĕренÿ çулĕ çитрĕ.
Кашни çыннăн чи хаваслă та савăнăçлă саманчĕсем шкулпа çыхăннă. Çавна май ăна пурте пысăк хаваспа кĕтеççĕ. Шкулсенче вăй хуракансемшĕн Пĕлÿ кунĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ: пирĕн педагогсем ÿсекен ăрăва çирĕп пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе чĕре хушнă пек, тивĕçлипе кÿлĕннĕ. Кашни вĕренÿ çулĕн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхсем пур. Çывхаракан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те парта хушшине ларакансене хăйне евĕрлĕ улшăнусемпе кĕтсе илĕ.
Çуллахи ăшă та хаваслă каникул кунĕсенче кашни шкул коллективех ачасене пĕлÿ илме тивĕçлĕ условисем туса парас тесе чылай вăй хучĕ. Августăн 10—15-мĕшĕсенче районти ятарлă комисси членĕсем шкулсене, ача-пăча сачĕсене, хушма пĕлÿ паракан учрежденисене вĕсем пепкесене кĕтсе илме еплерех хатĕрленнине пăхса тухрĕç. Çакна каламалла: шкул ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, ачасем пурте пĕрле кар! тăрса вĕренме тата воспитани илме кирлĕ майсем туса пама тăрăшнă. Çулленех санитарипе пушара хирĕç кĕрешекен органсем шкулсем умне çĕнĕрен те çĕнĕ условисемпе требованисем лартаççĕ. Унăн пĕрремĕш тĕллевĕ çакăнта: ачасен пурнăçне сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси, çавăн пекех кунта вăй хуракансен ĕç-хĕлне лайăхрах йĕркелесе ярасси. Районти комисси мĕн пур вĕрентÿ учрежденийĕсене тишкерсе тухнă хыççăн пĕр шухăш патне пырса тухрĕ: шкулсем, ача-пăча сачĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Çакăн пек кар тăрса пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттернĕшĕн шкулсемпе ясли-садсенче кашни вăй хураканах хам ятран пысăк тав сăмахĕ каласшăн, малашне те юратнă ĕçĕрсене чун-чĕре хушнă пек туса пыма çирĕп сывлăх, тулли вăй-хăват сунасшăн.
Паян пĕтĕм çĕр-шывĕпех: шкулсенче, массăллă информаци хатĕрĕсенче, вырăнти патшалăх органĕсенче нацин вĕрентÿ пуçарăвĕн “Пирĕн çĕнĕ шкул” проектне сÿтсе явас ĕç пырать. Ăна Раççей Президенчĕ Д. Медведев сĕннипе хатĕрленĕ. Çÿлерех асăннă проект юлашки çулсенче пулса иртнĕ вĕренÿри лайăх пулăмсене пĕр çĕре пĕрлештерсе вĕсене малалла аталантарма майсем туса парать. “Пирĕн çĕнĕ шкул” проектăн тĕп шухăшне педагогсем, ашшĕ-амăшĕсем августăн юлашки кунĕсенче пăхса тухса, кирлĕ сĕнÿсем парса, кулленхи ĕçе çĕнĕлĕх-сем кĕртрĕç. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне икĕ пине яхăн ача хутшăнать, вĕсенчен 154-шĕ парта хушшине пĕрремĕш хут ларать. Каччăсемпе хĕрсем валли кашни шкултах кирлĕ условисем туса панă: вĕренÿ кабинечĕсемпе пÿлĕмсене сăрланă, “Вĕрентÿ” наци проекчĕпе тата федераллă программăсемпе килĕшÿллĕн, ачасемпе учительсем валли партăсемпе, сĕтелсемпе тата çырмалли доскасемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле каласан: ан ÿркен, тăрăшса вĕрен кăна.
Паян парта хушшине ларакан ачасене вĕрентсе воспитани пама кадрсем çителĕклех. Вĕсем хушшинче нумай çул ĕçлесе ырă та паха опыт пухнă педагогсем чылай. Кăçал вĕсен çумне тата 4 çамрăк учитель хушăнать. Шанас килет. Вĕсем те ветерансем пекех ачасене вĕрентсе воспитани панă çĕрте сумлă йĕр хăварĕç. Районти шкулсенче вĕрентÿ никĕсĕ питех те пуян. Юлашки вунă çулпа танлаштарсан, паян учительсем пурăпа тата тасатмалли япаласемпе кăна усă курмаççĕ. Вĕсен ĕç хатĕрĕсен шутне компьютер класĕсем, электронлă вĕренÿ хатĕрĕсем, çĕнĕ йышши (интерактивлă) доскасем, видеопроекторсем тата ытти нумай япаласем кĕреççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ çултан-çул шкул вĕренсе пĕтерекенсен 85—87 проценчĕ хăйсен пĕлĕвне аслă пĕлÿ паракан учрежденисенче, техникумсемпе колледжсенче малалла тăсать. Ачасене вĕренме кĕме, малалла пĕлÿ пухма районти виçĕ ресурслă центрта (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ, Еншик Чуллăри, Мăн Шетмĕри вăтам шкулсем) нумай пулăшу параççĕ. Кăçалтан пуçласа профильлĕ вĕрентĕве ытларах Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче пама тытăнатпăр.
Çак ĕçсене туса ирттерме районта 10 шкул автобусĕ пур. Вĕсем ачасене турттарма хатĕррине ятарлă комисси тĕрĕсленĕ, водительсен пĕлĕвĕсене тĕрĕсленĕ.
2009 çула ЧР Президенчĕн Н. Федоровăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тесе пвлăртнă. Апла пулсассăн пирĕн паян ачасене вĕрентсе воспитани панисĕр пуçне вĕсене ĕçе хăнăхтарасси пĕрремĕш тĕллев пулмалла. Çакна халĕ шкулсенче, ача-пăча сачĕсенче вĕренÿпе сăнав участокĕсенче туса пыраççĕ. Кунта çитĕнтернĕ пахча çимĕçе ачасен апат хакне йÿнеçтернĕ çĕре яратпăр. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те ачасен сывлăхне упраса хăварас тĕллевпе кашни вĕренекене вĕри апатпа тивĕçтересси ашшĕ-амăшĕсен, шкул коллективĕсен пирвайхи тивĕçĕ пулмалла.
Районти вĕрентÿ тытăмĕ республика шайĕнче япăх шутра мар. Çакна пирĕн вĕренекенсем Раççей, Чăваш Ен шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса призлă вырăнсем йышăнни те аван çирĕплетет. Юлашки тăватă çул хушшинче районти 4 шкул миллионерсен шутне кĕчĕ (Трак гимназийĕ, райцентрти ик-кĕмĕш, Упипе Пикшик вăтам шкулĕсем), Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕ 200 пин тенкĕ çĕнсе илме пултарчĕ. Кăçал вара вĕсен йышне “Чебурашка” ача-пăча сачĕ те хушăнчĕ. Çавăн пекех пирĕн районти учительсен ушкăнĕ РФ Президенчĕн премине — 100 пин тенкĕ — илме тивĕç пулчĕ.
Педагогсен, ашшĕ-амăшĕн тата ачасен ĕçне çирĕплетсе параканни — патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ.
Нумай ĕçленĕ, тумалли вара татах та чылай. Пурнăç вырăнта тăмасть, вăл малаллах шăвать. Унпа пĕрле пирĕн умра тăракан тĕллевсем те улшăнса пыраççĕ. Çавăнпа та педагогика коллективĕсен çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене ытларах алла илсе, ачасене вĕрентÿпе воспитани илме лайăхрах майсем туса парасси, ашшĕ-амăшĕсемпе тытакан çыхăнăва татах та аталантарасси, ачасен вĕренÿ патне туртăнас кăмăлне пысăклатасси пĕрремĕш тивĕç пулмалла.
Кăçал районти вĕрентÿ тытăмĕ мĕнле аталанса пынине çÿлти органсем те тĕрĕслерĕç. Пирĕн ĕçе лайăх хак пачĕç, анчах ĕçлемелли те нумай. 2009-2010 вĕренÿ çулĕ те, малтанхи лайăх пулăмсене тĕпе хурса, вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртме май парĕ. Пĕтĕмпех хамăртан — вĕрентекенсенчен, ашшĕ-амăшĕсенчен, ачасенчен килет. Апла пулсан пĕлÿ тĕнчине хаваслăн та шавлăн, пысăк ĕмĕтсемпе кĕрсе çĕнĕ ÿсĕмсем патне утмалла, умри тĕллевсене пурнăçламалла пултăр.