31 августа 2009 г.
Августăн 21-мĕшĕнче райпон Именкассинчи магазинĕ çынсем тавара хăйсем суйласа илмелли
(самообслуживани) йĕркепе çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ.
Вăл кун тĕлне кунти магазинра сахал мар йĕркелÿ ĕçĕсене туса ирттернĕччĕ. Витринăсемпе çĕнĕ йышши ытти оборудование кăна 300 пин тенкĕлĕх туянннă.
Августăн 21-мĕшĕнче магазинра йывăрăш виçине палăртмалли çĕнĕрен туяннă электронлă тарасапа усă курма пуçларĕç, хакне электронлă машинăна кĕртетĕн те вăл (таварпа пĕрле) чекне те парать, ун çинче хакĕ те, йывăрăшĕ те пĕтĕмпех паллă.
Акă эпĕ магазин сентрисенчи таварсемпе паллашатăп. Магазина кĕрсенех тавар туянакансем валли информаци кĕтесне асăрхатăн, унта вĕсене кирлĕ мĕн пур хыпарпа паллаштаракан материалсене вырнаçтарнă.
Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕн çăкăрпа булка изделийĕсем уйрăм стеллаж çинче. Кашни çăкăр-булки полиэтилен михĕре. Ку та тавар туянакансемшĕн меллĕ. Пĕрремĕшĕнчен, вăл тÿлевсĕр.
Чи кирли вара — санитари правлисене пăхăнни. Райпо правленийĕн председателĕ А.Дмитриева пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кăна райпо тавар туянакансене полиэтилен михĕсемпе тивĕçтерме çĕр пин тенкĕне яхăн хăй шутĕнчен укçа тăкакланă. Çапла вара райпо, ытти суту-илÿ предприятийĕсем пекех, паянхи цивилизаци мелĕсемпе усă курма хăнăхса пырать.
Кунсăр пуçне райпон çăкăр комбиначĕ паян çĕвĕ, макарон изделийĕсем, “ирэк” тата ытти пĕремĕк те сĕнет. Августăн 21-мĕшĕнче Именкасси магазинĕнче те вăл хăй таварĕсен тулли ассортиментне тăратнăччĕ.
Шкул, хуçалăх таварĕсем, кĕпе-йĕм изделийĕсем, кĕрпе-макарон, ĕçмелли-çимелли тата ытти тавар та сутма кăларнă кунти магазинра . Райпо совечĕн председателĕ З. Артемьева паянхи кун шăнтнă пулăсен хакĕ пысăк маррине пĕлтерчĕ, чи йÿннисем: 1 кг “путассу” — 38, “мойва” — 50 тенкĕ.
Тавар суйланă тата унпа паллашнă чух коопераци ветеранĕпе А. Л. Ильинпа тĕл пултăм. Вăл пĕтĕм пурнăçне “Чăвашпотребсоюз” тытăмĕнче вăй хурса ирттернĕ, каменщик пулнă май, сахал мар магазин, сăра, çăкăр завочĕсен çурчĕсене хăпартнă, “Чăвашпотребсоюзăн” Шупашкарти строительство материалĕсен комбинатĕнче ĕçлесе пенсие тухнă, вăхăтне хĕлле ытларах Шупашкарта, çулла Именкассинчи кил хуçалăхĕнче ирттерет, унăн мăшăрĕ, Алевтина Константиновна Ильина, Именкасси ялĕнчен-мĕн, вăл та пенси çулĕнче, çапах шĕкĕр хулари лента тĕртекен фабрикăра сăрлакан, тирпейлекенре тимлеме пăрахмасть-ха.
— Эпĕ çакăн пек магазин уçăлнишĕн чĕререн савăнатăп. Самообслуживани йĕркипе ĕçлеме пуçлани вăл тавар туянакана шанни, ăна тавара лайăхрах суйласа илме май пани. Куç витĕрех мар та аякран кураймастăп, халĕ , акă, таварсене çывăхран пăхса е алăпа тытса курса, хам суйласа илме пултаратăп, — хăпартланса каласа пачĕ Александр Лаврентьевич.
Çав кун райпо правленийĕ именкассисене чăн-чăн уяв туса парас тесе тăрăшман мар. Магазинра ăна çĕнĕрен уçнă ятпа церемони иртрĕ. Магазина райпо правленийĕн председателĕ А. Дмитриева килнĕ, кунтах райпо совечĕн председателĕ З.Артемьева, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Фролова, Етĕрнери аш-какай комбиначĕпе Сĕнтĕрвăрринчи спирт завочĕн шаннă çыннисем (вĕсем магазина хăйсен продукцине илсе килнĕ) те пурччĕ. Ирхине 10 сехет çурă тĕлнелле магазина ял çыннисем йышлă пухăнчĕç.
Савăнăçлă уява райпо правленийĕн председателĕ А. Дмитриева уçрĕ. Вăл Именкассинчи районти самообслуживани йĕркипе ĕçлекен саккăрмĕш (ялсем хушшинче, райцентрсăр пуçне, пĕрремĕш) магазин пулнине палăртрĕ.
— Пирĕн магазинсем районти 48 ялта, пысăккисенче те, пĕчĕккисенче те, ĕçлеççĕ. Именкассинчи вĕсем хушшинче лайăх енĕпе уйрăлса тăрать. Кунта туслă йыш вăй хурать, хăй тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Вера Филипповна Михайлова хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрне суту-илÿ ĕçне панă. Магазин заведующийĕ Елена Леонидовна Владимирова райпо тытăмĕнче 1990 çултанпа. Анна Витальевна Владимирова сутуçă вунă çул ĕнтĕ ку магазинра тăрăшать. Аслисен опытне çамрăк йыш алла илсе пырать — Валентина Николаевна Иванова сутуçă ку магазинра икĕ çул, — терĕ хăй сăмахĕнче Альбина Ильинична.
Райпо правленийĕн председателĕ Красноармейски кооператорĕсен продукцийĕ пахалăхпа уйрăлса тăнине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, макарона хатĕрленĕ чухне кунта натураллă продуктсемпе (çăнăх, шыв) кăна усă кураççĕ, вĕсен тытăмне консервантсене пачах та кĕртмеççĕ. Çавăнпа пĕрлех вăл юлашки вăхăтра райпо тытăмĕнче пушă савăт-сапана пуçтарма пуçланине палăртрĕ.
— Ку ĕç райпона пысăк усă памасть — пушă кĕленче хакĕ йÿнĕ. Ăна эпир халăха кирлĕрен, вăл ыйтнипе тăватпăр. Малашне сăра кĕленчисене те туянма пуçлатпăр, — пĕлтерчĕ пуçлăх, именкассисене çĕнĕлле ĕçлекен магазин уçăлнă ятпа саламланă май.
Пухăннисем Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан А. Фролован сăмахне те тимлĕн итлерĕç.
— Ялта магазин çĕнĕлле ĕçлеме пуçлани — паллă событи. Çакă именкассисемшĕн пысăк чыс. Кунти сутуçăсем районта малтисен ретĕнче пулни пире савăнтарать.
Именкассисем харсăр, паттăр çынсем. Çакă нумаях пулмасть шыв насусне хута янă чух та лайăх палăрчĕ. Çынсем пулăшнипе кирлĕ мерăсем йышăнса, ăна хута яма май килчĕ, — терĕ хăй сăмахĕнче Алевтина Петровна.
Пуçлăх уява пушă алăпа килмен. Хăйпе пĕрле Именкассинчи кану çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх кружокĕн членĕсене илсе килнĕ. Пухăннисен умĕнче вĕсем пĕчĕк концерт пачĕç. Музыка инструменчĕсĕрех пулин те, вĕсем чăваш юррисене аван шăрантарчĕç.
Именкассисем вăл кун , райпо общепичĕн, çăкăр комбиначĕн, Сĕнтĕрвăрринчи спирт завочĕн (“Утренняя роса”, “Серебряный источник” шурă эрехĕсене), Етĕрнери аш-какай комбиначĕн (“Салями московские”, “Прима”, “Любительские сосиски, “Хлебец закусочный” кăлпассийĕсене) продукцине те тутанса пăхма пултарчĕç. Магазинра вăл кун акци те йĕркеленĕччĕ. 200 тенкĕлĕх тавар туянакана “пломбир” мороженăя тÿлевсĕрех илме май туса панă.