АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташă та — професси, вăл та чыс-сумлă

25 августа 2009 г.

 

Хальхи саманара пурăнма çăмăлах мар, çапах та хамăра савăнăç парасси — пирĕн хамăрăн ĕç. Чун çĕкленĕвне сÿнме памасăр “вутне” ялан хурсах тăмалла: халăхпа пĕрле утмалла, ăшăмăрсенче лайăх туйăм вĕрсе чĕртмелле.

Акă, газ уçлакансен поселокĕнчи Заволжски клуб чĕтресе, кĕрлесе кăна тăрать. Мĕн тăваççĕ-ши унта, алăкне уçса пăхар мар-и?

А-йуй! Кашни пÿлĕмрех ян! ян! сасă тăрать: юрлаççĕ те, ташлаççĕ те, алă ĕçне те хăнăхаççĕ, спектакль те хатĕрлеççĕ. Камсем тетĕр-и? Ара, шкул ачисем, пĕрремĕш класран пуçласа аслисем таранах. ”Паллаштарсамăрччĕ хăвăрпа, ĕçĕр-хĕлĕрпе, райхаçат урлă халăх туллин пĕлтĕрччĕ,” ыйтатăп клуб заведующийĕнчен П. З. Владимироваран.

Калаçма вăхăчĕ çукрах (кĕсье телефонĕ те час-часах “юрлать”, ытти ĕç-хĕл те чылай пулас) пулин те, акă мĕн илтрĕм Полина Захаровнаран.

—Паянхи куна илсен, —тет типтерлĕ те кăмăллă, хĕрĕхелле çывхаракан хĕрарăм, — пирĕн клубра тĕрлĕрен коллектив пур. Ташăпа кăна çыхăннисем те йĕркеленнĕ. Вăл “Çамрăклăх“ (“Юность”) ятлă. Анчах та унти ачасем 5 ушкăна пайланнă. Пурте вĕсенче шкулта вĕренекенсем ташлаççĕ (1-мĕшĕнчен пуçласа 11-мĕш класа çити), Тракри пур шкултан та çÿреççĕ. Списокра хальлĕхе 85 ача шутланать. Ытлашши илейместпĕр çав эпир — залсем çитмеççĕ. Балетмейстерсем 5-ĕн: Е. Иванова, Е. Тюмерова, Н. Алексеева (декретлă канура халь), Э. Романова тата Т. Ефремова. Кашнин икшер ушкăн. Пурте ятарлă пĕлÿ тата психологи наукине алла илнĕскерсем. Ачасемпе ĕçлеме пĕлеççĕ. Ăшă кăмăллă та чăтăмлă çынсем. Нихăçан та вĕсем пирки япăххине илтмен-курман.

Тата çитĕннисем валли те кунта çул уçă — “Клубный танец” ушкăн пурне те йышăнать — арçынсене те, хĕрарăмсене те. Пур ÿсĕмре пулсан та. Сцена валли мар ку, пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать теççĕ мар-и? Хальлĕхе 15 çынран тăрать ушкăн. Кĕрĕр-çÿрĕр, ташăпа туслă пулни савăклăх кÿрет çеç — пире те, пурне те.

“Юность” ташă коллективĕ кăçалхи çĕнĕ сезонтан тепĕр “турат” кăларать. Вăл “Грация” ят илĕ, эстрада ташшисем пулĕç репертуарта.” Паллах, пултаруллăраххисем, эстрадăна çывăх ачасем çÿреме кăмăллĕç ку ушкăна”, — чухласа илтĕм эпĕ.

—Ташă вăрттăнлăхне вĕрентекенсем хушшинче чи кĕçĕнни, — çуталарах панă куçĕсемпе пăхса илет клуб ертÿçи, — Татьяна Ефремова. Хăй çак ушкăнта 10 çула яхăн ташланăскер, каярах ташă ăсти пулса таврăнчĕ: республикăри культура училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ, 4 çул хушшинчех ЧПУри психологипе педагогика уйрăмне заочно майпа ăнăçлă вĕçлерĕ. Халĕ вăл 40 ачана ташлама хăнăхтарать. Ырă чунлă хĕр вăл пирĕн. Ĕçĕ-хĕлĕпе эпир мухтанатпăр та, савăнатпăр та, — тет Полина Захаровна малалла.

—Эпĕ “Колосок” ача садĕнче те тăрăшатăп-çке, —сăпайлăхне пытараймасть Татьяна Николаевна, — кашни ушкăнрах (яслисĕр пуçне) ташă хусканăвĕсене вĕрентетĕп. Музыка янраса кайсанах шăпăрлансем “па” (ташă хусканăвĕ, çаврăнăвĕ) тума пикенеççĕ. Вĕсене курсан “телейлĕ пирĕн ачасем “ тесе калассăм килет.

Малалла калаçнă май: “Клубах чун туртать ман”, —тет (унта вăл совместительствопа ĕçлет-мĕн ). — Садикре те аван-ха. Аслăраххисем “кăчăк туртаççĕ” пулмалла. Хамран çирĕпрех ыйтнине те килĕштеретĕп эпĕ.

— Мĕншĕн-ха сутуçă е библиотекарь, компьютер “тусĕ” пулман-ха эсир ?—кăсăкланатăп эпĕ, хĕре куçран сăнаса.

— Ташă чĕрем çумĕнче пурăнать-çке. Нихăçан та унтан уйрăлас çук, çакна пĕлсех тăратăп. Ачаран хускану тума юратнă та, халь тинех пăрахаяс çук. Ура вăйĕ, тăнăçĕ — ташă ăстин инструменчĕ. Вăл теплерех пăрахăçа тухма пикенсен (аллипе шак! шак ! тукалать хыт çĕре), ан пултăр та вăл, урăх ĕç тени, ташă пек хăват параканни пултăрччĕ.

Вăрттăн тем пĕлтерĕссĕн именсе кайса хĕр-упраç: “Ман ĕç-хĕлĕме хисеп тума пултарайман каччă ан çывхартăрччĕ çумма, ырăран та ырă пулсан та”, — тесе хучĕ. Тĕрĕсех, мĕн калăн кунта.

— Ташă пирки пĕр виç сăмах каламăр-ши? — тÿрремĕн ыйтрăм эпĕ.

— Ташăра эпир сăмахсăр-мĕнсĕр ăшри туйăма палăртатпăр, чун çĕкленĕвĕ çакна хăех пĕлтерет. Çавăнпа та дискотекăри евĕр пĕрешкел ташлани чăн киленÿ, ăс-хакăл памасть. Эпир ташă сюжетне пуянлатса, темине лартса куракана шухăша яма тăрăшатпăр. Кун пек киленÿ питех те усăллă. Ташăçсемпе пĕрлех “ташлаççĕ” концерт куракансем те. Эппин вĕсем сывă, савăнăçлă. Пире çакă кирлĕ те, — калаçать Таня.

Чап тени сар хĕре, Таньăна, халех хăваласа çитрĕ пулас:кăçалхи июнь уйăхĕнче Шупашкарта пулса иртнĕ конкурсра Т. Ефремова ертсе пынă ачасен чи пĕчĕк ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Республика шайĕнче ку чăн-чăн çĕнтерÿ ĕнтĕ.

“Юность” коллектива халь чылай çĕр-шывсенче те пĕлеççĕ. Район, республика кăна йышăнмасть текех ăна, Раççей хулисем те кĕтеççĕ пирĕн Трак ен ачи-пăчине. Акă, Оренбургра иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç вĕсем, Чулхула, Мускав, Туапсе, Иваново хулисенчен лауреатсем пулса тĕрлĕ сувенирсем (дивиди-плеер та пур ), дипломсем (вĕсем 80-ран та иртеççĕ) алла тытса таврăнчĕç. Чикĕ урлă та каçма тÿр килчĕ ташăçăсене. Стамбул (Турци), Берлин (Германи) хулисем те хаваспах кĕтсе илсе ăшшăн ăсатрĕç вĕсене.

—Пĕр ташăна куракан умне йăнăшсăр кăларма пире пĕр çулталăк вăхăт кирлĕ,—чыс-сумлăн, хăйне çирĕпрех тытса калаçать Полина Захаровна. — Пулать, тепĕр чух пĕр уйăх çеç тивет хатĕрленме. Çапах тăрăшатпăр, ташлатпăр, маххă памастпăр. Сцена ачасене пĕр тĕвве пухать, яваплăха туйма, ĕçе юратма хистет. Ку куç кĕретех ĕнтĕ, çапла пултăр та.

Таня Ефремова ăстаçă та чăтса тăраймарĕ, ăшри туйăмне пĕлтерме васкарĕ.

— Концерт умĕн ача питĕнче кулă çук пулсан, вăл хăрать, хăй пултараслăхне, вăйне шанмасть.Çавăнпа кашнине юратуллăн пăхса, ăшă кулăпа “хăвалатпăр”. Эпир иккĕмĕш амăшĕсем пек. Пирĕн айăппа никам та пăрахса утман-ха хальлĕхе. Пулмĕ те ку тетпĕр.

Каламаллах, ташă ĕçĕ те ĕçех вĕт вăл. Кашни ĕç —таса, чаплă, хаклă, эппин кирлĕ. Сехет хушшинчех кĕпе лачкам пулать те тарпа (хам та эпĕ çамрăкла ташă ушкăнĕнче пулнă-çке). Эппин ташăçăсен ĕçĕ хисеплĕ, сумлă. Мĕн чухлĕ вăй-хал илсе тухатпăр эпир концерт курнă хыççăн, нумая тăсăлать унăн вăйĕ, йĕрĕ ырă ĕçсем тума.

“Юность” ташă коллективĕ 6 çул хушшинчех (1996—2002 ) “халăх коллективĕ “ята çĕнсе илчĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче вара ăна йĕркеленĕренпе 13 çул çитет. Ара, 30-ра яхăн номер-ташă пĕр концертрах, 30 тĕрлĕ тум. Шутлăр-ха, епле йĕркеллĕ пулмалла ачасен.

Чăнах тĕлĕнмелле: Трак ен ачисем çапла чап çĕнсе илме пултарчĕç. Ах, вĕрентекенĕсем кам, питех те юмахри çынсем пуль? Çук. Пирĕн пекех чăваш, хамăрпа юнашарах пурăнаççĕ, хамăр майлах ĕçчен. Чи кирли — ача-пăчана юратаççĕ, чунне парса тăрăшаççĕ. “Заволжский” ЛПУМГ тăнăç парса тăни те вăй парать”, — теççĕ ăстасем.

Эх, кашни клубра çапла пулинччĕ! Такăр çул эппин сире, ачамăрсем! Тавах сире савăнтарнăшăн, хăвăрпа мухтантарса вăй-хал панăшăн!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика