25 августа 2009 г.
Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, “Трактор” операци-уйăхлăх пырать. Вăл августăн 1-мĕшĕнче пуçланнă, çак уйăхăн 31-мĕшĕнче вĕçленет.
Асăннă операци шучĕпе августăн 19-мĕшĕнче Пикшик, Чатукасси, Кĕçĕн Шетмĕ, Красноармейски, Еншик Чуллă, Алманч тата Упи ял тăрăхĕсенче пĕрлехи рейд иртрĕ. Ун вăхăтĕнче тупса палăртнă йĕркесĕрлĕхсем пирки айăплисене явап тыттарма 5 протокол çырнă.Вырмана тухнăранпа республикăра 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ: пĕри — хамăр районти “Шатьмăра”, тепри — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи “Свободăра”. Чăваш Енри тракторсемпе вĕсен прицепĕсене, хăй тĕллĕн куçса çÿрекен техникăна пăхса тăракан управлени начальникĕ В. П. Димитриев (вăл — пирĕн район кураторĕ, асăннă кун Трак енре пулчĕ) каланă тăрăх, çакăн тĕп сăлтавĕ — ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни. Çавăнпа та Владимир Павлович, ертÿçĕсен механизаторсенчен çирĕпрех ыйтмалли, тракторист-машинистсен инкек пулассинчен яланах асăрхануллă пулмалли, ĕç дисциплинине çирĕп пăхăнмалли пирки аса илтерчĕ.
Пикшике пăрăннă чух ЮМЗ трактора куртăмăр. Калас пулать, ăна хуçи — Виталий Степанов — çав тери типтерлĕ тытса тăрать. Анчах тракторăн хыçалти ураписен покрышкисем çуркаланнă, вĕсене хальтерех улăштарасчĕ.
Шупашкар — Чатукасси автоçул çинче, Типваралла пăрăнакан çулран кăшт иртсен, улăм тиенĕ трактора чарса тĕрĕслерĕмĕр. Техники Олег Волков фермерăн-мĕн. Ăна вăл кăçал та, пĕлтĕр те техника тĕрĕслевне тăратман, çавна май трактор патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман. 6345УУ номерлĕ МТЗ-80 маркăллă трактора тытса пыракан Валерий Матвеевăн çумра асăннă техникăна çÿретме ирĕк панине ĕнентерекен документ, путевой лист пулмарĕ. Кунсăр пуçне тракторăн блокировка, прицеп çинче страхлакан сăнчăр та çук.
— Мана Волков Çĕнĕ Выççăлкăна улăм илсе кайса пама хушнă, правине хам комбайн çине манса хăварнă, — тÿрре тухма хăтланчĕ Валерий Григорьевич. Çитменнине тракторĕн малти ураписен протекторĕсем те пĕр пек мар, тата ытти те.
Шăнарпуç ялĕ çумĕнчи пусăра пĕр комбайн ларатчĕ. Анатолий Игнатьев фермерăн иккен вăл. Ремень татăлнă та çĕннине илсе килессе кĕтет Анатолий Николаевич. Кĕç ремене илсе те килчĕç.
— Гектартан пĕр 40 центнера яхăн тухать пулĕ, — тет вăл, урпа пуссине, ун лаптăкĕ 10 гектар терĕç, ытараймасăр пăхса çаврăнса. Чăн та, урпи хÿхĕм çитĕннĕ, уйĕ таса. Ăнса пулнипе вăл вырăнăн-вырăнăн вырткаланă та.
Вырăнсенче тракторист-машинист удостоверенине алла илмен çамрăксене техника çÿретме явăçтарни тĕлĕнтерет. Акă, тĕслĕхрен “Нива” хуçалăхри Федор Матвеевах илер. Вăл, хăй каланă тăрăх, тракторист-машинист специальноçне 2001 çултах вĕреннĕ, удостоверенийĕ вара паянхи кун та алăра çук. Ăна эпир Красноармейски — Чатукасси çул çинче Кĕçĕн Шетмĕ сĕт-çу ферми тĕлĕнче тытса чартăмăр.
— Мана инженер сухалама кăларса ячĕ. Ку тракторпа тăваттăмĕш çул ĕçлетĕп, — тет Федор Геннадьевич. — Трактористсен курсĕн ертÿçи Н. Гаврилов патне темиçе хут кайсан та ăна тĕл пулаймарăм.
Трактористра ĕçлес шухăш çирĕп пулсан, нивушлĕ 8 çул хушшинче çав удостоверенине кайса илме вăхăт тупма май килмен. Тем, ĕненес килмест.
“Янмурзинори” Михаил Осипов çамрăк та, вăл тракторист курсне пĕлтĕр вĕренсе пĕтернĕ, тракторист-машинист удостоверенине алла илеймен-ха. Михаил Витальевич Пайсупин çумĕнчи уйра — ДТ-75, Анатолий Никитин “Белоруспа” çĕртме сухи тăватчĕç.
“Пинер” пĕрлешÿ иртнĕ çул 1025 “Белорус” трактор туяннă. Анчах ăна халĕ те патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕнче регистрацилеттермен. Йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни куç кĕретех. Тĕрĕссипе ку ĕçе техникăна хăваласа килсен 5 кун хушшинчех туса ирттермелле.
Алманч сĕт-çу ферми тĕлĕнче пире хирĕç МТЗ-82.1 трактор килни курăнчĕ. Ку — “Гигант” хуçалăхăн техники пулчĕ. Вăл та кăçал патшалăхăн тĕрĕслевĕ витĕр тухман тата ăна страхламан та. Унăн малти сылтăм урапин протекторĕ пĕр енчен çийĕнсе пĕтнĕ.
Çул çине удостоверенисĕр, путевкăсăр, трактор-машинăн ытти докуменчĕсемсĕр тухмалла марри пирки пĕрре кăна мар ас илтернĕ, анчах... Хисеплĕ механизаторсем, рейса тухас умĕн мĕн-мĕн манса хăварнине тепĕр хут тĕрĕслĕр, тархасшăн. Унсăрăн каллех сире штрафлама тивет. Çав укçа сирĕн ытлашши-ши?
И. Тимофеев, Ю. Агатьев, патшалăх технадзорĕн Вăрнар тата Красноармейски районĕсенчи инспекцийĕсен аслă инспекторĕсем.