АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма паттăрĕ

25 августа 2009 г.

 

“Янмурзино” хуçалăхри Юрий Гавриловпа Алик Арсентьев экипажĕ кăçал та, ытти çулсенчи евĕрех, вырмара хăйсене шанса панă “Дон - 1500 Б” комбайна тухăçлă ĕçлеттерет. Çакна районти комбайнерсем хушшинче пыракан ăмăртун пĕрремĕш çичĕ кунлăхри кăтартăвĕ те яр уççăн çирĕплетет. Асăннă тапхăрта ку экипаж, 362, 6 тонна ытла тырă вырса çапса, пĕррремĕш вырăн йышăннă.

Таврана каç ĕнтрĕкĕ паçăрах çапнă. Тепĕр вăхăтран тĕттĕмленсех çитрĕ. Çырма леш енче выракан комбайнсен çутисем таçта кайса çухалчĕç. Сывлăм ÿкрĕ тесе, е ани пĕтнипе пăрахса кĕчĕç-ши? “Тепĕр бункер та пулин вырасчĕ” тесе пычĕ хăй ăшĕнче Юрий. Çапла кашни каçах, унсăрăн епле-ха. Мĕн акса çитĕнтерни пиçсе çитнĕ, ăна çумăрсем пуçланиччен хăвăртрах алла илмелле вĕт. Вăхăчĕ, авă, кĕр еннеллех шăвать. Ку чухне йĕпе-сапаллă çанталăк пуçланасса кĕтсех тăр. Çавăнпа Юрий Гаврилов комбайнерпа ăна пулăшакан Алик Арсентьев уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курса юласшăн. Çине тăнине кура, вырса çапнă тырă хисепĕ те пĕчĕк мар, 8 пин центнертан иртнĕ. Районти комбайнерсем хушшинче пыракан ăмăртун пĕрремĕш эрнинче вĕсем, хăйсене шанса панă “Дон-1500Б” комбайн бункерĕнчен 362,6 тонна ытла çĕнĕ тырă парса, пĕрремĕш вырăна тухрĕç, куçса çÿрекен вымпела тата укçан премие тивĕçрĕç.

Юрий Петрович вырмара çĕнĕ çын мар. Хăйне шанса панă “уй-хир карапне” вăл кăçал та яваплă тапхăра тĕплĕн юсаса хатĕрленĕ. Çапла çеç ĕçре ăнăçу тума май килнине 23 çул хушшинче туйса илмелĕх пулнă ĕнтĕ. Яваплăха чунпа çирĕп туйса вăй хунипех вăл юлашки çулсенче комбайнерсен ăмăртăвĕнче малтисен ретĕнче пырать.

…Куçпа виçейми анлă хирсене пăхса савăнать паян вырма паттăрĕ. Çак иксĕлми пысăк пуянлăха çитĕнтерес çĕре сумлă тÿпе хывнишĕн хăй ăшĕнче мăнаçланать те пуль.

— Ĕнер 20 бункер патăм. Пĕлтĕр çĕр улми пулнă вырăнсенче тĕш тырă аван тухрĕ, тулли те, урпи те. Паян, авă, кăнтăрлаччен, 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен, 5 бункер çеç пулчĕ. Унта пулăх тăварĕ сахалтарах лекнĕ. Чипер пулсан, каçчен тепĕр 7-8 бункер вырса çапмалла-ха. Урпа, çурхи тулă вырса пĕтернĕпе пĕрех. Сĕлĕ хÿхĕм пирĕн, унта тухăç пулмалла, — хăй калассине пытармарĕ “уй-хир карапĕн” капитанĕ. — Виççĕмĕш çичĕ кунлăхра куçса çÿрекен вымпел пирĕн пата каялла килмеллех…Халĕ тырри лайăх тухать, вăл типĕ. Йĕтем çинче тасатса кăлараççĕ те склада кĕртсе хураççĕ…

Ку экипаж патĕнчен Александр Илларионов, хăш чух Эдуард Никифоров водительсем тырă турттарса тăраççĕ. Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртать комбайнер.

Пĕрремĕш вырма ун асĕнчен халĕ те тухма пĕлмест. Вăл çул Юра Гаврилова Юрий Илларионов (халь вăл пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, унăн тăпри çăмăл пултăр — автор) ăста комбайнер çумне çирĕплетнĕччĕ. Аслă ĕçтешĕ ун чух ăна ĕçри вăрттăнлăхсене самай алла илме пулăшрĕ, вĕсемпе паянхи кун та туллин усă курма тăрăшать Юрий Петрович. Пурнăçра пухнă пуян опыта халĕ вăл хăй ыттисене, сăмахран, хăйне пулăшакан Алик Арсентьева, ывăлне — Петьăна — парать. Çакăнта ăна курссенче пулса пĕлĕве ÿстерни те пулăшать.

— Ытти çулсенче яланах тырă акнă, кăçал вара акаймарăм. Т-150К трактор çирĕплетсе пачĕç те ытларах çĕр хатĕрлеме тиврĕ, — каласа парать Юрий Петрович.

Ю. Гаврилов питĕ опытлă та ĕçчен, пултаруллă çын. Çавăнпа та ун валли хĕлĕн-çăвĕнех ĕç пур, ан ÿркен çеç. Хĕлле вăл трактор çÿретет, фермăна выльăхсем валли утă-улăм тата ытти те турттарать, çулсене хырса юртан тасатать. Çуркуннепе уй-хир ĕçĕсене хутшăнать: акма çĕр хатĕрлет, акать. Ун хыççăн тĕрлĕ грузсем турттарать, сенаж таптать тата ытти те. Тырă пухса кĕртме вăхăт çитсен, комбайн çине куçса ларса, хăй акса çитĕнтерме хутшăннă тĕш тырăсене вырса çапма кÿлĕнет. Вырма хыççăн вара — сухалама.

Ÿркенмен — ăста пулнă, тесе ахальтен каламан. Ку сăмахсене Ю. Гаврилов пирки каланăнах туйăнать. Çăкăр çитĕнтерекенĕн профессине вăл мĕн ачаранпах кăмăлланă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тракторист- машинист профессине алла илнĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă хыççăн, малтанах водительте тăрăшнă. Тепĕр икĕ çултан Юрий Илларионовпа пĕрле “хурçă ут” çÿретме пуçланă. Çамрăк техника патне туртăннине тата ăна аван ăнкарнине, çавăн пекех пултарулăхне курах ĕнтĕ, каярахпа ăна кăткăсраххисене шанса панă.

— Хăшĕ-пĕрисем ăçта лайăхрах, унта ĕçлеме кайма тăрăшаççĕ. Манăн вара çуралса ÿснĕ çĕртен инçе каяс килмест, ĕçлесен вырăнтах çитĕнÿ тума, япăх мар ĕçлесе илме пулать. Мĕн хушнине кирлĕ пек пурнăçлама çине тăмалла, вара эсĕ коллективра хисеп çĕнсе илетĕн, — пĕлтерет Юрий Петрович.

Ю. Гаврилов ывăлĕнче те — Петрта та — тăван тăрăха юратас туйăм çуратнă. П. Гаврилов Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе кăçал агроном специальноçне алла илчĕ. Хĕрÿ ĕç çи пуçлансан, вăл та Сергей Егоровпа пĕрле тăван хуçалăхра СК-5 “Нива” комбайнпа тырă вырма тухрĕ. Халĕ вăл, ашшĕ пекех, хĕрÿ ĕç çире ытларах тырă тĕшĕлесе илессишĕн çине тăрать. “Улми улмуççинчен аякка ÿкмест” тесе ахальтен каламан-тăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика