25 августа 2009 г.
Кинемин аллинче савăнăçпа кулакан пĕчĕк хĕр ача. Пĕчĕк хĕрача — манăн анне, ватă çын — манăн аслă асанне. Ялта ăна вăрçă пынă чухне Честнăй Сантăр, тенĕ. Илемлĕ сăн-питлĕ, яштака кĕлеткеллĕ, хура вăрăм çÿç пилĕкрен иртнĕ. Шăнкăр-шăнкăр тенкисене çакса каçхине вăййа тухнă, ялти яшсем ун çинчен куç илмен. Пур ĕçе те пурнăçлама пултарнă вăл. Утă çулнă, тырă вырнă чух ăна çитекенни пулман, тет. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ пулнă. Çак хĕре мăшăр тума суйласа илнĕ те Микулай, Алманчри маттур каччă.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Ачисене хăварса, хаяр вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Микулай фронта тухса каять. Мĕн пур йывăрлăх хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ çине тиенет. Сантăрăн ун чухне виçĕ ача пулнă: Вера 4 çулта, Виталий 2-ре, ашшĕ фронта тухса кайсан çуралнă Юра.
Пирĕн тăрăхра пулясем шăхăрман, тупăсен сасси илтĕнмен пулсан та, ялта та вăл тапхăрта хĕрÿ ĕç вĕренĕ: кăнтăрла тырă вырнă, каçхине авăн çапнă, лашапа патшалăха тырă леçнĕ. Мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă.
Хĕл ларнă. Сивĕсем çитнĕ. Пÿрт-çурта хутса ăшăтма вутă-шанкă кирлĕ пулнă. Ачасем амăшĕсемпе пĕрле пилĕк таран юр тăрăх ашса çывăхри вăрмантан хăрăк турат йăтнă. Алманчри чи ватă çын, 93-ри Кулине аппа çапла аса илет: “Пĕррехинче эпир, хĕрарăмсем, лашасемпе Вăрнара вутта кайнăччĕ.Хĕлле. Сивĕ. Сантăр ултă уйăхри ывăлне пĕрле илсе пычĕ. Килте хăварма май пулман-ши? Тулли лавсемпе каялла килнĕ чух Сантăрăн лаши Вăрнар тăвайккинчен ниепле те туртса хăпартаймасть. Чĕркенĕ ачана юр çине хутăмăр та лава çуррине пушатрăмăр. Çапла майпа тăвайккинчен аванах хăпартăмăр. Пушатрăмăр, çур лавĕ патне тепĕр хутчен антăмăр. Ачана алла илсе аран-аран хăпарса çитрĕмĕр. Нушаланса çур çĕр тĕлне Алманча çитрĕмĕр”.
Вăрçă çулĕсем пирĕн асаттесемпе асаннесен ачалăхне туртса илнĕ. Сантăрăн тăватă çулхи хĕрĕн, Верăн, аслисем кунĕ-кунĕпе ĕçре чух шăллĕсене пăхмалла пулнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтнĕ тĕлелле Вера тăхăр çулхи ача пулнă. Вăл амăшĕ ĕçрен килнĕ çĕре апат пĕçерме пултарнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхнă, кăмака хутнă.
Ватă Ульки асаннен аса илĕвĕ те интереслĕ: “Сантăр ир-ирех тăратчĕ. Пире ĕçе тухсан çĕр улминчен теркăласа пĕçернĕ икерчĕ çитеретчĕ”. Пирĕн мăн асанне питех те тĕрĕс çын пулнă. Килте виçĕ ачи выçă ларнă пулсан та, вăл нихăçан та хиртен пĕр ывăç тырă та, пĕр çĕр улми те илсе кĕмен. Тырă вырнă чух тĕрĕслекенсем ун ани çинче пĕр пучах выртса юлнине те асăрхаман. Ĕçе типтерлĕ тунăшăн, колхоз пурлăхне тĕкĕнменшĕн ăна Честнăй Сантăр тенĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхшăн ăна тăватă медальпе наградăланă. Хăйĕн виçĕ ачине — Верăна, Виталие, Юрăна, мăнукĕсене ĕçчен, тирпейлĕ, таса чунлă пулма вĕрентнĕ Честнăй Сантăр.
Фронтран кĕтсе илеймен хăйĕн юратнă мăшăрне Сантăр. Кĕçĕн ывăлĕ Юра ашшĕн чĕрçи çинче сиксе курайман. Виталий Николаевич та тăван ашшĕне астумасть. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне ытла та пĕчĕк пулнă çав вăл. Упăшкинчен пĕртен пĕр çыру илнĕ Сантăр, унта “ачасене лайăх пăх” тесе çырнă пулнă. 1942 çулта Сталинград хулишĕн пынă пĕр тан мар çапăçура пуçне хунă юратнă мăшăрĕ. Упăшкин сăмахĕсене Сантăр яланах асра тытнă. Ачисем ашшĕсĕр ÿснĕ пулсан та, сывă, ăслă-тăнлă çынсем пулса çитĕннĕ. Эпир, аслă асаннен Виталий ывăлĕн кĕçĕн мăнукĕсем — Виталий, Анюта, Дима — хамăрăн аслă асаттепе асаннен пурнăçĕ çинчен нумай пĕлтĕмĕр. Ун пек нуша, хурлăх тек нихăçан та ан пултăр. Пирĕн, кĕçĕннисен, ырă та савăк пурнăçа хаклама пĕлмелле, Сантăр асанне пек таса чунлă пулма тăрăшмалла. Пурнăç темĕнле йывăр пулсан та вĕсем яланах чăтăмлă пулнă, ял-йышра хисеплĕ çынсем шутланнă, ĕçченлĕхпе, тÿрĕ кăмăлĕпе палăрнă, ачисене те çапла вĕрентнĕ.
Халĕ эпир ырă та лăпкă саманара пурăнатпăр.
Выçлăх мĕн иккенне пĕлместпĕр. Тавах асаттесемпе асаннесене. Вĕсем паянхи савăк куншăн иртнĕ вăрçăра пуçĕсене хунă, юн юхтарнă, тылра ырми-канми ĕçленĕ, çĕнтерĕве çывхартнă. Эпир вара, çамрăксем, аслă ăрăвăн лайăх енĕсене малалла тăсса пыратпăр.