25 августа 2009 г.
Çак кунсенче район пуçлăхĕ С. А. Николаев Пенза облаçĕнчен килнĕ хăнана — Н. Н. Чиркова йышăнчĕ, Трак тăрăхĕнчи паллă çынсем çинчен каласа паракан “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнеке парнелерĕ.
Николай Никифорович Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ. Хутарти вăтам шкул хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1981 çултанпа Пенза хулинче ĕçлесе пурăнать, халĕ — Пенза облаçĕнчи чăвашсен наци культурин автономийĕн ертÿçи, чăвашлăха аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывать.
Хăна пĕлтернĕ тăрăх, облаçра чăвашсен çичĕ ялĕ пур, пĕтĕмпе ку тăрăхра 7 пине яхăн чăваш пурăнать, паллă çынсем чылайăн тухнă: Социализмла Ĕç Геройĕсем — иккĕн, П. К. Чернов вара Ленин орденне тивĕçнĕ. Лена Ильдейкина тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăнă. Пултарулăх çыннисем те нумайăн чăвашсем хушшинче. Коля Архипкин, сăмахран, маттур хут купăсçă çеç мар, паллă спортсмен та. “Асамат” ансамбль, ачасен, çамрăксен тата ветерансен пултарулăх коллективĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем чăваш юрри-кĕввине хаваспах шăрантараççĕ.
Район пуçлăхĕ инçетрен килнĕ хăнана ăшшăн ăсатса ячĕ, Пенза чăвашĕсене салам калама ыйтрĕ.