25 августа 2009 г.
Витали витене кĕрсессĕн те, лашасене пыра-пыра ачашлать, вĕсемпе калаçать. Кĕсьере çăкăр мĕн пулсассăн, — çитерет.
Халь хуçалăхра лашасене пĕтерчĕç. Ялта Якку Палч предпринимателĕн анчах вĕсем. Темиçе пуç.
— Атте, атя эпир те лаша илетпĕр, — терĕ пĕррехинче Витали.
Ашшĕ тăруках нимĕн те шарламарĕ.
— Çынсем мотоблок туянаççĕ, эсĕ — лаша! — хирĕçлерĕ амăшĕ.
— Ара, вăл çынсен ачисем пек çăмăл машина илсе пама ыйтмасть-çке, — ывăлĕн хутне кĕнĕ пек пулчĕ ашшĕ.
Витали килте çук чухне ашшĕпе амăшĕ лаша пирки тавлашса та илчĕç.
Тепĕр пĕр-икĕ кунтан:
— Ыйтса пĕл-ха: Якку Палч сутать-и пĕрне? Сутсан, илĕпĕр те, — кăмăллăн каларĕ ашшĕ.
Ку Виталие хавхалантарчĕ. Майлă вăхăтра вăл Якку Палча курчĕ.
— Мĕн калас, — терĕ предприниматель, — ялта лашасене питех юратса каймаççĕ. Лаша вăл... Сана, Витали, лашана юратма хăюллăх çитернĕшĕн, тупата турăшăн!, пĕр тихине парнелетĕп. Ман виçĕ юпах тиха! Хăшне кăмăллатăн — суйла!
Витали Якку Палч каланине ĕненмесĕр тихасем çине пăхса тăчĕ. Пĕри сакăл ураллă, тепри — хура турă, виççĕмĕшĕ — çăлтăр хушка.
— Çакă, — çăлтăр хушка тиха çине кăтартрĕ Витали.
Кăна та пĕлтерем: ялти шкул хыççăн Витали Шупашкарта зоотехника пĕлĕвне илчĕ. Ашшĕпе пĕрле сурăх ферми тытаççĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче мотоблок кĕрлени те, лаша кĕçĕнни те илтĕнет.
Предприниматель парнеленĕ юпах тиха ĕç лаши ĕнтĕ. Парне ятлă. Унăн тихи те пур. Хăй пекех çăлтăр хушка.