АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ушкăн — Ванюшкассинче

25 августа 2009 г.

 

Иртнĕ информаци кунĕнче “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕн директорĕпе И. Козловпа Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче пултăмăр.

Вырăна çитсен пирĕн ушкăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Андреева, милицин участокри уполномоченнăйĕ С. Егоров хутшăнчĕç. “Нива” ЯХПК ертÿçи И. Петров хуçалăхра вырма ĕçĕсем епле пынипе кĕскен паллаштарчĕ. Унтан эпир Ванюшкасси йĕтемĕ çине çул тытрăмăр.

Çанталăк кĕр еннелле сулăнчĕ. Çакна уй-хире тухсан кĕрхи çĕртме тăвакан, кĕрхи культурăсем акакан агрегатсене, ял çыннисем хăйсен выльăх-чĕрлĕхне хĕл каçарма хатĕрлесе анкартисенче янтăласа хунă утă-улăм капанĕсене курсан та аван туятăп.

Ванюшкасси йĕтемĕ çинче хĕрÿ ĕç вĕрет. Бригада ĕçченĕсем кунти юлашки тырра тасатаççĕ, теприсем çĕр пайĕшĕн, ĕç кунĕшĕн тырă илеççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Андреева сăмах илсе информаци кунĕн темипе, ушкăн членĕсемпе паллаштарчĕ. И. Козлов районта вырма ĕçĕсем епле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Кĕçĕншетмĕсен те ĕç çи япăх мар пырать: кăçал 600 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсем пухса кĕртмелле пулсан, унăн 80 процентне яхăн вырса çапнăччĕ. Гектарти тухăç 18 центнерпа танлашать. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, 150 гектар кĕрхи культурăсем акнă.

Информаци кунне хутшăннисене (унта 20-е яхăн çын пулчĕ) ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ-хĕлĕ те интереслентерчĕ. Кăçал 452 çынна вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармалла, çак тапхăрта 410 çынна вăхăтлăх ĕç тупса пама май килнĕ. Çулталăк вĕçлениччен 15 çынна (3 çынна пулăшу кÿнĕ) фермер хуçалăхĕ, микроферма йĕркелеме, вĕлле хурчĕсем тытма пулăшу кÿмелле.

Милицин участокри уполномоченнăйĕ С. Егоров кăçалхи 7 уйăхра ял тăрăхĕн территорийĕнче тунă преступленисемпе паллаштарчĕ. Йĕтем çинчи М. Антоков машинист паспорт улăштарас йĕрке çинчен каласа пама ыйтрĕ. А. Платонова Ванюшкассине çитекен çул шăпи хумхантарать. “Комисси ăна хытă сийлĕ çул тесе йышăннă , тĕрĕссипе унта вĕтĕ чул çеç сарнă-çке. Тепĕр икĕ-виçĕ çултан унта мĕн пулĕ”, — терĕ вăл.

Çак йĕркесен авторĕ çырăнтару ыйтăвĕпе тухса калаçрĕ. “Ытти çулсенче пире хамăра кăмăла каякан кăларăмсене хуçалăх çырăнса панă. Кăçал вара бухгалтерисем хамăр укçапа çырăнма сĕнеççĕ”, — терĕ хĕрарăмсен ушкăнĕ.

О. Андреева çĕре, пурлăха регистраци палати витĕр кăлармалли, тĕрлĕрен налуксене вăхăтра тÿлемелли, тирпей-илем пирки чарăнса тăчĕ. “Яманаксене çĕр пайĕшĕн виçĕ тĕслĕ тырă параççĕ, пирĕн “Нива” хуçалăх ертÿçисемпе калаçса пăхмалла”, — терĕ Ольга Валерьяновна.

Юлашкинчен информаци кунне хутшăннă ушкăн Ванюшкасси витĕр утса тухрĕ, ял варринчи çĕнетнĕ пĕвепе паллашрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика