АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пултарулăхĕ иксĕлми

25 августа 2009 г.

 

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ ÿсекен ăрăва хушма пĕлÿ паракан нумай профильлĕ учреждени шутланать. Паян кунта ачасене çак енсемпе вĕрентÿ çăмаллăхĕсем параççĕ: ÿкерес ăсталăхпа эстетика, культурологи, физкультурăпа спорт, экологипе биологи, техника, туристпа краеведени.

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ хăй умне çакăн пек тĕллевсем лартать: ачасене вĕрентÿ пĕрлешĕвĕсене явăçтарасси; каччăсемпе хĕрсен интеллектлă, творчество потенциалне аталантарасси; аслă вожатăйсемпе вĕрентÿ пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене методика пулăшăвĕ парасси;сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси; çул çинче харпăр хăйне тĕрĕс тытас тата инкек-синкекрен сирес ĕçе вăйлатасси; шкулта вĕренекенсене спорт вăййисене хутшăнтарасси; вут-кăвартан сыхланас ĕçе явăçтарасси. 2008—2009 вĕренÿ çулĕнче пултарулăх çуртĕнче ачасен интересĕсене тĕрлĕрен пĕрлешÿсем 7 енпе тивĕçтернĕ: ÿкерес ăсталăх енĕпе 2 пĕрлешĕве 63 ача çÿренĕ, культурологи —1 (20), физкультурăпа спорт — 3 (67), экологипе биологи — 2 (43), техника — 2 (41), туристпа краеведени — 2(44), ăста алăсем — 5 (110). Çапла вара иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 8 вĕренÿ учрежденийĕнчи 17 вĕренÿ пĕрлешĕвне 388 ача çÿренĕ. Педагогсен коллективĕ хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Вĕренекенсене пĕрлешÿсен занятийĕсене явăçтарас тĕллевпе творчество конкурсĕсем (27), олимпиадăсем (2), фестивальсем (4), спорт ăмăртăвĕсем (4), акцисем (3), пĕлĕве анлăлатмалли тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ.

Пирĕн пултарулăх çурчĕн уйрăмлăхĕ — унăн нумай енлĕ ĕçĕ. Кунта вĕренÿ, воспитани, методика, канăва йĕркелени, информаци, профилактика, ытти енсем кĕреççĕ. Иртсе кайнă тапхăрта вĕренÿпе воспитанин мĕн пур ĕçне Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулталăкĕсене халалларăмăр. Мероприятисене хĕрсемпе каччăсен патриотизмĕпе гражданлăхне ÿстерес, тăван енĕн çут çанталăкпа культура пуянлăхне типтерлĕн упрас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ачасене ĕç воспитанийĕ парас, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине хатĕрлес тĕлĕшпе тулли ĕçсен планне хатĕрленĕ. Асăннă планăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — вĕреннĕ, культурăллă, чыслă та ятлă-сумлă, творчествăлла пиçсе çитнĕ яш-кĕрĕме воспитани парса ÿстермелле.

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне çÿрекенсем мĕн пур вĕренекенсен 19 проценчĕпе танлашаççĕ. “Çамрăк вăрманçă” (Л. В. Фролова), “Çавал хумĕсем” (Г. В. Борисова), “Техникăлла модель тăвасси” (И. П. Матвеев), “Мастерица” (И. Г. Иванова), “Кăмăл” (З. П. Михайлова), “Çемçе тетте” (В. Н. Евграфова) вĕренÿ пĕрлешĕвĕсене çÿрекен ачасем йышлă. Ырă ĕçĕн хисепĕ пысăк: пирĕн ачасем республикăри мероприятисенче призлă 52 вырăн йышăннă. Çакăнта Л. В. Фролован, И. Г. Иванован, Н. Э. Тихонован, Г. А. Ефимован, И. П. Матвеевăн тÿпи иксĕлми.

Пирĕн учрежденире 19 педагог вăй хурать, вĕсенчен 2-шĕ штатлă ĕçченсем,17-шĕ пĕр вăхăтрах икĕ ĕç пурнăçлать, 14-шĕ—хĕрарăмсем. Вĕсенчен 2-ĕн—аслă, пĕрин—пĕрремĕш, 8-шĕн квалификациллĕ иккĕмĕш категори. Паянхи куна 6 педагог—автор, 7-шĕ — адаптациленĕ, 7-шĕ модификациленĕ программăсемпе ĕçлеççĕ. Кашни программи тĕрлĕрен.

Художество пултарулăх творчествине икĕ вĕренÿ пĕрлешĕвĕ кĕрет:” Савăнăçлă ноткăсем” (Н. В. Никитина), “Çавал хумĕсем” (Г. В. Борисова). Вĕренÿ пĕрлешĕвĕсен тĕп тĕллевĕ—пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсен пултарулăхне пур енлĕн аталантарасси. “Мастерица” (И. Г. Иванова), “Рукоделие” (Г. А.Ефимова), “Çемçе тетте” (В. Н. Евграфова), “Техникăлла модель тăвасси” (И. П. Матвеев), “Ăста алăсем” (Н. Э. Тихонова) вĕренÿ пĕрлешĕвĕсем иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Чылай ачасем темиçе вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿреççĕ. Ку тĕп вĕренĕве нимĕнле сиен те кÿмест. И. Г. Иванова, В. Н. Евграфова, Г. А. Ефимова педагогсем автор программипе ĕçлерĕç. “Ăста алăсем” вĕренÿ пĕрлешĕвĕнче тĕрĕ тĕрлессипе палăрчĕç. Кунти ачасем хăйсен ĕçĕсене кăтартуллă выставкăна тăратрĕç. “Çемçе теттерисем” вара каçхи бал ташшисен кĕписене çĕлесе хатĕрлессипе тăрăшрĕç. Декоративлă прикладной енĕпе ăсталăха ÿстерекенсем çакăн евĕр выставкăсем йĕркелерĕç: “Пĕрремĕш япаласен выставки”, “Çĕнĕ çул япали”, “Аннесен кунне халалланă курав”, “Ача-пăча адресĕ — Раççей” фестиваль. Кăçал вара “Акатуй-2009” выставкăна Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалларăмăр. Куравпа пурте кăмăллă юлчĕç. Çакăн евĕр выставкăсем ирттерни ачасен ăсталăхне чылай ÿстерет. Çакна палăртма кăмăллă: “Техникăлла модель тăвасси” тата “Рукодельница” вĕренÿ пĕрлешĕвĕсем çак тапхăрта Упи вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче тăтăшах выставкăсем йĕркелерĕç, ачасем çут çанталăка тухса пулас ĕçсем валли япаласем пухрĕç.

Февраль уйăхĕнче Шупашкарта творчествăлла проектсен “Шырав” ятпа республикăри наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта пирĕн учрежденирен “Техникăлла модель тăвасси” (И. П. Матвеев), “Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ” (Н. В. Кривошеев) вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Çак тĕрĕслеве ачасем те, пĕрлешÿ ертÿçисем те пысăк яваплăх туйса хатĕрленчĕç. Д. Иванов (“Техникăлла модель тăвасси”), С. Соловьев, В. Иванов (Трак гимназийĕ) хатĕрленÿ проекчĕсене аван хÿтĕлерĕç. Апрельте вара “Ăста алăсем” пĕрлешÿ вĕренекенĕсем — А. Тихонова, О. Павлова, А. Меркушова, С. Столярова “Ача-пăча адресĕ —Раççей” республикăри выставкăна хутшăнчĕç, свидетельство илчĕç. Т. Ананьева, Е. Попова (Трак гимназийĕ) республикăри “Чăваш ен, тăван ен” фотоконкурсра 2—3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче спорт енĕпе “Сĕтел çи теннисĕ” (В. Н. Афанасьев), “Шахмат тата шашка” (В. В. Ильин), “Çамрăк армеец” (Л. Г. Александров) пĕрлешÿсем ĕçлерĕç, вĕсене 67 ача çÿрерĕ.

Районти ачасене экологипе биологи  вĕренĕвĕ парас тĕлĕшпе 2 пĕрлешÿ ĕçлет, унта 43 ача çÿреме кăмăл тунă. “Çамрăк вăрманçă” (Л. В. Фролова, Упи) , “Çут çанталăкăн çамрăк тусĕ” (Г. В. Яковлева, Алманч) ку енĕпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Пĕрлешÿсене çÿрекен ачасен вăтам çулĕ — 10—14 çул. Ачасем асăннă тапхăрта походсене тухса çÿренĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, тăван ен çут çанталăкĕпе интересленнĕ, гербарисем пухнă. “Çамрăк вăрманçăри” ачасем республикăри çут çанталăк тĕнчине кăна мар, ытти çĕр-шывсенне те тĕпчеççĕ. Л. В. Фролова пулăшнипе çамрăк вĕренекенсем “Йывăç кунĕ” çурхи акци ирттернĕ, “Кĕркунне йывăç лартасси-2008” номинацире—пĕрремĕш, “Çуркунне йывăç лартасси-2008” номинацире виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ачасем районпа республикăра иртекен мĕн пур мероприятисене хутшăннă. Шупашкарта иртнĕ “Кайăк кунĕнче” Алманч вăтам шкулĕ,” Экологи форумĕ-2009” мероприятинче А.Жукова (Трак гимназийĕ, 1-мĕш вырăн), Т.Михайлова (Шывпуç шкулĕ, 1-мĕш вырăн), А. Михайлов (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул, 2-мĕш вырăн), С. Емельянова (Еншик Чуллă, 2-мĕш вырăн), О.Тимофеева (Шывпуç шкулĕ, 2-мĕш вырăн) палăрнă. Ку евĕр ырă япаласене татах асăнма пулать. Акă экологи юмахĕсен тупăшăвĕнче Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн ачисем палăрчĕç, виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Унсăр пуçне Д. И. Менделеевăн 175 çулхи юбилейне халалланă Пĕтĕм Раççейри тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕн Чăваш енри этапĕнче В. Борисов сертификат илчĕ, экологипе ирттернĕ наукăпа практика конференцийĕнче Д. Николаев — пĕрремĕш, Чăваш енри вăрманçăсен олимпиадинче Д.Николаев — виççĕмĕш, Пĕтĕм Раççейри “Ача-пăча энергийĕ” республикăри тапхăрĕнче А. Антонова, Т. Александрова (Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕ) 1—2-мĕш вырăнсене йышăннă.

Çавăн пекех Алманч вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, “Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем” пĕрлешĕве çÿрекенсем, çăл куçсемпе пĕвесене шефа илнĕ, тăтăшах тĕрлĕрен субботниксем ирттернĕ.

Пирĕн ачасем республикăри тĕрлĕ мероприятисенче призлă 52 вырăн çĕнсе илчĕç. Вĕсенчен вуннăшĕ—пĕрремĕш, вун пĕрĕшĕ—иккĕмĕш, вун саккăрăшĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Диплом (6), грамота (2), тĕрлĕрен свидетельство (10), сертификат (4) илме пултарчĕç пирĕн ачасем. Иккĕн лауреатсем пулса тăчĕç, тата иккĕн тав хучĕсем илме пултарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика