АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ванюшкассинче йĕрке пур.

25 августа 2009 г.

 

Ванюшкассине Вутлан урлă утрăм. Тĕрĕссипе, Пушмаккасси (халь Вутлан) витĕр тухса, Пшонкă плотини еннелле çул тытрăм. Çуран тем те асăрхатăн, куратăн çав. Акă, Вутлан урамĕпе çырми-çатринче йĕрке çукки палăрчĕ. Пĕтĕм çÿп-çапа çырма-çатрана тултараççĕ кунта. Тата Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе чылай çурт-йĕр çине номерсене те çырса çапман.

Ванюшкассине Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчен сăртпа улăхрăм. Сулахайра — Мăн çырма, сылтăмра вăрман тăрăхĕ тăсăлаççĕ. Çанталăк шăмшака пăчлантарсан та сиплĕ, уçă сывлăша сывласа ярса пусма кăмăллă. Юманлăх каш! кашлакан çырмапа юнашарах выраçнă Ванюшкасси. Красноармейскинчен чылай аякра ларать пулин те, тирпей-илемшĕн çине тăни куç умĕнчех ванюшкассисен. “Знатная” урамри ял хапхине — тимĕр алăка — уçса кĕтĕм. Сăмах май, урамсен кашни вĕçĕнчех уй хапхисем сыхланса ялнă ялта. Вĕсене асăрхаса, юсаса тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе Юрий Леонтьев ял старости пирки ыррине çеç каламалла.

Вăрăм урамри кашни çурт çинчех номерсем. Акă, яла кĕрсен сылтăмри кирпĕч çурт — 22-мĕш, сулахайри 23-мĕш номерлисем пулнине асăрхарăм. 24-мĕш номерлĕ пĕчĕк çуртра юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çавна шута илсех ĕнтĕ çуртăн номерне вăхăтлăха сарай çине вырнаçтарнă.

Кашни кил-çурт умĕнчех тирпейлĕ те таса. Мĕн пурĕ ялта тăватă урам шутлансан, кашни мĕн ятлине, миçемĕш номерлине хăвăртах вуласа пĕлме пулать. Акă, Çăкалăхпа “Знатная” урамĕсене çыхăнтарнă çĕрте пĕве пур. Халь ăна техника вăйĕпе усă курса çĕрпе хăпартнă. Çак ĕçе пурнăçлама ванюшкассисене хăйсен ентешĕ — Ванюшкассинче çуралнă, халь республикăри тулли мар яваплă “Бройлер” пĕрлешĕвĕн Генеральнăй директорĕ Вадим Иванович Николаев спонсорла пулăшу кÿнĕ. Сăмах май вăл ялта йывăçран капмар çурт лартнă.

Асăннă ялти çынсем колонкăсемпе усă кураççĕ. Вĕсем тавралли карта-хурана 2004 çулта юсаса çĕнетнĕ.

— Ку тăрăхра çыннисем кăмăллă. Тирпей-илем ыйтăвĕ вĕсен чун-чĕринче вырнаçнă. Апла пулсан, вăл е ку ĕçе тытса тума та турткалашмаççĕ. Колонка тавралли карта çĕрĕшнĕ е хуçăлнă тăк, ăна кил хуçисем хăйсемех “сăн” кĕртеççĕ, — тет Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева. — Ванюшкассисенчен тĕслĕх илмелли пурах.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика