АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нестер Янкас пĕрлĕхĕ 20 çул тултарас умĕн

25 августа 2009 г.

 

1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхе туса хунă. Вăл Янкасра çуралса ÿснĕ Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) сăвăç-лирик ячĕпе çыхăнать. Кăçалхи нарăсăн 20-мĕшĕнче ентешĕмĕр çуралнăранпа 100 çул тултарнине паллă тунă.

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинче тăватă ыйту пăхса тухнă. Чи пирвайхипе правлени председателĕ, райхаçат редакцийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пайĕн редакторĕ Г. Ефимов-Тусли пĕрлĕх кăçалхи икĕ уйăхра еплерех ĕçлени пирки информаци тунă.

Авăн (сентябрь) паллă кунсемпе пуян. Акă, сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕрекаçра çуралса çитĕннĕ, халь Шупашкарта пурăнакан Филипп Андреевич Андреев çыравçă — тăхăр вуннă, 1939 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Малти Тракра кун çути курнă Леонид Илларионович Антонов (Малтикас) сăвăç çитмĕл çул тултараççĕ.

Кăçалхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти Н. Янкас премийĕн лауреачĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членĕ Юрий Васильевич Шепилов пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитет. Манмаççĕ композитора Трак тăрăхĕнче.

Правлени ларăвĕнче çÿлерех асăннă ентеш çыравçăсен — Ф. Андреевпа Л. Антоновăн юбилейĕсене чысламалли кунсене палăртрĕç. Сăмахран, Филипп Андреевича сума суса сентябрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Упири тĕслĕх библиотекăра вулакансем пухăнаççĕ, çыравçăн пурнăçĕпе творчествăри ĕçĕ-хĕлне тишкереççĕ. Кунта библиотека çумĕнчи “Сурпан” фольклор ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарĕ.

Л. Антонов (Малтикас) поэтăн çитмĕл çулхи юбилейне асăннă уйăхра тĕп библиотекăри вулав залĕнче ирттерме пăхнă. Пухăннисем унта юбилярăн анчахрах Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” издательствăра 300 экземплярпа çапăнса тухнă “Кун-çул пусми” кĕнеки презентацине йĕркелеççĕ.

Ю. Шепилова сума суса асăну каçне ирттерессипе йĕркелÿ комитетне туса хунă. Ларура çавăн пекех пĕрлĕх 20 çул тултарнă май, ăна йĕркелесе уявлас енĕпе çывăх вăхăтрах пурнăçламалли ĕç планне пăхса тухса çирĕплетмелли çинчен те калаçнă.

Тăваттăмĕш ыйтупа пухăннисем умĕнче Н. Янкас пĕрлĕх правленийĕн ертÿçин çумĕ Н. Ершов сăмах илнĕ. Николай Гаврилович районти çыравçăсем хушшинче, çулленех хăй пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн, районти çыравçăсен Н. Ершов ячĕллĕ конкурсне ирттерни çинче чарăннă. 2008 çулта çак конкурсра Карайри Николай Дмитриев (Карай) прозаик-поэт çĕнтернине тата ăна дипломпа, 1000 тенкĕ укçа парса чысланине пĕлтернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика