21 августа 2009 г.
Акă, çуллахи вăрăм каникул кунĕсем те кĕскелсех пырать. Шкул ачисене йышăнма хатĕрленет. Юсанă, сăрланă класс-кабинетсем. Хĕвел пек çуталаççĕ сĕтел-партăсем.
Пĕчĕк шăпăрлансем пĕрремĕш хут шкула çул тытĕç. Сумкăпа чечек çыххи айĕнчен вĕсен хумханăвĕ курăнсах каймасть пулин те (тĕплĕн пытараççĕ мар-и), уттинчен, куçĕсем унталла-кунталла ыткăннинчен сисме пулатех. Линейкăра пурне те пĕлес килни, хăйсене чыслăн тытни, хĕпĕртени (вĕсем те, ара, çын шутне кĕчĕç-çке) куçкĕретех. Ăнланмалла: йывăр çак самантра пĕчĕккисене.
Часах тата пурне те харăс пĕлсе-ăнланса çитеймĕç-ха вĕсем парта хушшине ларсан. Асăннă юхăм вăрăма кайĕ. Ку пуçламăшĕ кăна-ха. Эппин кашнин çумĕнче çитĕннĕ çын кирлĕ, çемьерисем — чи кирлисем, ялан-çке вĕсем пĕрле. Мĕнле пулмалла-ха пирĕн, çитĕннисен, ачана пулăшас тесен? Чи-чи тени вăл — чăтăмлăх, ырă кăмăллăх, ялан ăнлантарма пулни. Çемçен, анчах çирĕп ыйтни, ачапа “Эп кам, эс вара...” теме хăйманни, унпа тан пулнă пек хамăра тытма тăрăшни ăна вăй-хал та тĕреклĕх парать, паллах.
Халь çеç парта хушшине ларнă ача хăйĕнчен хăй ыйтма пикенет, ирĕке ямасть хăйне çакна тума йывăр пулин те. Унăн тусĕсемпе малтанхи пекех выляма тухас килет, анчах урок тума лармалла. Хĕн, чăнах та. Кун йĕрки кунта кирлех. Кунсерен мĕн тумаллине пурнăçлама хăнăхтармалла. Каярах хăнăхăва (привычка) кĕрсе юлать. Ача хăйех ирхине вăранать. тумланса шкулалла утать. Таврăнсан киле панă ĕçсемпе ларать, анчах 45 минутран ан ирттĕр çак вăхăт. Ачан вĕренес кăмăл чакĕ тата. Çывăрма 10 сехет памалла. Çывăриччен 1—2 сехет хăйне килĕшнĕ ĕçпе аппалантăр: е ÿкерчĕк тăвĕ, е ĕмĕтленĕ, е музыкăпа киленĕ, хăй те, тен, пĕр-пĕр инструментпа выляма пĕлет. Чăрмантарма ан хăйăр ку вăхăтра. Килте ĕç-пуç нумай-ха, хамăр çинчен кăна шутлани çапах ăна хавшатать. Пулăштармалла, паллах, анчах урăх вăхăтра. Урамра таса сывлăшпа сывлани, вăйă выляни питех те усăллă ачана, епле пулсан та 3 сехет пултăр вăл тусĕсемпе кунсерен. Телевизор умĕнче ларни питех те сиенлĕ пĕчĕк куçсене. “Эрнере те 1,5 сехет кăна пăхмалла ăна”, — çыраççĕ наука çыннисем. Ача вăй пухать урамра. Туйăмĕсем те, кĕлетки те çирĕпленеççĕ, ăс-хакăл та ÿсет. “Килте ĕçлеме ытла нумай параççĕ” тени тĕрĕсех мар-мĕн. Йывăр, анчах та Машăсемпе Настьăсене ку упражненисем парăнаççĕ. Программăсене çакна тĕрĕслесех çырнă ăслă çынсем. Эппин килти заданисене аслисен тумалла мар. Пулăшса, хушма ыйтусемпе ертсе пыни вара аван — ăнланма хăвăртрах. Хамăр çырса панипе нимĕнле ача та ăс пухаймасть-çке. Доска умне кăларсан, унран кулаççĕ кăна. Ача урок тунине тĕрĕслемеллех пирĕн. Çапах та “учитель” пулса хак пама тăрăшма кирлĕ мар. Хитре, тÿрĕрех çырманни ан хăраттăр, ара, алă мышцисем çирĕп мар ачан, часах ывăнаççĕ. Килĕшсех каймасть — ан хурлăр, пачах урăхла — ырлама ан манăр, кăшт асăрхаттарни вара пăсмасть. Тĕрĕс çырни кирлĕрех паян. Ăсталăхĕ вăхăтпа килет. Пĕр кун, иккĕ иртĕ, çулталăк та тулĕ. Курăр-ха хăранин йĕрĕ те юлман. Акă, каллех шкул чĕнет. Вĕренес килет. Эх, аван-çке шкулта!