АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче — хĕле хатĕрленес ыйту

21 августа 2009 г.

 

Августăн 14-мĕшĕнче районта хуçалăхсен тĕп зоотехникĕсемпе ферма заведующийĕсен тата ветеринари ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 7 уйăхри кăтартăвĕсене пăхса тухнă, выльăх апачĕ тата фермăсене хĕле хатĕрлес, район территорийĕнче сикекен чирсене асăрхаттарас тĕлĕшпе тăракан задачăсене сÿтсе явнă.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Геннадий Матвеев пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ 7 уйăхра район аш-какай туса илмелли плана — 103, сĕтпе 100 процент пурнăçланă. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе “Красное Сормово”, “Шатьма” пĕрлешÿсемпе В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ — лайăх, “Досаево”, “Нива” хуçалăхсем япăхрах ĕçленине палăртнă.

Геннадий Николаевич умри тĕллеве пурнăçлама вырăнсенче мĕн пур резервсемпе туллин усă курма кирли пирки ас илтернĕ: халăхран сĕт, выльăх-чĕрлĕх туянмалла тата ытти те.

Июлĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 27-мĕшĕччен Трак енре район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, выльăх апачĕ тата фермăсене хĕле хатĕрлемелли ик уйăхлăх иртмелле. Ку таранччен районĕпе, пĕтĕмĕшле илсен, утă, сенаж çителĕклех хатĕрленĕ, силоспа ку кăтарту палăртнин 86 проценчĕпе танлашать. “Восток” утă — 300, “Волит” — 210, “Шатьма” 160 тонна янтăланă. Асăннă цифрăсем планпа пăхнинчен пысăкрах. Сенаж хывассипе “Красное Сормово” тата “Волит” пĕрлешÿсем аван ĕçленĕ. Яманаксен çак сĕтеклĕ апат — 2500, йĕпремсен 660 тонна пур.

Кăçал çанталăкĕ выльăх апачĕ хатĕрлекенсене чăрмантармарĕ, типĕ тăчĕ. Çавна май вĕсен пахалăхĕ те лайăх. Тĕслĕхрен, ку таранччен янтăласа хунă утăн — 61, силосăн — 92, сенажăн 93 процентне тĕрĕслеттернĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири анализсем тăвакан ветеринари врачĕ И. В. Правдина пĕлтернĕ тăрăх, районта тĕрĕсленĕ утă пĕтĕмпех 1 тата 2-мĕш классене ларнă. Яманаксен вăл — 100, тусайсен 70 проценчĕ пĕрремĕш класлă. “Нива” хуçалăхра янтăланă мĕн пур сенаж, 1200 тонна, “Красное Сормовăн” — 64 проценчĕ — пĕрремĕш, 36 проценчĕ — иккĕмĕш, “Волитăн” пĕтĕмпех — иккĕмĕш класлă.

“Караево” силос — 1600, “Гигант” — 1200, А. Степанов 300 тонна хывса хăварнă. Карайсемпе яманаксем куккурусран силос хатĕрлесшĕн. Пĕрремĕшĕн ку культура — 180, иккĕмĕшĕн 27 гектар йышăнать.

“Красное Сормово” пĕрлешÿре сĕт-çу тата сысна фермисен витисене, дезинфекцилесе тухса, шуратнă. Халĕ “Волитра” ку тĕлĕшпе ĕç пырать. Кунта Элĕкрен килнĕ ушкăн витесене шуратать. Ытти хуçалăхсенче те ик уйăхлăх вăхăтĕнче унăн çăмăллăхĕпе усă курма тăрăшасчĕ. Мĕншĕн тесен ку ушкăн ĕçе хăвăрт та пахалăхлă пурнăçлать. “Караевора” Кÿлхĕрринчи сĕт-çу комплексĕнче ĕнесен картишĕнчи тислĕке бульдозерпа пĕр çĕрелле тĕксе купаланă. “Волитпа” “Янмурзинора” хăйсен вăйĕпе фермăран уя тислĕк турттарса тухассине йĕркеленĕ.

Районта выльăх-чĕрлĕх йышĕ çав-çавах чакса пырать. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ кăçал пĕлтĕрхинчен — 976, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 573, килти хушма хуçалăхсенче 400 пуç чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Килти хушма хуçалăхсенче пĕлтĕрхинчен 268 ĕне сахалрах усраççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсен хисепĕ иртнĕ çулхи шайрах юлнă.

Халĕ районта вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Тĕш тырă хакĕ чакса кайрĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсем ăна патшалăха сутма тăхтаса тăраççĕ. Çак условисенче тĕш тырăна выльăх-чĕрлĕхпе улăштарсан усăллăрах пулмалла. “Гигант” хуçалăх çапла тума шутлать те. Вăл август-сентябрь уйăхĕсенче тырăпа улăштарса 30 пушмак пăру туянасшăн. Вĕсен тĕслĕхĕпе ыттисен те туллин усă курма тăрăшасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика