АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни сехет шутра пултăр

21 августа 2009 г.

 

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Трак енре “Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем тата шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен” темăпа черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ.

Район пуçлăхĕ С. Николаев ертсе пынă ушкăн (унта ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю. Петровпа ку пайăн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. Васильев та кĕчĕç) В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕн мехпаркĕнче ял çыннисемпе (тĕл пулура 25-ĕн пулчĕç) курнăçрĕ. Тĕл пулăва республикăри гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ В. П. Димитриев та хутшăнчĕ, Чăваш Енри хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртесси епле пынипе паллаштарчĕ, ĕç çи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх техникине çирĕп пăхăнмаллине уйрăммăн палăртрĕ.

“Вырмара кашни сехет шутра пулмалла, уяр çанталăкпа туллин усă курмалла. Тыр-пул пухса кĕртессине çак эрнере вĕçлеме пур çĕрте те мерăсем йышăнмалла. “Досаево”, “Красное Сормово”, “Гигант” хуçалăхсенче ĕç çи кĕçех вĕçленет. Вĕсенчи комбайнсене каярах юлакан хуçалăхсен уйĕсене куçармалла. Ытти çулхи евĕрех, пĕр-пĕрне пулăшу кÿресси çинчен манас марччĕ”, — терĕ ял çыннисем умĕнче тухса калаçнă май район пуçлăхĕ.

В. Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче хальлĕхе 795 гектар тыр-пултан, ертÿçĕ çирĕплетнĕ тăрăх, 240 гектарне пухса кĕртнĕ. “Сентябрĕн 1-мĕшĕччен вырмана вĕçлетпĕрех”, — шантарчĕ Венера Андреевна.

Информаци ушкăнĕн членĕсем Шупуç уйĕнчи 140 гектар çинчи урпана пухса кĕртекен В. Тимофеев комбайнер патне те çитсе курчĕç. Вăл хăйĕн пулăшаканĕпе Г. Степановпа тимлет, ĕç çине йĕркеленипе кăмăллă.

Унтан район пуçлăхĕ С. А. Николаев тулли мар яваплă “Таябинка” “Агрофирма” пĕрлешÿ Енĕшкасси ялĕ çывăхĕнчи тыр-пул пуссинче Александр Анатольевич Петровпа Федор Кириллович Яковлев комбайнерсене иккĕмĕш çичĕ кунлăхра 233,4 тата 207,7 тонна тырă тĕшĕлесе 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕшĕн куçса çÿрекен вымпелсемпе чысларĕ. “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Михаил Петрович Петров комбайнер вара 1-мĕш вырăншăн (284 тонна тырă вырса çапнă ку тапхăрта) вымпела çав кунах ял хуçалăх пайĕн начальникĕн Ю. Д. Петровăн аллинчен илме тивĕçрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика