АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусем çине-çинех тупăнчĕç

21 августа 2009 г.

 

Хальхинче, августăн 19-мĕшĕнче, Еншик Чуллă тăрăхĕнчи Еншик Чуллăпа Именкасси ялĕсенче ирттернĕ информаци кунне район пуçлăхĕн çумĕ Н.И. Антонов ертсе пыракан ушкăн (унта “Единая Росиия” политика партийĕн районти уйрăмĕн яваплă секретарĕ З.М.Долгова, Раççей перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн Красноармейскинчи офисĕн заведующийĕ А.В.Шестаков) хутшăнчĕç.

Чи малтанах тĕл пулу Еншик Чуллă ял администрацийĕнче пулчĕ. Николай Илларионович пухăннисене районта кăçалхи вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленсе кĕтсе илнипе тата районта тыр-пул пухса кĕртессипе еплерех ĕçленипе кĕскен паллаштарчĕ.

— Çĕнĕ вĕренÿ çулне шкулсем хатĕр. Çав шутра — Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та.

Апла пулин те, уйрăм çĕрте, вут-кăвар хăрушсăрлăхĕнчен сыхланмалли ĕçсене пурнăçламалла-ха пирĕн… — хăй калассине пытармарĕ ушкăн ертÿçи. — Тĕслĕхрен, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннипех ĕнтĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам тата Именкассинчи тĕп шкулсем урайсене вут-кăвар сиенлеймен линолиумсем сарнă. Тата Алманчри, Еншик Чуллăри шкулсене кăçал юсав ĕçĕсенче вут-çулăм çунтарайман сăрăсемпе усă курнă.

Район пуçлăхĕн çумĕ çавăн пекех кадрсен ыйтăвĕ çинче чарăннă. Акă, кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулне районти шкулсенче ĕçлеме виçĕ çамрăк килмелле. Паян районти вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хуракансенчен 6 проценчĕ çакăнта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем тăрăшаççĕ.

Вĕсен вырăнне тивĕçлĕ те, кирлĕ специалистсем тупма çăмăлах мар. Николай Илларионович палăртнă тăрăх, кăçал Алманч ял тăрăхĕн администрацийĕ, республикăри конкурса хутшăнса, çут ĕçпе культура учрежденийĕсене аталантарассипе республикăри бюджетран укçа-тенкĕ выляса илнĕ. Çапла майпа асăннă ял администрацийĕ аслă çулпа шкула çыхăнтаракан 424 метр тăршшĕ асфальтлă çула юсаса çĕнетме, ялти кану центрĕн тăррине витме, врач амбулаторийĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçлама майсем тупрĕ.

Районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕ хăйĕн сăмахĕнче, юлашки вунă çул хушшинче шкулсенче 2000 ачана яхăн сахалланнине пытармарĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче, акă, шкулсенче пĕтĕмпе те 148 ача çеç пуçласа парта хушшине ларать.

Августăн 19-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче тыр-пулăн 62 процентне пухса кĕртнĕ. Çĕртме сухи тăвассипе те ĕç пырать. Кăçал çĕнĕрен 604 гектар çĕре, унччен усă курман лаптăксене, пусă çаврăнăшне кĕртмелле.

Черетлĕ информаци кунĕнче Раççей перекет банкĕн Çĕрпÿри уйрăмĕн районти офисĕн заведующийĕ Андрей Владимирович Шестаков тухса калаçрĕ. Вăл хăйсем урлă вăл е ку çăмăллăхпа — кредит илсе усă курассипе ĕçлемелли майсем çинче чарăнчĕ. Акă, виçĕ çул хушшинче “АПК аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн, банк урлă çынсене — 150 тата организацисене 40 миллион тенкĕ кредит уйăрса панă. Çамрăк çемьесене те “Çамрăк çемьесене — пурăнмалли çурт-йĕр” программа тăрăх, çуллен 15—16 çемьене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшаççĕ.

“Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн яваплă секретарĕ Зоя Марковна Долгова паян районта “Единая Россия” парти членĕсен йышĕ ÿснине палăртрĕ. Вăл Еншик Чуллă ял тăрăхĕн администрацийĕн специалистне Галина Витальевна Дмитриевана парти членĕн 620-мĕш номерлĕ билетне пачĕ.

Район хаçатне 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн малтанхи хакпах çырăнтарни пирки райхаçат редакцийĕн пай редакторĕ Георгий Ефимов тухса калаçрĕ.

Ыйтусем те çине-çинех пулчĕç тĕл пулура. Ялти шкул директорне Татьяна Александровна Беззубована, сăмахран, шкулпа ял администрацине кĕрсе тухма йĕркеллĕ, хытă сийлĕ е асфальтлă çул сарайманни шухăшлаттарать. Кунпа пĕрлех Еншик Чуллăна газ кĕртекенсен ушкăнĕ темиçе çул каялла шкул тавралла тытнă карта çуммипе шыв-шур тăракан çĕртен пăрăх хывнă та, çав вырăнта çĕр пусăрăннă май, юнашарти тимĕр картасенчен чылайăшĕ, бетон юписемпе пĕрлех,тайăла-тайăла кайнă. Вĕсене халь йĕркене кĕртме мĕн чухлĕ тертленмелле! Укçа-тенкĕпе çыхăннă вĕт ку? Тепĕр çĕрте тата шкул çывăхĕнчех, аслă çул хĕрринчех газ кĕртекенсем çĕр айне хунă пăрăхне те çĕрпе йĕркеллĕ хуплайман…

Санькассинчен Красноармейскинелле “Газель” çÿреме пăрахни те — чĕр нуша. Тирпей-илем ыйтăвĕ те çивĕч тăрать ку тăрăхра. Кун çинчен Валерий Дмитриев, Лев Тихонов хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

— Карайсем темиçе çул пĕр хуçалăхра вăй илсе пыраççĕ. Пирĕн патра темиçе хуçалăха пайланчĕç те вĕсемпе йĕркеллĕ, пĕр шухăш-кăмăлпа ĕçлеме çăмăлах мар çав ял тăрăхĕн администрацине. Пирĕн кашни çыннăн ăслă-тăнлă пулăшăвĕ çук хальлĕхе, — терĕ Валерий Серафимович. — Кам патне каймалла?…

Информаци кунне хутшăннисем Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти тата Именкассинчи кану центрĕнчи тĕл пулусенче пулчĕç. Именкассинче çав кун юбилейлă кунпа çыхăнчĕ. Кунта пурăнакан, хăйĕн пурнăç биографине 44 çул медицинăпа çыхăнтарнă тата августăн 18-мĕшĕнче тăхăр вуннă тултарнă ятлă-сумлă çынпа — Юлия Николаевна Гаврушовапа паллă вăл.

Юбиляра çав ятпа район пуçлăхĕн çумĕ Н.Антонов саламларĕ, ырлăх-сывлăх, кил ăшши, канлĕ ватлăх сунчĕ тата район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика