АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма кашнинчен яваплçх ыйтать

14 августа 2009 г.

Пирĕн ушкăн (унта ял хуçалăх пайĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ М. Васильев, кунти зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперт Г. Матвеев, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ Е. Овчинников тата çак йĕркесен авторĕ) Красноармейски — Карай автоçултан пăрăнса “Красное Сормово” хуçалăхăн урпа пуссине кĕчĕ. Унта икĕ “Дон 1500 Б” комбайн шăвать. Вĕсене В. Филипповпа А. Иванов ĕçлеттереççĕ.

— Урпа пусси 65 гектар лаптăк йышăнать. Йĕркеллĕ пулсан ăна ыран вĕçлеме палăртатпăр. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем, юсав пайĕсем пирки ыйту тăмасть. Н. Федоров, А. Павлов водительсем тырра вăхăтра турттарса тăраççĕ, — тет Владимир Филиппов комбайнер.

Хуçалăх инженерĕ В. Кузьмин ĕç çинче хăй комбайн штурвалĕ умне ларнă. Вăл “Полесье” комбайнпа тепĕр уйра тăрăшать.

Хуçалăхăн йĕтемĕ çинче С. Иванов ертÿçĕне тĕл пултăмăр.

— Ĕçсем япăх мар пыраççĕ, — тет Святослав Петрович. — Ыран урпа вырса пĕтеретпĕр, çурхи тулă çине куçатпăр. Йĕтем çинче те, авă, ĕç вĕресе кăна тăрать. Çынсене çĕршĕн тырă патăмăр, ыран хуçалăхра вăй хуракансене тырăпа тивĕçтеретпĕр.

“Нива” ял хуçалăх предприятийĕн Кĕçĕн Шетмĕ йĕтемĕ пире шăплăхра кĕтсе илчĕ. Шкул ачисем, улттăн, сулхăнра лараççĕ.

— Рабочисем пĕрремĕш сменăра, эпир иккĕмĕшĕнче, — терĕç вĕсем. — Каçхи вунă сехетчен ĕçлетпĕр. З. Трофимова бригадирпа Р. Козлов машинист вăхăтлăха таçта кайрĕç-ха. Эпир кунта июлĕн 29-мĕшренпе тăрăшатпăр.

“Уй-хир карапĕсем” Ванюшкасси ялĕ çывăхĕнчи урпа пуссинче. Ю. Платоновăн “Дон 1500” комбайнĕ шăпăртах ларать.

— Хуçи ăçта? — ыйтатпăр Н. Леонтьев çамрăк учетчикран.

— Вăл киле валли улăм хатĕрлет, — тет вăл.

— Паян кунĕпех юсавра лартăм вĕт, пĕр бункер та выраймарăм, — тет В. Иванов комбайнер.

Хирте О. Козлова агрономпа Ю. Ильин заведующи курăнчĕç. Кĕçех виçĕ комбайн та çаврăм хыççăн çаврăм тума тытăнчĕç. Паллах, бригадăри техникăна тухăçлă ĕçлеттерессишĕн машина паркĕн заведующийĕн Ю.Ильинăн яваплăха туймалла пек.

“Колос” хуçалăхра çÿп-çап тăкмалли полигон хыçĕнчи ыраш лаптăкĕнче икĕ комбайн ĕçлет.

— “Уй-хир карапĕсем” кивелсе çитнĕ, çĕмĕрĕлмен кун çук, — тет Н. Васильев комбайнер. — Кунта 90 гектар, ултă кун ĕçлерĕмĕр. Паян кĕрхисене вырса пĕтеретпĕр-ха.

Малти Карăк йĕтемĕ çинче те хĕрÿ ĕç вĕрет.

— Кĕрхисем гектартан 25-26 центнер тухрĕç. Шкул ачисемпех, вĕсем 16-ăн, тырра тасатса кĕлете кĕртетпĕр. Хĕрÿ ĕç çинче трактор рулĕ умне ларса кĕрхи культурăсем акма 120 гектар çĕр хатĕрлерĕм. Каçхи хуралне те, авă, хамах тăратăп, тыррине “хурçă утпа” склада кĕртме пулăшатăп, — тет пĕрлешÿ бригадирĕ Николай Фомин.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика