АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камран тĕслĕх илмелли пур

14 августа 2009 г.

 

Ытти чухнехи евĕрех, вырмара та камран тĕслĕх илмелли пурах. “Сăмахран, карайсенчен”, — терĕ çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче район пуçлăхĕ С. А. Николаев. Вăл ертсе пыракан ушкăн (унта çавăн пекех ял хуçалăх пайĕн агрономи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ В. А. Васильев тата районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ В. Г. Васильев кĕчĕç) рейд вăхăтĕнче чи малтан ку тăрăха çитрĕ. В. Н. Платонов председатель уйрахчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхне В. И. Семенова та Çырмапуç йĕтемĕ çинче тĕл пултăмăр. Кунти КЗСа тата тепĕр 2 сортировкăна А. Родионовпа Ю. Никитин пăхса тăраççĕ. Вĕсем патĕнчен 2-мĕш бригада бригадирĕ В. П. Кириллов та татăлма пĕлмест. “Ял çыннисене ырашпа кĕрхи тулă валеçсе патăмăр. Йĕтем çинче çур çĕр иртичченех ĕçлетпĕр. 20 çын ытла кунта. Сурăмхĕррисем пулăшма килчĕç, ав. Ачасем те пур”, — пĕлтерчĕ Владимир Петрович.

Станислав Андреевич пусăра М. Петров комбайнерпа курнăçса сăмахларĕ. Вăл кăçалхипе 18-мĕш вырмана ирттерет, унччен 30 çул автомашина çÿретнĕ. “Тыр-пул тухăçĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах”, — савăнăçне пытараймасть маттур комбайнер. Ывăлĕпе — Сергейпа — вăй хурать вăл кăçал.

В. Н. Платонов председатель те “уй-хир карапĕн” капитанĕпе килĕшет. “Пирĕн уй-хирти пуянлăха 720 гектар çинчен пухса кĕртмелле”, — терĕ вăл. Тепĕр икĕ комбайн штурвалĕсене Г. Фоминпа ывăлĕ — Алеша тата П. Сергеевпа Н. Петров тытса пыраççĕ. Эпир хуçалăхра пулнă каç тĕлне карайсем тĕш тырăсен 40 процентне ытла алла илнĕччĕ те ĕнтĕ.

Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿре те ĕç çи “экватора” çывхарать. А. Назаров комбайна пĕр тикĕс ĕçлеттерме çине тăрать. Анаткас йĕтемĕ çинче те ĕç шавĕ хуçаланатчĕ.

“Волит” пĕрлешĕвĕн (ертÿçи — район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. И. Петров) икĕ комбайнĕ Кушкă ялĕ çывăхĕнчи сĕлĕ пуссинче ĕçлетчĕ. Унтан вĕсем урпа уйне куçаççĕ. Кунта та лаптăксен çуррине вырса илнĕ. Тырăна çийĕнчех тасатса кĕртмешкĕн ĕлкĕрсе пыраççĕ. Йĕпремре çакна валли вырăнти ăстаçăсем ятарлă комплекс майлаштарнă.

Васильева хресчен фермер хуçалăхĕнче тыр-пула 1085 гектар çинчен алла илмелле. Паллах, пĕр комбайнпа (ăна В. Тимофеевпа Г. Степанов ĕçлеттереççĕ, рейд бригади пынă чухне вĕсем “уй-хир карапне” техника тĕлĕшĕнчен пăхса йĕркелештерчĕç, кĕçех уя тухма пулчĕç) ĕлкĕрме май çуках. Ертÿçĕсем пуç усманни савăнтарать, вĕсем ĕç çине ытти хуçалăхсенчи комбайнсене хутшăнтарма калаçса килĕшнине çирĕплетрĕç.

Шумилов хресчен фермер хуçалăхĕнче вырма вĕçленнĕпе пĕрех. Кăштах сĕлĕ пухса кĕртмелле кăна. Йĕтем çинче тырă сортлаççĕ. Улăма рулонсене преслаççĕ. Çĕр хатĕрлеççĕ. Кĕр тыррисем акса хăварма ĕмĕтленеççĕ.

Николаев хресчен фермер хуçалăхĕнче пĕр комбайн урпа выратчĕ. Вырмана кунта 10 çын хутшăнать, вĕсене кунне 2 хутчен вĕри апат çитереççĕ. Тыр-пул тухăçĕ лайăххипе пурте кăмăллă.

20 сехет иртсен Станислав Андреевич “Красное Сормово” хуçалăх ертÿçипе С. П. Ивановпа курса калаçрĕ, кунти В. Кузьминпа В. Филиппов комбайнерсене çичĕ кунлăх кăтартăвĕсемпе районти ăмăртура 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕшĕн (245,6 тата 226,6 тонна тырă тĕшĕленĕ) куçса çÿрекен вымпелсемпе чысларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика