АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватти-вĕттипех хутшăнчĕç

14 августа 2009 г.

 

Красноармейскинчи тĕп стадиона сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсем спортăн 13 енĕпе хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç, вĕсенче ăнăçу тăвакансем вара дипломсемпе медальсене тивĕçрĕç.

Пирваях кунта тупăшăва килнисен парачĕ пулчĕ. Вĕсене район пуçлăхĕ, “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Станислав Николаев, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Шестаков, тĕнче класлă спорт мастерĕ Оксана Хайбуллина, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксен ыйтăвĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Аркадий Лебедев Физкультурник кунĕ ячĕпе саламласа ырă сунчĕç. Станислав Андреевич спортра ÿсĕмсем тăвакан О. Хайбуллинапа К. Львова, А. Васильевпа О. Дуйсембаевана, Л. Кузьминана, В.Н. Григорьевпа Л. С. Артемьев тренерсене — район администрацийĕн, Владимир Константинович Таня Черновапа Н. Львова, М. Степанована, П. М. Сергеевпа П. И. Григорьев тренерсене Красноармейски ял администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. С. Николаев çавăн пекех спорта аталантарассишĕн çине тăнăшăн районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорне Анатолий Иванова Раççей Федерацийĕн Ялавне парнелерĕ. Чыслав хыççăн спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç.

Малтанах старта 100 метра чупакансем тухрĕç. Çамрăксем хушшинче кунта Алексей Перепелкин, 12,93 çек. вăхăт кăтартса, çĕнтерчĕ. Арçынсем хушшинче Сергей Соловьев, ун вăхăчĕ — 12,65 çек., мала тухрĕ. П. Григорьевпа В. Михайлов (иккĕшĕ те ЗЛПУМГ) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Асăннă дистанцире хĕрсенчен Настя Мироновапа Лиза Жестянова тата Валерия Трофимова, хĕрарăмсем хушшинче — Н. Герасимовапа (ОВД), М. Семенова (ЗЛПУМГ) палăрчĕç. Сăмах май, Мария Семеновна çулĕсене кура мар, мăнукĕсемпе пĕр ÿсĕмрисенчен те ытлах ÿксе юлмарĕ.

“Футбол снайперĕ” конкурсра Игорь Александров (“Спарта”) çĕнтерчĕ.

Арçынсен - 4х200, хĕрарăмсен 4х100 метрлă эстафетисенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн командисемпе танлашма пултаракансем тупăнмарĕç.

Мини-футболла 8 команда вылярĕ. Çĕнтерÿçĕ - “Спарта”. Вăл “Факел -II-не” - 5:0, “Динамона” — 2:0, “Яманакине” — 1:0 шутпа çĕнтерсе финала тухрĕ. Финалта вара питĕ çивĕч кĕрешÿре райпо футболисчĕсене 4:3 шутпа парăнтарчĕ. Ку вăйăра Юрий Костинпа Валерий Трофимов икшер мечĕк тапса кĕртрĕç.”Спарта” чысне хальхинче вĕсемсĕр пуçне Евгений Герасимовпа Виталий Трофимов, Викторпа Владимир Малининсем, Виталий Степанов хÿтĕлерĕç. Командăна Анатолий Трофимов тренер хатĕрленĕ. Яманаксем — виççĕмĕш вырăнта.

Волейбол турнирĕнче яланхи пекех “Уют- монтаж” волейболисчĕсене çĕнтерекенсем пулмарĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Упири ятарлă шкулпа Заволжски ЛПУМГ командисем.

Вунă çула çитичченхи арçын ачасемпе хĕр ачасен 400 метра велосипедпа ярăнса ăмăртмалла пулчĕ. Кунта Денис Ивановпа (райадминистраци) К. Сушко тата Д. Шмелев палăрчĕç.

800 метрлă дистанцие хĕр ачасенчен — Настя Иванова, арçын ачасенчен Алексей Пантелеймонов (Яманак) чи малтан чупса тухрĕç. Кунтах йĕлтĕр роллерпа чупса каччăсенчен Константин Львов (Яманак) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Дартс тупăшăвĕнче арçынсенчен — Вячеслав Трофимовпа Владимир Шестаков (иккĕшĕ те Красноармейски ял администрацийĕ) тата Михаил Петров (ЗЛПУМГ), хĕрарăмсенчен — Мария Николаевапа Наталия Ильина, Валентина Терентьева, чушка вăййинче В. Шестаков, В. Павлов (иккĕшĕ те Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕ) палăрчĕç.

Шашкăлла выляс енĕпе хĕрарăмсем хушшинче Фаина Данилова (Красноармейски ял тăрăхĕн администрацийĕ) çĕнтерчĕ, Анастасия Ивановапа (Красноармейски ял тăрăхĕ), Рена Осипова (Упири ятарлă шкул), — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче, арçынсенчен Анатолий Сидоров (Васнар) мала тухрĕ. И. Григорьевпа Емельянов (иккĕшĕ те Красноармейски) — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем. Шахматистсен тупăшăвĕнче Ю. Клементьев (Упири ятарлă шкул), В. Степанов (МП ЖКХ) палăрчĕç, хĕрарăмсенчен Н. Герасимова (ОВД) мала тухрĕ.

Спорт çемйисен тупăшăвне 3 çемье çеç хутшăнчĕ. Кунта Терентьевсем (райпо) мала тухрĕç. Ивановсемпе Пантелеймоновсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем. Вĕсен виçĕ енлĕ кĕрешÿре: 400х300х100 метрлă эстафетăра, тăршшĕне сикессипе тата дартс йĕпписем перессипе ăмăртмалла пулчĕ.

— Паян çемьепе пур тĕслĕ медальсене çĕнсе илтĕмĕр. Ывăлăмсем— Алеша 800 метра чупассипе — ылтăн, Женя çак дистанцирех пăхăр медальсене тивĕçрĕç. Çемьесен тупăшăвĕнче (хĕрĕм - Диана, мăшăрăм — Алина Васильевна тата эпĕ) виççĕмĕш пултăмăр, — терĕ Яманакран килнĕ Николай Пантелеймонов.

— Çулленех килнĕ те, кăçал та сиктерес темерĕмĕр, çемйипех килтĕмĕр, авă. Ăмăрту кăтартăвĕсемпе кăмăллă эпир. Лайăх йĕркеленĕ, мана килĕшрĕ, — мăшăрĕн шухăшне вĕçлерĕ Алина Васильевна.

Çанталăкĕ ăшах мар, вăхăтăн-вăхăтăн çумăр та çуса иртрĕ пулин те, Физкультурник кунĕнче йĕркелесе ирттернĕ спорт мероприятийĕпе пурте, унта тупăшнисем те, курма пынисем те кăмăллă юлчĕç. Стадиона лайăх капăрлатнă, илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ, спортсменсемпе курма пынисене райпон обществăлла апатлану предприятийĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ апат-çимĕç, сĕткенсем сĕнчĕç.

Çав кун Красноармейскинче тепĕр стадион уçрĕç. Çапла вара ăмăрту-тупăшусем икĕ çĕрте иртрĕç. Вĕсенче 392 çын вăй виçрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика