АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркÿсен пĕрлĕхĕ —çÿревре

14 августа 2009 г.

 

Трак тăрăхĕнче хальхи вăхăтра виçĕ чиркÿ ĕçлет. Вĕсем — Красноармейски, Упи тата Кĕçĕн Шетмĕ салисенче. Иоан Креститель çуралнă ятпа хисепленекен чиркÿ настоятелĕ йĕркеленипе чиркÿсене çÿрекенсем умлăн-хыçлăн виçĕ вырсарни кун Турăшсемпе, Хĕрессемпе çула тухрĕç. Упи салинчен çула тухса утни нуша тÿснĕ Патша çемйине асăнннипе çыхăннă. Кĕçĕн Шетмĕрен утни — Турă амăшĕн “Державная” текен сăнĕпе мухтав кĕлли вуланипе. Яманакри чиркÿ, хальлĕхе туллинех ĕçлемест пулин те, таса Илле пророкăн кунĕнче кунтан турра ĕненекенсем Турăшсемпе, Хĕрессемпе çула тухрĕç.

Яманак чиркĕвĕнче шыв тасатса ирттернĕ хыççăн ялти вăрманта таса, тÿрĕ пурăннă Алексей Бортсурманский ячĕпе лартнă хĕрес патне пырса молебен вуланă. Каярахпа çакăнта ун ячĕпе часовня пулмалла.

Çавăн хыççăн вĕсем Карай çулĕпе Красноармейскинчи чиркĕве килчĕç. Васнара çитсессĕн вара таса Николай атте ячĕпе хăпартнă часовня тавра Хĕрессем йăтса çаврăнса тухрĕç.

Çак пурнăçланă ĕç Трак тăрăхĕнчи çĕрсене Хĕрессемпе, Турăшсемпе тасатса çÿрени пулать. Ку евĕрлĕ ĕçсем, ваттисем каланă тăрăх, пирĕн тăрăхра мĕн авалтан та пулнă. Турă пиллĕхĕ пулнипе, халĕ çĕнĕрен çĕкленсе тÿрĕ çине тухса пырассин паллине эпир çакăн пек утнинче куратпăр. Çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăннă тăвансене, пире курса, хĕпĕртесе тăнă чунсене, пĕли-пĕлменнисене эпир пурте Турăннине пĕлсе тăрар, Турăран хăраса, хĕпĕртесе сисĕмлĕ пулар, пире вăл хăй юратнине пĕлер. Турăн канăçлăхпа ырăлăхĕ сирте пурсăрăрта та пултăр.

Кĕçĕн Шетмĕпе

Яманакри

чиркÿ настоятелĕ Александр атте.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика