АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çуртрисем каюллăрах”, теççĕ

10 августа 2009 г.

 

Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Çуртри тыррисем чĕрĕрех пулнипе хăш-пĕр хуçалăхсенче комбайнсем тăхтав тăваççĕ.

“Караево” пĕрлешÿ августăн 9-мĕшĕ тĕлне 250 ытла гектар çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене алла илнĕ. Çуртрисен тыррисем чĕрĕрех тесе, комбайнсене мехпарка кĕртсе лартнă. Вырмара яланхи пекех Михаил Петров комбайнер малта. Вăл “Дон-1500Б” “уй-хир карапĕн” бункерĕнчен 130 тонна ытла çĕнĕ тырă панă. Шел, кăçал кĕрхи культурăсен тухăçĕ ытлах савăнтармасть, гектартан вăтамран 15 центнера яхăн çеç тухнă, терĕç.

Вырса çапнă лаптăксенчи улăма пухса урасене хывнă. Пушаннă уйсене хыçранах сухаласа пыраççĕ.

“Волитра” урпа лаптăкĕсене выркаланă, суйласа ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен вăл пур çĕрте те пĕр пек пулса çитмен, каюллă вырăнсем пур.

— Иккĕмĕш кун ĕнтĕ вырмастпăр. Урпа чĕрĕрех-ха. Çав тăхтавпа усă курса, комбайнсене тепĕр хут пăхкаласа тухас терĕмĕр, юсакаламаллисем те тупăнчĕç, авă, — тет Вадим Петров. Вăл Владимир Никитинпа пĕрле ĕçлет. — Ку таранччен 80 тонна вырса тĕшĕлекелерĕмĕр…

Тепĕр комбайнне Николай Даниловпа Михаил Владимиров ĕçлеттереççĕ-мĕн. Тыррине Святослав Владимиров водитель турттарать.

“Шатьмара”, Герман Васильев ертÿçĕ каланă тăрăх, кĕрхисемпе çуртрисене 100 гектар вырнă. Хальлĕхе гектарти вăтам тухăç 22-23 центнерпа танлашать-мĕн.

— Пĕр лаптăк урпа çапса илтĕмĕр. Унта питĕ хитре кĕчĕ, типĕ. Теприн çине куçса пăхрăмăр та тырри чĕрĕрех. Ирĕксĕр вырма чартăм, ăна епле типĕтсе кĕртес, тислĕк пулать капла… Акă, малтанхи партине кĕрсе пăхăр-ха, — тесе, Герман Геннадьевич склада хунă урпана кĕртсе кăтартрĕ. Чăн та, вăл паха.

Комбайн патĕнчен йĕтем çине килнĕ тырра алласа вăрлăхлăх хываççĕ, фуражлăх хăвараççĕ тата ытти те. Алексей Егоров сортировщик тырă тасатмалли ОВС-25, СМ-4 машинăсене пĕр тикĕс ĕçлеттерме çине тăрать. Сортировкăсем çĕмĕрлес-тăвас пулсан, вĕсене йĕркене кĕртме Борис Федоров сварщик яланах пулăшма хатĕр.

— Кĕрхи тулă вăрлăхлăх çителĕклех хатĕрлерĕмĕр. Халĕ, авă, ыраш аллатпăр, — калаçăва хутшăнать йĕтем çинче ĕçлекен Нина Егорова. Тырă алласа тасатнă çĕрте çавăн пекех Федор Титовпа Саша Харитонов тата Давыд Назаров вĕренекенсем хастар.

Я. Григорьев уйрăм предпринимателĕн комбайнĕ урпа пуссине тухнă, анчах ванса кайнă. В. Андрианов комбайнер запас пай илсе килессе кĕтетчĕ. Кĕç ăна илсе килсе пачĕç те вăл вырма агрегатне юсама кÿлĕнчĕ. Урпи сайрарах тата ăна хура сĕлĕ пусса илнĕ. Йĕтем çинче урпана ОВС-25 машина витĕр кăларсан та хура сĕлĕне уйăрма май килменни çинчен пĕлтерчĕ Г. Власова агроном.

“Пинерте” вырмалли тепĕр 160 гектар юлнă, тесе пĕлтерчĕ Юрий Степанов ертÿçĕ. Урпа чĕрĕрех-мĕн.

— Ыран комбайнсене сĕлĕ çине кăларатăп, — хăй шухăшне палăртрĕ вăл. — Çынсене улăм пама пуçланă. Авă, турттарса килеççĕ…Кăçал кĕрхисене 300 гектар акса хăварасшăн. Çĕрĕсене хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Вĕсене 3 хутчен дискласа тухнă. Августăн 13-мĕшĕнче ыраш акма тухасшăн…

Упи çăви леш енчи уйра, ун лаптăкĕ 60 гектар терĕç, чăн та, Сергей Архипов механизатор дисклă сÿрепе чупса хĕрсех тăпра вататчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика