10 августа 2009 г.
Этем тени, вăл çамрăк-и е çулланнă çын-и, тăван тавралăхпа кăсăкланатех ĕнтĕ. Хăшĕ ытларахах, теприсемшĕн пулсан вара…
Тен, ман “гипотезăпа” килĕшменнисем те пулĕç. Анчах ку куç кĕрет палăрса тăрать. “Аптăрине михĕре пытараймăн” тесе ахальтен каламан.
Иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррипе танлаштарсан, çанталăкĕ те нумай улшăнчĕ. Ял сăнĕ улшăнни савăнтарать. Эпĕ çуралса ÿснĕ урамра Çеркей мучи тĕлĕнче — хурама, Мĕтрипе Крашка мучисем умĕнчи пÿрт тăррисемпе ăмăртса ÿснĕ çăкасем çеç пурччĕ. Тукасран йăтăнса анакан шыв ял витĕр тухакан çул айĕпе виçĕ вырăнта Мăн Çавал улăхне юхса тухатчĕ. Кашни кварталтах (унта 5 хуçалăх) шыв юхма икĕ пахча çумĕпе çеремленнĕ канав, вăл вырăна мăн çул айĕпе виç кĕтес кĕпер хывнă. Халĕ вара ку урамра — асфальт. Юр е çумăр шывне юхма вырăн çук. Çÿл енче канав пулса ларнă. Хăшĕсем хăйсен кил хушшине кĕме ансат пултăр тесе ăна тултарса хунă. Юхать вара шыв асфальт урлă тăкăрлăксемпе. Эх, шавлать пĕр талăк.
Шкул ачисем кашни çуркуннех ашшĕ-амăшне шăнкăрч вĕллисем тутаратчĕç. Ăçта шкул ачи — унта вĕлле. Хăшĕсен пĕрре çеç те мар. Халĕ?
Йывăç-тĕм енчен илсен ял чылай илемлĕ. Аякран симĕссĕнех курăнать.
“Ытлашши лайăх та аван мар”, тет халăх сăмахлăхĕ. Пирĕн ăру лартса çитĕнтернĕ йывăçсем чăрмантарма тытăнчĕç, электрохуçалăхшăн яваплисем килеççĕ те вăшт! çеç бензопăчкăпа “симĕс туссене” йăвантарса хăвараççĕ. Газ пăрăхĕсем те чăрмантараççĕ. Ку çаплах ĕнтĕ, ырлăхшăн тÿлемех тивет.
Çуркунне çитсен шăнкăрчсем вĕçсе килеççĕ-ха. Анчах кама савăнăç кÿреççĕ вĕсем? Ачи-пăчи ял-ялсенче пĕр алă пÿрнисемпе сумалăх çеç. Акă, пирĕн ялта иртнĕ ĕмĕр варринчи çулсенче 300 ача ытла пĕлÿ илнĕ. Халь, ав, шкулĕ ячĕшĕн çеç тытăнкаласа тăрать. “Контингент” çук.
Пуçлаççĕ вара шăнкăрчсем вырăнтан вырăна куçма. Унта ларса пăхаççĕ пралук çине, кунта… Сахал çын савать çурхи хăнасене.
Апла пулин те ял шăнкăрч сассисĕр юлмарĕ-ха. Унта-кунта курăнкалаççĕ-ха вĕсен йăвисем. Шыва путаканăн çăлăнасси хăйĕн тивĕçĕ, теççĕ халь çине. Çут çанталăк нушисене вĕçен кайăк тĕнчинче кăна ăса илчĕç. Вăрмантан яла килсе улатаккасем шăнкăрчсем валли хăрма пуçланă йăмра вуллисене шыраса тупса таккаса хăвăлсем туса параççĕ. Акă, пирĕн хушăрах вĕсем виççĕ. Шăнкăрч чĕпĕ вĕçтерсе кăларать, тепĕр кунах унта çерçи хуçаланма тытăнать. Епле туслă çут çанталăк тĕнчи!
Ялти пахчасенче мăн йывăçсемпе пĕрле тĕмлĕ йывăçсем те нумайланчĕç. Хупă ларакан çуртсен ырă тÿпи пысăк. Акă, пирĕн урамрах чакак йăви пур, килти пахчари йывăç çинче ула курак чĕпĕсем кăларчĕ.
Пурăнасшăн кайăк тĕнчи. Этем вĕсене хисеплеми пулчĕ пулин те чухăнланман-ха çут çанталăк.
Пире, шкул ачисене пуçламăш классенче вĕреннĕ чух учитель вĕренÿ çулĕ пĕтиччен пĕр е икĕ кун маларах вăрмана экскурсине илсе кайса килетчĕ. Утаттăмăр Матя вăрманĕ таранах. Чумаш, Вăрманкас ялĕсем витĕр тухса, Вăрманкас çырмин сылтăм çыранĕнче пĕрремĕш калта курнăччĕ. Кунта вăрман юлашкисем - шĕшкĕсем пурччĕ. Çак вырăна кăмăлланă пулас “çĕр чавакансем”. Каярах калтана Мăн çырмара курнă. Унта вăтăрмĕш çулсенче, улма-çырла йывăçĕсем лартса, сад чĕртнĕччĕ колхозлă ял çыннисем. Хĕвел питти енче чылайччĕ вĕсен шăтăкĕсем. Канма ларсан хĕве кĕрсе кайни те пулнă.
Хам аса илĕве вара “сенсаципе” вĕçлесшĕн. Темиçе кун каялла хамăр умри карта çумĕпе утнă чух çул урлă калта чупса каçса кайрĕ. Шоссе тăпрасĕн айккине “йăва çавăрнă” иккен вăл. Çуркунне кунта юр хăвăрт ирĕлет, тăпра часах ăшăнать. “Ирĕклĕ пурнăçранах куçман пулĕ ку чĕр чун яла” текен шухăш пырса кĕчĕ пуçа.