10 августа 2009 г.
“Досаево” ял хуçалăх артелĕ кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпех алла илнĕ, çуртрисен çуррине ытла вырса çапнă.
Услантăр юхан шывĕ леш енчи уй. Вăл улăхпа вăрман хушшинче вырнаçнă. Тусайсем кăçал çак Хăйăр пуссинче урпа акса çитĕнтернĕ. Типĕ çанталăк тăнăран çÿллех хăпарайман ку культура. Çитменнине лаптăка дискласа-кăпкалатса акнипе вăл питĕ йăранлă пулса тухнă. Çакă “уй-хир карапĕсене” кал-кал ĕçлеме памасть. Икĕ шита яхăн тăршшĕ чухлĕ ÿснĕ урпана йĕркеллĕ вырса илес тесен комбайнерсен пысăк ăсталăх кăтартмалла тата питĕ тимлĕ пулмалла. Унсăрăн тăкаксенчен хăтăлаймăн.
Пире хирĕç çÿл енчен комбайнсем пĕр тикĕссĕн шуса анаççĕ. Тăваттăн харăс, пурте — СК-5 “Нива” комбайнсем. Вĕсене Леонид Павлов, Виталий Николаев, Виталий Архипов тата Владимир Клементьев “капитансем” тытса пыраççĕ. Хăйсене шанса панă уй-хир карапĕсене вĕсем тухăçлă ĕçлеттерме çине тăраççĕ.
Шăмат кун темиçе хут çумăр пĕрĕхсе иртни, вырсарни кун та вăл ÿккелеме хăтланчĕ, вырма хăвăртлăхне самай чакарчĕ. Комбайнсем Санюк пахчинчи (уй ячĕ ку — автор) урпа çине куçнăччĕ.”Кунта тухăç Хăйăр пуссинчинчен чылай лайăхрах” терĕç тырă турттаракан водительсем.
— Паян (эпир кунта ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю. Д. Петровпа августăн 9-мĕшĕнче кăнтăрлапа пултăмăр. Артелĕн тĕп инженерĕ Петр Федоров тата Марина Исакова повар механизаторсене кăнтăрлахи апат çитерме килнĕччĕ — автор), çак уя вырса пĕтерсе, леш енне каçса тарасчĕ тетпĕр те, анчах çанталăкĕ кăна тума май парĕ-и, — теççĕ комбайнерсем, çумăр пĕлĕчĕсем çине тĕллесе кăтартса.
“Досаево” ял хуçалăх артелĕ кĕр тыррисене вырса пĕтерсе çурхисене те çуррине яхăн алла илнĕ ĕнтĕ.
— Халăха ыраш 20 тонна валеçсе панă, кĕçех урпа паратпăр, — тет артель ертÿçи Лотарий Архипов. — Кĕрхисем акма çĕр хатĕрлес ĕç малалла пырать. Кăçал кĕрхи тулă — 50, ыраш 30 гектар акасшăн. Вăрлăхĕ хатĕр…
Йĕтем çинче тырă тасатакансем йышлăн терĕç. Çак ĕçе 20 çынран кая мар тухать иккен.
— Вăтăр виççĕмĕш çул йĕтем çинчен тырă кĕртме хутшăнатăп, — пĕлтерет Анатолий Иванов водитель. — Кăçал фуража çеç 200 тонна тырă ăсатрăм…
Вырса çапнă уйсенчи улăма хыçранах урана хывма тăрăшаççĕ тусайсем. Пушаннă лаптăксене суха агрегачĕ çитет. Тивĕçлĕ канăва тухнă Анатолий Афанасьев механизатор миçемĕш çул ĕнтĕ ку тĕлĕшпе хуçалăха вăй çитнĕ таран пулăшать, çулленех 400 ытла гектар лаптăка хуратса хăварать. Кăçал та Анатолий Аркадьевич хăй ятне çĕре ÿкересшĕн мар, тимлесех сухалать.