АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арçын куççулĕ

11 августа 2009 г.

 

"Хам ĕмĕрте ятлаçăнса-вăрçăнса курман эпĕ. Çынпа пули-пулми чĕрре кĕрсе харкашман. Никама та хутлă-хутлă сăмахсемпе кÿрентернине астумастăп та. Те эрех-сăрапа тăван-хурăнташланманран-ши, мăшăрпа иксĕмĕр хушăра хура кушак чупса иртмен пирĕн.Чăнах та, юлашки вăхăтра, çынпа çын пек пулса, пĕр-пĕрне хисеплеме пăрахрăмăр. Тăван тăвана çиет, куç умĕнчех чипер çемье арканать. Çапла пурăннă чухне тĕлĕнтермĕшсем чылай тĕл пулаççĕ. Вăл е ку усал хыпара илтсен, тепĕр чухне тĕлĕннипе, шалт! кăна йăванса каймалла. Ах, ăçта çитсе çапăнтăмăр капла!"

Тяпук Хĕветĕрĕ хаш! сывласа каланă сăмахсем халĕ те хăлхасенче янăраççĕ. Упи тăрăхĕнчи пĕр ялтан вăл. Кăçал пилĕк теçетке çине пусрĕ. Мĕн пĕчĕкренех хура-шурне, выççи-туттине чылай тÿснĕ. Çăкăр татăкĕшĕн кÿршĕне каçнине те манмасть халь. Мĕн ачаранпах ĕçченлĕхпе сăпайлăха куç хывнă Хĕветĕр. Амăшĕн хÿттинче ыррине çеç вĕреннĕ.

Ялти Уках аппасемпе çумма-çумăн вырнаçнă килте пурăнатчĕç вĕсем. Хĕветĕрĕн амăшĕ — чăп-чăмăр сăн-питлĕ Сухви тата Хĕветĕрĕн пĕртен-пĕр шăллĕ — Ухванеç. Уках аппасем патне кÿршĕллĕ ялти тус-тăванĕн хĕрĕ — Марье — килсе çÿретчĕ. Пĕр сăлтавсăрах ахăлтатса кулма юрататчĕ. Йăл-ял, шухă хĕр пулни куç кĕретехчĕ. Хĕветĕр унран пĕрехмай пăрăнатчĕ. “Юхха хĕр мана кирлĕ марах. Ĕç патне те туртăнмасть вĕт вăл”, — хăй калассине амăшĕ умĕнче пытармастчĕ ывăлĕ.

Сухви çилĕм евĕрех çыпçăнчĕ Марье çумне. Вăл çăл патне шыв ăсма тухнине карта хушăккипе сăнатчĕ пĕрехмай. “Ух, сăн-пичĕпе те илĕртÿллĕ. Шăпах пирĕн кил-çурт валли ку” — сурчăкне лăнкăртах çăтатчĕ хĕрарăм. — Пирĕн кил-çурт валлиех…

Паллах, кил-çуртра хĕр çукки нушалантарнă-мĕн Сухвие. Тата çулĕсем те сиккипех малалла вĕçтереççĕ-çке. Утмăлалла çывхарать Сухви. “Кин кĕртмеллех… Ватăлтăмăр вĕт”— çине-çинех сăмахлатчĕ хĕрарăм. Чăнах та, пулăшакан кирлех…

Вăл çине тăрсах авлантарма шутларĕ ывăлне. “Ытлах юхха тесе ан варала-ха эсĕ Марьене. Ав, Уках аппу епле хĕпĕртет уншăн. Çăл шывне мăшăр витрепех çĕклет.Ĕнине касăва хăвалать. Ĕнер тата ирпе-ирех анкартинчи çĕр улмие çум курăкран тасатма тухнă. Çăмăл ыйхăллă курăнать, — хăй калассине чуна уçрĕ амăшĕ. — Качча тухсан, тен, йĕркеллех пурăнса кайăр”.

Авланчĕ Хĕветĕр. Тепĕр çултан, ялти кивĕ çурта сутăн илсе,уйрăлса тухрĕ мăшăр. Çара кайиччен çулсеренех ывăлсем çуралчĕç Убеевсен. Салтакран таврăнсан вара хĕр пĕрчи хушăнчĕ.

Бригадăра механизаторта ĕçлерĕ Хĕветĕр. Марье вара — сĕт-çу ферминче дояркăра. Вунă çул чип-чиперех пурăнчĕç вĕсем. Ака-суха вĕçленсен, трактора лартсан, Хĕветĕр платнике кÿлĕнчĕ. Хуçалăхра та, уйрăм çынсем патĕнче те вăй хучĕ. Çĕнĕрен кирпĕч çурт çавăрмалла-çке унăн. Майĕпен шухăшлани пурнăçланчĕ. Каярахпа вырăсла хапхапа сарай та кил картине сăн кĕртрĕç.

Аслă ывăлĕ авланчĕ Хĕветĕрĕн. Хĕрĕ Шывпуçне качча тухрĕ. Юрласа, ташласа çеç пурăнмалла ĕнтĕ. Анчах та Марье фермăра Сантăр хуралçăпа çыхланса кайрĕ. Сантăр — ватă хусах. Марье, каçсерен дежурствăра пулнă май, киле те çул çухатрĕ. Темиçе талăк, акă, йĕп те çип… Пĕр-пĕчченех кăштăртатать Хĕветĕр.

Марье ферма çуртĕнче Сантăрпа ыталашса выртать текен хыпар ялта çиçĕм пекех сарăлчĕ. “Мĕн çитмест-ши Марьене? Упăшки уй! çав тери пултаруллă арçын. Хăр-хар мар, эрех-сăраран та ют”, — халап çапрĕç урамри хĕрарăмсем.

Эх, шеремет Хĕветĕрĕ мĕнле тÿсет-ши? Кутăнла хыпар Хĕветĕрĕн хăлхине те кĕчĕ-ха. Çук, çук, чĕрене илмерĕ- ха вăл çав сăмахсене.

Анчах та пĕр каçхине тÿсеймерĕ, хăех “сунара” тухрĕ. Сантăрпа Марьене капкăна çаклатрĕ. Лешсем, кăштах хăюлланмалла тесе-ши, аншарли чаплаттарнă та юнашар выртнăскерсем харлаттарсах хуп турттараççĕ.

Çакна асăрхасан, хăйне хăй ĕненмерĕ Хĕветĕр. Унтан хаш! сывларĕ те, аллине çил арманĕн çунатти евĕр лашт! сулса, килнелле таплаттарчĕ.

Марье вăрттăн иккĕмĕш упăшка тупни çинчен систерчĕ ашшĕ ывăлне. Кĕркури амăшĕ çакнашкал пăтранса çÿренине малтанах пĕлнĕ-ха. Вăл ашшĕн тунсăхлă сăмахĕсене чĕре патне те илмерĕ. Кĕркури, çилли тулса çитнипех-ши, Хĕветĕре хăлха чиккинчен пĕррех шанлаттарчĕ. Унтан тепре, çине-çине тепре… Хуларан килнĕ хĕрĕпе кĕрÿшĕ те хута кĕмерĕç. Çемье пăтраннăшăн йăлтах Хĕветĕр яваплă-мĕн. Ывăл-хĕрĕн шухăшĕпе амăшне хисеплемест-мĕн. Ют арçынпа çыхланса кайнăшăн та Хĕветĕрĕнех намăс курмалла… Тĕрĕссипе Марьене мăшăрĕ тарăхса шурă куçпа пăхма-и…

Икĕ кун амăшĕ патĕнче çĕр каçрĕ халь Хĕветĕр. Пĕчченех пурăнать ватă. Упăшки Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăнчĕ те чылаях пурăнаймарĕ çав. Çĕре кĕчĕ Çĕпритун.

Киле чун туртмасть Хĕветĕрĕн. Чунĕ çăл шывĕ пекех сивĕ унăн. Çавах та хăй пусран пус укçа пухса лартнă çурчĕ çинчен куç каймасть. Çырман тепĕр енче вырнаçнăскер хăй патнеллех кăчăк туртать. Эх, епле çыпăçуллă алăсемпе ăсталанăскер, ялти чи те чи капмарри-çке. Мĕн чухлĕ тар юхтарман-ши çынсем ретлĕ пурăнассишĕн…

Çук çав. Марье ăнланасшăнах мар… Ачисем те ашшĕн ăш пиллĕ кăмăл-туйăмне хакламаççĕ. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн, пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн мĕн чухлĕ çине тăман пуль?.. Те çав териех пăшăрханнипе, те çав териех тарăхнипе чăтаймарĕ арçын, пит çăмартисем тăрăх вĕри тумламсем шăрçаланса анчĕç. Эх, арçын куççулĕ…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика