АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ

07 августа 2009 г.

 

Регионти адреслă программăпа килĕшÿллĕн, кăçал Красноармейскинчи нумай хваттерлĕ 19 çурта тĕпрен юсамалла. Çак ĕçе тума подрядлă вунă организаци кÿлĕннĕ. Ку йыша тулли мар яваплă “Классик”, “Градос”, “Стимул-плюс”, “Грин”, “Волготранс-Ч”, “МСО “Аликовская”, “Минстрой”, “Алстрой”, “Ремстроймаркет”, “Сенкер” — уçă, “Регионстрой” хупă йышши пĕрлешÿсем кĕреççĕ. Юсав ĕçĕсем ирттерме федераллă бюджетран 15 588 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Июлĕн 29-мĕшĕ тĕлне 13 142 пин тенкипе усă курнă. Тĕслĕхрен, Ленин урамĕнчи 31, 57, 66, 72-мĕш, Механизаторсен урамĕнчи 2, 4, 6, 10, 12-мĕш, Г. Степановри — 17, 25, 32, В. Васильеври — 8, Çĕнтерĕве 30 çул урамри 20-мĕш номерлĕ çуртсенче палăртнă ĕçсен 90-95 процентне пурнăçланă.

Паян Ленин урамĕнчи 66-мĕш çурт стенисем çине пăхма кăмлăллă. Кунти 57, 72-мĕш, В. Васильеври — 6, Механизаторсен урамĕнчи 2, 4-мĕш номерлĕ çуртсен тăррисем тек шыв юхтарса хăшкăлтармĕç, вĕсене тĕпрен çĕнетнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика