АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта —

07 августа 2009 г.

 

Июлĕн 23-26-мĕшĕсенче Шупашкарти “Олимпийский” стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Унта çĕр-шывăн 60 регионĕнчи 900 яхăн спортсмен спортăн 40 енĕпе тупăшрĕ. Чи пултаруллисем вара çĕр-шыв чемпионĕ ята çĕнсе илнипе пĕрлех август уйăхĕнче Германире иртекен тĕнче чемпионатне каймалли путевкăна тивĕçрĕç.

Раççей чемпионатĕнче чăвашсенчен Степан Киселев стайер — 10 пин тата 5 пин метрлă дистанцисене чупассипе, Марина Максимова сăнă ывăтассипе пăхăр медальсем çĕнсе илчĕç.

Тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса палăрнисен тупăшăвне пăхма интереслĕ пулчĕ. Чемпионат вĕçĕнче вĕсенчен хăшĕ-пĕрисемпе, тĕслĕхрен, кăçал Литвари Каунас хулинче иртнĕ çамрăксен Европа чемпионатĕнче 800 метра чупса çĕнтернĕ, хальхинче арçынсем хушшинче 1500 метрлă дистанцире Раççей чемпионĕ ята тивĕçнĕ Иван Тухтачевпа (Иркутск, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсем) тата виçĕ хут сиксе хĕрарăмсем хушшинче кăçал тĕнчере чи лайăх кăтартупа (514 см) палăрнă Надежда Алехинапа (Мускав, “Динамо”) курса калаçма тÿр килчĕ. Малтанах 20 çулхи И. Тухтачевпа курнăçрăмăр.

— Иван, маттур та эсĕ, арçынсене çĕнтерме пултартăн. 3,43.43 минут санăн рекорд пулчĕ-и?

— Çук, 1500 метрта манăн чи лайăх кăтарту — 3,40.48 минут.

— Ку таранччен эсĕ Шупашкарта пулнă-и?

— Çук. Атте манăн ку енчен. Шупашкарта пирĕн тăван-пĕтенсем нумай тетчĕ.

— Вăл тĕп хуларан е пĕр-пĕр районтан?

— Кăна татса калама пултараймастăп.

— Эсĕ чăвашла пĕлетĕн-и?

— Çук.

— Аçăр чăвашла пĕлет-и?

— Пĕлместĕп.

— Çитес ăмăртусенче çĕнĕ ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх пултăр сана, Иван! Киле çитсен аçу-аннÿне чăвашсенчен салам калăр.

— Тавтапуç ырă сăмахсемшĕн. Çитсенех атте-аннене салам калăп.

— Надежда, паянхи кăтартупа кăмăллă-и эсир?

— Çапла. Анчах хам халĕ те çавăн тăршшĕ сикнине ăнланса илме пултараймастăп. Мĕншĕн тесен икĕ çул умлăн-хыçлăн манăн çĕр-шыв чемпионатĕнче ăнмарĕ. Паян вара, акă, сана, 5 метр та 14 сантиметра çити вĕçсе кайма пултартăм. Шупашкар маншăн телей кÿрекен хула пулса тăчĕ.

— Ку кăтартупа тĕнче чемпионатне те выляса илме пулать пулĕ?

— Татса калама йывăр, çавăнпа ун пирки калаçар мар-ха.

— Надежда, Шупашкар, кунти халăх, стадион кăмăла кайрĕç-и сире?

— Хула капăр, таса. Çыннисем кăмăллă, Авă, епле туслăн спортсменсене хавхалантарса тăчĕç. Вĕсемсĕр паян ăнăçу та тăваяс çукчĕ. Стадион та паха, ăмăртма мĕн пур условисем туса панă. Çитĕнÿсем тума ăнтăл кăна.

— Калаçушăн, Надежда, тавтапуç сире, август уйăхĕнче Германире иртекен тĕнче чемпионатĕнче ăнăçлă ăмăртмалла пултăр.

— Тавтапуç, çаплах пултăрччĕ-ха.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика