04 августа 2009 г.
Чăвашрадиопа шăранакан, чун-чĕрене тыткăнлакан юрăсенчен пĕри вăл. Кашнин кăмăлнех каять, паллах. Кил-çуртри ĕç-пуçа пăрахсах хăвăртрах репродуктор çывăхне вырнаçатăн çавăн чух. Ирĕксĕрех хăвна хăв ыйту паратăн. Кам çырнă-ши ку юрра?.. Кам кĕвĕленĕ-ши?..
Кушкăра çуралса ÿснĕ Михаил Ильич Ильин иккен. Епле маттур, пултаруллă çын вăл. Ентешĕмпе тĕплĕнрехех паллаштарам эппин. Музыка-кĕвĕ туртăмĕ унра вăй илни тата аталанни кăсăклантарать пире.
Кунта çемьери вăй пĕлтерĕшĕ анлă. Ултă ача çитĕннĕ ялта. Михаил Ильичăн ашшĕ — Илья Яковлевич Яковлев — Карай шкулĕнче вĕрентнĕ. Пушă вăхăтра алăран физгармонь яман. Чăваш юрри-кĕввисене шăрантарнă. Мăшăрĕпе — Перасковияпа — пилĕк ывăлĕпе пĕр хĕрне мĕн ачаранпах ĕç патне çыпçăнтарнă. Михаил çемьере — чи кĕçĕнни. Çиччĕ тултарсан ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухать. Ашшĕн физгармонĕпе выляма хăнăхать. Ку инструментăн вăрттăнлăхĕсене çине тăрсах вĕренет.
Малаллахи пурнăç биографине вăл Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ пединститутпа çыхăнтарнă. Унтан тăватă çул вĕренсе тухнă хыççăн ăна Красноармейскинчи вăтам шкула яраççĕ. Истори предметне шанса параççĕ. Ку йышра çамрăк Анатри Типçырма каччипе туслашать. Вĕсем иккĕшĕ Красноармейскинчи хваттерте пурăнаççĕ. К.Архипов хими предмечĕпе пĕлÿ панă. Иккĕшĕ те питĕ çывăхланаççĕ. Уроксенчен пушансан Красноармейскинчи культура çуртне васкаççĕ.
Çав çулсенчех культура керменĕнче хор йĕркеленет. Тĕрĕссипе, юрăпа ташă ушкăнне чăмăртаканĕсем Михаил Ильинпа Константин Архипов пулнă. Çав йыша тепĕр çывăх тус-юлташ — Кăлава каччи — Наум Григорьев пĕрлешет. М.Ильин — дирижер, К.Архипов — баянист, Н.Григорьев — аккордеонист.
Асăннă хор сцена çинче юрă хыççăн юрă янратать. М.Ильин та творчествипе юрă-кĕвĕ тĕнчине парăнать. Нотăсем çырать.
Пĕрремĕш юрă хывнă самант халĕ те асрах-ха унăн. Аллăмĕш çулсенче хăйĕн ĕç биографине Красноармейскинчи вăтам шкулпа çыхăнтарнă вăл. Кунта ачасене историпе физкультура предмечĕсемпе вĕрентнĕ.
1957 çулхи май уйăхĕнче М. Ильинăн пĕрремĕш юрри “Пирĕн туслăх” ятли “Ялав” журналта пичетленнĕ. Ăна автор Иван Малкай сăвви тăрăх кĕвĕленĕ.
1959 çулта тата ун хыççăнхи çулсенче ентешĕн “Кÿренÿ” (И. Ивник сăвви), “Çамрăк хĕр ăнланаймарĕ” (Ю. Петров), “Икĕ хурăн” (Вас. Димитриев), “Асăмран тухмастăн” (Л. Антонов), “Хĕр суйларĕ Тимахви” (Л. Антонов), “Çамрăксен юрри” (Н. Ершов сăвви) тата ыттисем те хаçат-журналсенче çапăнса тухнă.
Филипп Миронович Лукин композиторпа çывăхланни хастарлăхне татах çĕклет. Михаил Ильич кĕввисем республикăри “Тăван Атăл”, “Ялав”, “Çамрăк коммунист”, “Хатĕр пул” журналсенче пичетленеççĕ.
Çĕре яхăн юрă ветеран-композиторăн архивĕнче. Вĕсенчен паллăраххисем: “Кăвакарчăнсем”, “Кÿршĕ ял хĕрне”, “Инçетри юрă”, “Такмаксем”, “Сирень” тата ыттисем те.
М.Ильин — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. 82 çулалла çывхарать пулин те шашкăлла вылять. Пирус-чĕлĕм туртмасть. Эрех-сăраран та ют.